Камчатка Ен
Камчатка Ен | |||||
| |||||
Тĕп хули | Петропавловск-Камчаткăри | ||||
---|---|---|---|---|---|
Лаптăкĕ - Пĕтĕмпе |
10 464 275 км² | ||||
Халăх йышĕ - Пĕтĕмпе |
79 288 730 çын çын патнелле (2023) | ||||
Федераци тăрăхĕ | Инçет-Тухăç федераци тăрăхĕ | ||||
Экономика регионĕ | Инçет-Тухăç экономика районĕ | ||||
Регион номерĕ | 41 | ||||
Патшалăх чĕлхисем | Вырăс чĕлхи, коряк чĕлхи | ||||
Губернатор | Солодов Владимир Викторович | ||||
Саккун кăларакан канашĕн председателĕ | Унтилова Ирина Леонидовна | ||||
Гимн | Камчатка Енĕн гимнĕ | ||||
Вăхăт тăрăхĕ | ГВ Камчатка вăхăчĕ |
Камчатка Ен (Камчатка, выр. Камчатский край) — Раççей тухăç енче вырнаçнă Федераци субъекчĕ[1]. Инçет-Тухăç федераци тăрăхне кĕрет, Инçет Тухăç экономика районĕн пайĕ.
Администраци центрĕ — Петропавловск-Камчаткăри.
2007 çулхи утă, 1-мĕшĕнче, Камчатка облаçĕ тата Коряк автономи тăрăхĕ пĕрлешĕвĕ çинчен референдум çавна пул, Камчатка Ен йĕркеленнĕ[2].
Çурçĕр-хĕвеланăç енче Магадан облаçĕ, çурçĕр енче Чукотка автономи тăрăхĕ, кăнтăр енче (Пĕрремĕш Курил пырĕ урлă) Сахалин облаçĕ РФ-н субъечĕсемпе чикĕленет.
Тавралăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Камчатка Ен Камчатка çурутравĕнче, Карагин утравĕнче тата Командор утравĕсенче вырнаçнă.
Ен патĕнче хĕвелтухăçран Беринг тинĕсĕ (2000 км ытла ҫыран вӑрӑмӑшӗ), хĕвеланăçран Охот тинĕсĕ (2000 км ҫыран вӑрӑмӑшӗ) пур.
Камчатка Енĕн территорийĕнче 14 100 юханшывсем юхаççĕ. Вĕсенчен чи пысăксем: Камчатка (758 км вăрăмăш), Пенжина (713 км), Куюл-Таловка (458 км), Вывенка (395 км), Пахача (293 км), Апука (296 км), Укэлаят (288 км).
Кӳлĕсем: Таловка кӳлли (44 км²), Палана кӳлли (28 км²).
Камчатка Ен 12-сехет зонинче вырнаçнă, Камчатка вăхăчĕ ятлă. Тĕнчери координациленĕ вăхăчĕпе UTC тĕрлĕлĕх +12:00 тăрать. Раççей Федерацийĕн тĕпхулипе Мускавпа тĕрлĕлĕх — 9 сехет.
Территорипе Камчатка Ен Папуа — Çĕнĕ Гвиней е Камерун пекех.
Кунçул
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чуллă ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче пĕрремĕш çынсен кунта кайлакан коряксем, айнусем тата итĕлменсем пулнă. XIX ĕмĕрте кунта эвенсем çитнĕ.
Авалхи лару-тăрусен раскопкисем, хăш Анадырь районĕн территориĕнчи пулнă, кунта кĕçĕн палеолит вăхăчĕнчен пуçласа çынсем пулнă.
Нумай мар халăхсем-ăрусем выльăх-чĕрлĕх ĕрчетни е сунарни тунă.
XVII ĕмĕрте Раççей империйĕн саралакансем кунта чи пĕрремĕш ял-хула тунă — Петропавловск-Камчатский.
1697 çулта Камчаткăра пĕрремĕш вырăссем (казаксем) çитнĕ, сăмахран якут казакĕ Атласов, унăн казаксем ясак усрани валли острог тунă, Аушин ительмен пурăнан вырăнĕ юнашар[3].
Яланхи вырăс халăхĕ кунта 1730 çул патне пурăнать, тата вĕсем нумай-йышлĕ мар пулнă та вырăнти халăхсемпе (ительменсемпе) хальхи гео-этнонимре пĕрлешнĕ — камчадалсем. XX ĕмĕр патне Камчаткăра пĕрлешнĕ çуралнипе (вырăс-ительмен) 3600 çын пулнă, тата вăл пĕр этнографиллĕ ушкăн пекех, пĕр культурăпа та вырăс чĕлхипе калаçнипе[4].
2007 çулхи утăн 1-мĕшĕнче Камчатка облаçĕнче тата Коряк автономиллĕ тăрăхĕнче пĕрлешĕес пирки референдум ирттернĕ. Çапла ĕнтĕ, Камчатка Енĕ йĕркеленнĕ.
Халăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Росстатпа Камчатка Енте 288 730 çын пурăнать, вĕсенчен 56,45% Петропавловск-Камчаткăри пурăнать. Халăх йышлăхĕ — 0,62 çын/км2. Хула халăхĕ — 78,98%.
Администраци пайланăвĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Камчатка Ен уставĕпе тата «Об административно-территориальном устройстве Камчатского края» саккунĕпе Ен малалла администраци-территори виçисенче пайланать: 3 хула ен пăхăнăвĕпе, 11 район (4 Коряк тăрăхĕ)[5][6].
Хуласем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Петропавловск-Камчаткăри хули
- Вилючинск хули (ХАТЙ)
- Палана паççулки
Районсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Алеут районĕ — Никольское ялĕ
- Быстрая районĕ — Эссо ялĕ
- Елизово районĕ — Елизово хули
- Карага районĕ[7] — Оссора паççулки
- Мильково районĕ — Мильково ялĕ
- Олютор районĕ[7] — Тиличики ялĕ
- Пенжина районĕ[7] — Каменское ялĕ
- Соболево районĕ — Соболево ялĕ
- Тигиль районĕ[7] — Тигиль ялĕ
- Усть-Большерецк районĕ — Усть-Большерецк ялĕ
- Усть-Камчатск районĕ — Усть-Камчатск паççулки
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Статья 65. Конституция Российской Федерации. КонсультантПлюс. Тĕрĕсленĕ 2 Ҫӗртме уйӑхӗн 2019.
- ^ Федеральный конституционный закон от 12 июля 2006 года N 2-ФКЗ, Москва Об образовании в составе Российской Федерации нового субъекта Российской Федерации в результате объединения Камчатской области и Корякского автономного округа (2006-07-15). Тĕрĕсленĕ 21 Ҫӗртме уйӑхӗн 2018.
- ^ Атласов Владимир Васильевич // 100 великих путешественников / Сост. И. А. Муромов. — М.: Вече, 2000
- ^ Çурçĕр вырăнти халăхĕсем
- ^ Закон Камчатского края от 29 апреля 2008 года №46 «Об административно-территориальном устройстве Камчатского края» (с изменениями на 1 июня.2017). Тĕрĕсленĕ 21 Ҫӗртме уйӑхӗн 2018.
- ^ УСТАВ КАМЧАТСКОГО КРАЯ (с изменениями на 21 декабря 2017 года), Устав Камчатского края от 04 декабря 2008 года №141, Закон Камчатского края от 04 декабря 2008 года №141. docs.cntd.ru. Тĕрĕсленĕ 21 Ҫӗртме уйӑхӗн 2018.
- ^ 1, 2, 3 тата 4 Коряк тăрăхĕ шутне кĕрет
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Правительство Камчатского Края
- История Камчатского края
- Камчатский край в фотографиях: пейзажи, природа, люди, события
- Законодательство Камчатского края
- «Камчатский край, Петропавловск-Камчатский — краеведческий сайт Камчатки»
- Камчатка в книге: Н. А. Гвоздецкий, Н. И. Михайлов. Физическая география СССР. М., 1978.
Камчатка Ен |
|||
---|---|---|---|
Администраци центрĕ: Петропавловск-Камчатский ': Алеут • Быстрая • Елизово • Карага • Мильково • Олютор • Пенжина • Соболево • Тигиль (п. Палана) • Усть-Большерецк • Усть-Камчатск Статьясем: Географи | Гербĕ | Гимнĕ | Историйĕ | Халăхĕ | Администрациллĕ-территориллĕ пайланăвĕ | Ялавĕ |
Раççей Федерацин Инçет-Тухăç федераци тăрăхĕ |
|
---|---|
Раççейĕн федераци тытăмлăхĕ |
||
---|---|---|
Республикăсем | ||
Енсем |
Алтай • Байкал Лешьен • Камчатка • Краснодар • Красноярск • Перĕм • Ставрополь • Тинĕсçум • Хабаровск | |
Облаçсем |
Амур • Архангельск • Аçтăрхан • Ăренпур • Белгород • Брянск • Владимир • Волгоград • Вологда • Воронеж • Иваново • Иркутск • Запорожье1 • Калининград • Калуга • Кемĕр • Киров • Кострома • Курган • Курск • Ленинград • Липецк • Магадан • Мурманск • Мускав • Новгород • Омск • Орёл • Пенза • Псков • Ростов • Рязань • Самар • Сарăту • Сахалин • Свердловск • Çĕн Çĕпĕр • Смулен • Тамбов • Тĕвер • Томск • Тула • Тĕмен • Херсон1 • Челепи • Чĕмпĕр • Чулхула • Ярославль | |
Федераци шайĕнчи хуласем | ||
Автономиллĕ облаç | ||
Автономиллĕ тăрăхсем | ||
1 Тĕнчери йышăннă Украинăн территорисенчи • 2 Архангельск облаçне кĕрет • 3 Тĕмен облаçне кĕрет |
Раççей регионĕсене пĕрлештерни | ||
---|---|---|
Перĕм облаçĕ + Коми-Перĕм автономи тăрăхĕ → Перĕм Ен (2005) · Красноярск Ен + Таймыр (Долган-Ненец) автономи тăрăхĕ + Эвенк автономи тăрăхĕ (2007) · Камчатка облаçĕ + Коряк автономи тăрăхĕ → Камчатка Ен (2007) · Иркутск облаçĕ + Усть-Урта Бурят автономи тăрăхĕ (2008) · Чита облаçĕ + Агин Бурят автономи тăрăхĕ → Байкал Лешьен (2008) |