Контент патне куҫ

Церий

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Цери ҫинчен куҫарнӑ)

ЦериЭлементсен периодикăллă системин 58-мĕш элеменчĕ.

1801-мĕш çулта Джузеппе Пьяцци Итали астрономĕ уçнă пĕчек планетă Церера ячĕпе металл ятне панă. Цери çĕрне пĕр вăхăтра М. Г. Клапрот тата В. Хизингерпа Й. Я. Берцелиус уçнă. Клапорт "Церерий" ят парасшăн пулнă, çавах Берцелиус ку сăмаха калама йывăр пулать тесе церий ятне çирĕплетнĕ.

Цери
Цери (IV) сульфачĕ

Хими пахалăхĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сывлăшра цери 150 °C çулăмсăр çунса цери (IV) оксичĕ пулать:

Ce + O2 → CeO2

Цери сивĕ шывпа майĕпен, вĕри шывпа питĕ хăвăрт реакцие кĕрсе цери гидроксичĕ пулать:

2 Ce (s) + 6 H2O (l) → 2 Ce(OH)3 (aq) + 3 H2 (g)

Цери металлĕ пĕтĕм галогенсемпе çыхăнать:

2 Ce (s) + 3 F2 (g) → 2 CeF3 (s) [шурă]
2 Ce (s) + 3 Cl2 (g) → 2 CeCl3 (s) [шурă]
2 Ce (s) + 3 Br2 (g) → 2 CeBr3 (s) [шурă]
2 Ce (s) + 3 I2 (g) → 2 CeI3 (s) [сарă]

Изотопĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çутçанталăкра цери 4 стабиллă изотпсен хутăшĕнче тĕл пулать: 136Ce (0,185%), 138Ce (0,251%), 140Ce (88,450%) тата 142Ce (11,114%). Вĕсенчен иккĕшĕ (136Ce тата 142Ce) йĕкĕр бета арканупа пайланма пултараççĕ, анчах вĕсен радиохасталăхне халичен палăртман. çавах çурма аркану тапхăрĕн аялти шайне палăртнă (3,8×1016 çул тата 5,0×1016 çул). Церин 26 радионуклидне пĕлеççĕ. Вĕсенчен чи стабиллисем 144Ce (çурма аркану тапхăрĕ 284,893 кун), 139Ce (137,640 кун) тата141Ce (32,501 кун). Ытти изотопĕсен çурма аркану тапхăрĕ 4 кунран сахал, нумайĕшĕн -10 минутран сахалрах.

Церий-144 (çурма аркану тапхăрĕ 285 кун) урана-235 пайланнă чухне пулать, çавăн пирки атомла реакторсенче нумай пухăнать. Радоизотопла ток çăлкуç пек усă кураççĕ (CeO2). Ун хават кăларасси 12,5 Вт/см³ яхăн.


Лантаноидсем
Лантан | Цери | Празеодим | Неодим | Промети | Самари | Европи | Гадолини | Терби | Диспрози | Гольми | Эрби | Тули | Иттерби | Лютеци