Контент патне куҫ

Пушкăрт Республики

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Пушкăртăстан ҫинчен куҫарнӑ)


⠀⠀Пушкăрт Республики⠀⠀ Башҡортостан Республикаһы

Пушкăрт Республикин ялавĕ Пушкăрт Республикин гербĕ
Тĕп хули Ӗпхӳ
Лаптăкĕ

- Пĕтĕмпе
- шыв пайĕн %.

27

142 947 км²
0,3%

Халăх йышĕ

- Пĕтĕмпе
- Йышлăх

7

4 077 600[1] çын патнелле (2023)
28.53 çын/км² патнелле

Федераци тăрăхĕ Атăлçи федераци тăрăхĕ
Экономика регионĕ Урал экономика районĕ
Регион номерĕ 02
Патшалăх чĕлхисем пушкăрт, вырăс[2]
Республика Пуçлăхĕ Радий Хабиров
Премьер-министр Андрей Назаров
Патшалăх Канашĕн — Курултай председателĕ Константин Толкачёв
Гимн Пушкăрт Республики гимнĕ
Вăхăт тăрăхĕ ГВ Екатеринбург вăхăчĕ, UTC+5

Пушкӑртстан (пушк. Башҡортостан, вырăсла тата официаллă мар Башкирия[3][4][5][6]), ун тĕлне чăваш чĕлхинче Башкири пулать, çавăн пекех Пушкăрт Республики (Пушкăртстан Республики, пушк. Башҡортостан Республикаһы[7], кĕске РБ) — Раççей Федерацийĕн субъекчĕ, унăн йышĕнчи[8] республика (патшалăх)[9][10]. Атăлçи федераци округне кĕрет[11], Урал экономика районĕн пайĕ.

Пушкăрт Республикипе юнашар Тутарстан, Удмурти республикисем, Перĕм Ен, Свердловск, Ăренпур, тата Челепи облаçĕсем вырнаçнă.

Тĕп хулиӖпхӳ.

Республикăн патшалăх чĕлхисем: пушкăртла, вырăсла[2].

1917 çулхи чӳк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Пушкăрт вăта шурин (канашĕн) йышăнăвĕпе Башкурдистан автономийĕ пекех йышăннă. 1919 çулхи пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче Пушкăрт Совет Автономийĕ çинчен Совет влаçĕпе Пушкăрт правительстви килĕшӳпе Пушкăрт Автономиллĕ Совет Социализм Республики Раççей тытăмĕнче пекех. Ку чи пĕрремĕш автономи Раççей тытăмĕнче тата пĕрремĕш те пĕрреллĕ автономи килĕшӳпе йышăннă[12][13][14][15][16][17].

Республика Кăнтăр Уралăн хăяккинче тата Уралумĕнче вырнаçнă. Пушкăртстанăн чи çӳллĕ вырăнĕ — Ямантау (1640 метр) тăвĕ. Республика çурçĕртен кăнтăралла — 550 км, анăçран тухăçалла — 430 км тăсăлать.

Пысăк юханшывсем: Шур Атăл) (1430 км) тата унăн юпписем Нугуш (235 км), Сим (239 км), Ӗпхӳ) (918 км), Дёма (556 км), çаплах Сакмара (760 км), Урал тата Ик (571 км).

Çутçанталăк

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Усăллă минералсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Республикăра нефть управĕсем (Арлан тата Чекмагуш, Ишимбай, Туймаçи, Шкап тата ур.), çутçанталăк газĕ (Кумертау, Янаул тата ур., хакласа хунă янтти 300 млрд м³ ытла).

Ӳсентăран тĕнчи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ӳкерчĕк:IMG 0145.jpg
Инзер юханшывăн айлăмĕ.

Чĕрчун тĕнчи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пурăнан халăх

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2001 çулхи халăх çыравĕпе Пушкăрт Республикинче пурĕпе 4102.9 пин çын пурăнать. Вĕсенчен 36 % — вырăссем, 30 % — пушкăртсем, 24 % — тутарсем, 2,8 % — чăвашсем, 2,6 % — марисем, 1,3 % — украинсем, нимĕçсем. Пĕтĕм çынсем вырăсла пĕлеççĕ, 30% - тутарла, пушкăртла çав енченех илсессĕн 20% анчах пĕлеççĕ.

Халăх йышĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пĕтĕм Раççейре халăха çырнипе (2002), республикăра пурăнакан халăх çакăн пек вырнаçнă:

Халăх Йышĕ 2002 çулта, %
Вырăссем 36,3 %
Пушкăртсем 29,76 %
Тутарсем 24,14 %
Чăвашсем 2,86 %
Марисем 2,6 %
Украинсем 1,3 %
Мордвасем 0,6 %
Удмуртсем 0,6 %
Беларуссем 0,4 %

Пушкăртăстанра пурĕ 100 ытла наци пурăнать .

96,4 % халăхĕ вырăсла калаçать, пушкăртла 25,8 %, тутарла 34,0 % пуплеме пултарать.

Халăх йышĕн улшăнăвĕ (çын, 1939—2002 çç. çырав тĕлне çав çулсенчи çĕр чикисемпе килĕшӳллĕ, 1897 ç. – хальхи чикĕре, 1897—1926 çç. пулнă халăх хыпарĕсене кăтартнă, 1939—2002 çç. — пĕрмай пурăнан халăха çырнă)
Çулсем Пурĕпе Пушкăртсем Вырăссем Тутарсем Чăвашсем Марисем Украинсем Мордвасем Удмуртсем Белоруссем
1897 ç. (нарăс, 9) 1 991 438
1926 ç. (раштав, 17) 2 665 836 625 845 1 064 707 621 121 84 886 79 298 76 710 49 813 23 256 18 281
1939 ç. (кăрлач, 17) 3 158 969 671 188 1 281 347 777 230 106 892 90 163 92 289 57 826 25 103 23 761
1959 ç. (кăрлач, 15) 3 336 289 737 711 1 418 147 768 566 109 970 93 902 83 594 43 582 25 388 20 792
1970 ç. (кăрлач, 15) 3 814 926 892 248 1 546 304 944 505 126 638 109 638 76 005 40 745 27 918 17 985
1979 ç. (кăрлач , 17) 3 844 280 935 880 1 547 893 940 436 122 344 106 793 75 571 35 900 25 906 17 393
1989 г. (кăрлач, 12) 3 943 113 863 808 1 548 291 1 120 702 118 509 105 768 74 990 31 923 23 696 17 038
2002 ç. (юпа, 9) 4 104 336 1 221 302 1 490 715 990 702 117 317 105 829 55 249 26 020 22 625 17 117

Пурăнан вырансем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
10 пин çын ытла йышлă пурăну вырăнĕсем
2008 çулхи кăрлач, 1 тĕлне
Ӗпхӳ 1021,5 Янаул 27,5
Çтерлĕ 268,3 Давлеканово 24,5
Салават 155,9 Чишмă 21,9
Нефтекамск 118,0 Приютово 20,9
Октябрьский 108,2 Раевский 19,4 (2006)
Белорецк 68,8 Агидель 19,0
Ишимпай 68,1 Паймак 16,9
Туймаçи 65,7 Межгорье 16,6
Сипай 65,2 Иглино 13,9 (2003)
Кумертау 62,4 Кандры 12,1 (2003)
Мелеуз 61,8 Красноусольский 11,8 (2003)
Пелепей 61,1 Чекмакăш 11,2 (2003)
Бирск 41,9 Кушнаренково 10,6 (2003)
Учала 39,3 Серафимовский 10,3 (2003)
Благовещенск 33,6 Тăлпаçи 10,2 (2003)
Тертӳли 31,2

Пушкăрт республикинчи чăвашсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2002 çулхи Раççей халăх çыравĕпе Пушкăртстанра 117 317 чăваш пурăнать. 4 чăваш этеплĕх пĕрлешĕвĕ ĕçлет. Чăвшла виçĕ хаçат тухать: Пелепей районĕнчи «Урал сасси», Пишпӳлек районĕнчи «Çутă çул», Авăркас районĕнчи «Çĕршыв çулĕ» хаçатсем. Инçекуравра икĕ чăвашла кăларăмĕ пур: Пушкăртстанăн 1-мĕш радиоканалĕнчи çирĕм минутлă «Аван-и» тата Пушкăртстанăн 2-мĕш телеканалĕнчи Ентешсем çирĕм пилĕк минутлă кăларăмĕсем. Иккĕшĕ уйăхра икĕ хут тухаççĕ. 38 шкулта чăваш чĕлхипе вĕренме май пур. 77 шкулта чăваш чĕлхи предмет пек вĕрентеççĕ. Пелепей хулинче чăваш гимназийĕ, Ӗпхӳре чăваш вырсарни шкулĕ ĕçлет[18].

Чукун çулпа Ӗпхӳ Самарпа, Челепипе тата ытти хуласемпе çыхăннă. Карапсем ишме юрăхлă юханшывсем: Шур Атăл тата Ӗпхӳ.

Çавăн пекех распублика тăрăх пăрăх транспортне вырнаçтарнă.

Паллă çынсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Асфандияров А. З. Башкирия после вхождения в состав России (вторая половина XVI — первая половина XIX в). — Уфа: Китап, 2006. – 504 с.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Численность постоянного населения Российской Федерации по муниципальным образованиям на 1 января 2023 года (с учётом итогов Всероссийской переписи населения 2020 г.)
  2. ^ 1 тата 2 Конституция Республики Башкортостан от 24 декабря 1993 г. N ВС-22/15 / Статья 1. Государственными языками Республики Башкортостан являются башкирский и русский языки
  3. ^ Поспелов Е. М. Географические названия России. Топонимический словарь. — М.: АСТ, Астрель, 2008. — ISBN 978-5-17-054966-5, 978-5-271-20728-0 — «Башкирия, Республика Башкортостан в составе Российской Федерации. Русск. название республики образовано от русск. названия башк. народа башкиры. В основу офиц. нац. названия республики положено самоназвание башкир башҡорт; элемент стан перс. „страна, земля“.»
  4. ^ Шарце М. Г., Петрушина М. Н. и др Башкортоста́н / председ. Ю. С. Осипов и др., отв. ред. С. Л. Кравец. — Большая Российская Энциклопедия (в 30 т.). — Мускав: Научное издательство «Большая российская энциклопедия», 2005. — Т. 3. «Банкетная кампания» 1904 - Большой Иргиз. — 65000 экз. — ISBN 5-85270-331-1
  5. ^ Минибаева А. Можно ли говорить «Башкирия», и оправдан ли гнев части жителей республики по этому поводу? (выр.) (2017-08-21). Тĕрĕсленĕ 19 Ҫу уйӑхӗн 2023.
  6. ^ Башкортостан или Башкирия: как и при каких условиях можно называть республику? - Business FM - 107.5 Уфа. Тĕрĕсленĕ 29 Раштав уйӑхӗн 2019.
  7. ^ Пушкăрт Республикин конституципе, «Пушкăртстан Республики» тата «Пушкăртстан» пĕр тан пĕлтерĕшпе сăмахсем
  8. ^ Конституция Республики Башкортостан от 24 декабря 1993 г. № ВС-22/15 / Глава 1. Основы конституционного строя Республики Башкортостан (ст.ст. 1-16). Тĕрĕсленĕ 29 Раштав уйӑхӗн 2019.
  9. ^ Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗ. 1 сыпӑк 5 статья 1 тата 2 пункт:
    1. Раҫҫей Федерацийӗ республикасенчен, крайсенчен, облаҫсенчен, федераци пӗлтерӗшлӗ хуласенче, автономиллӗ облаҫран, автономиллӗ округсенчен — Раҫҫей Федерацийӗн пӗр тан правӑллӑ субъекчӗсенчен тӑрать.
    2. Республика (патшалӑх) хӑйӗн конституцийӗпе саккунлӑхӗ пур. Край, облаҫ, федераци пӗлтерӗшлӗ хула, автономиллӗ облаҫ, автономиллӗ округ хӑйӗн уставӗпе саккунлӑхӗ пур
  10. ^ Ю. А. Дмитриев. Конституция Российской Федерации: Доктринальный комментарий. — М.: Деловой двор, 2009.
  11. ^ Указ Президента РФ от 13 мая 2000 г. N 849 «О полномочном представителе Президента Российской Федерации в федеральном округе»
  12. ^ Республика Башкортостан // Башкирская энциклопедия / гл. ред. М. А. Ильгамов. — Уфа : ГАУН «Башкирская энциклопедия», 2015—2020. — ISBN 978-5-88185-306-8.
  13. ^ Соглашение центральной Советской власти с Башкирским правительством о Советской Автономной Башкирии // Башкирская энциклопедия / гл. ред. М. А. Ильгамов. — Уфа : ГАУН «Башкирская энциклопедия», 2015—2020. — ISBN 978-5-88185-306-8.
  14. ^ Автономная Советская Башкирская Республика // Башкирская энциклопедия / гл. ред. М. А. Ильгамов. — Уфа : ГАУН «Башкирская энциклопедия», 2015—2020. — ISBN 978-5-88185-306-8.
  15. ^ Башкурдистан // Башкирская энциклопедия / гл. ред. М. А. Ильгамов. — Уфа : ГАУН «Башкирская энциклопедия», 2015—2020. — ISBN 978-5-88185-306-8.
  16. ^ ГОСУДАРСТВЕННОЕ УСТРОЙСТВО // Башкирская энциклопедия / гл. ред. М. А. Ильгамов. — Уфа : ГАУН «Башкирская энциклопедия», 2015—2020. — ISBN 978-5-88185-306-8.
  17. ^ Соглашение Российского рабоче-крестьянского правительства с Башкирским правительством о советской автономии Башкирии // Известия Всероссийского центрального исполнительного комитета Советов — 23 марта 1919 года. — № 63/615.
  18. ^ Ĕпхӳри чăвашсен вырсарни шкулĕ Раççейре çĕнтернĕ