Контент патне куҫ

Оганесон

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Og 118
[294]
5f146d107s27p4
Оганесон

Оганесон (лат. Oganesson), Og, е эка-радон – 118-мĕш хими элеменчĕ. Оганесон – питĕ радиохастар юрилле синтезленĕ элемент. 2016-мĕш çулхи чӳк уйăхĕн 28-мĕшĕнче ИЮПАК 118-мĕш элемента «оганесон» чт çирĕплетнĕ[1].

Тĕссĕр, йывăр газ пулма пултарать.

116па 118-мĕш элементсене 1999-мĕш çулта Берклири Калифорни университечĕ синтезлани çинчен пĕлтерӳ [2] суя тата фальсификаци пулнă [3]. Палăртнă меслетпе раççей, нимĕç, япун, каярах американ тĕпчевçисем синтезлеймен. 118-мĕш элементăн пĕрремĕш арканăвне Дубнăри ОИЯИ тĕпчевçисем 2002-мĕш çулхи эксперименчĕсенче сăнанă. [4]. 2005-мĕш çулта экспериментсене тепĕр хут иртернĕ. Калифорни мишенне кальци ионĕсемпе Дубнăри хăвăртлатаканта пенĕ хыççăн (294Og) изотопăн икĕ атомне синтезленĕ. 2006-мĕш çулхи юпан 17-мĕшĕнче раççей тата америка физикĕсем 118-мĕш элемента синтезлени пирки пĕлтернĕ. [5].

Унуноктие çак реакципе синтезленĕ:

Çурма аркану тапхăрĕ питĕ пĕчĕк пулнипе ытти питĕ йывăр элементсем пекех тĕпчев еçĕсемсĕр пуçне ниçта та усă курма пулмасть.

Изотопĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Изотоп Масса Çурма аркану тапхăрĕ Аркану меслечĕ Çырса хунă пулăмсен шучĕ
294Og 294 0,89+1,07−0,31 мç[5] α-аркану 3

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. IUPAC Announces the Names of the Elements 113, 115, 117, and 118 (акăлч.). ИЮПАК (2016-11-30). Тĕрĕсленĕ 30 Чӳк уйӑхӗн 2016.
  2. V. Ninov et al. Observation of Superheavy Nuclei Produced in the Reaction of 86Kr with 208Pb // Physical Review Letters.1999. — Т. 83. — № 6.
  3. Public Affairs Department Results of element 118 experiment retracted (акăлч.). Berkeley Lab (21 июля 2001). Тĕрĕсленĕ 25 июля 2007.
  4. Yu. Ts. Oganessian et al. Results from the first 249Cf+48Ca experiment // JINR Communication : Препринт D7-2002-287.ОИЯИ, Дубна: 2002.
  5. 1 2 Yu. Ts. Oganessian et al. Synthesis of the isotopes of elements 118 and 116 in the 249Cf and 245Cm+48Ca fusion reactions // Physical Review C.2006. — Т. 74. — № 4.


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.