Контент патне куҫ

Палладий

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Паллади (элемент) ҫинчен куҫарнӑ)
Palladium (Pd)
Атом номерĕ 46
Ансат япалалăхăн курăмĕ Çутă кĕмĕл
тĕслĕ çемçĕ çыхланакан металл
Атом палăрăмĕсем
Атом масси
(моль масси)
106,42 а. е. м. (г/моль)
Атом радиусĕ 137 пм
Ионизаци энергийĕ
(пĕрремĕш электрон)
803,5(8,33) кДж/моль (эВ)
Электронсен конфигурацийĕ [Kr] 4d10
Химилле палăрăмсем
Ковалентла радиус 128 пм
Ион радиусĕ (+4e) 65 (+2e) 80 пм
Электронегативлăх
(Полинг шучĕпе)
2,20
Электрод потенциалĕ 0
Оксидлав капашĕсем 0, +1, +2 (чи нумаййи), +3, +4 (часах), +5, +6 (питĕ сайра)
Ансат япалалăхăн термодинамикăлла палăрăмĕсем
Тачăлăх 12,02 г/см³
Пайлавла ăшăшăнăçтарăш 25,8[1] Дж/(K·моль)
Ăшăяраслăх 71,8 Вт/(м·K)
Шăрану температури 1827 K
Шăраннин пайлавла ăшши 17,24 кДж/моль
Вĕрев температури 2940 K
Пăспулăмăн ăшăлăхĕ 372,4 кДж/моль
Моль калăпăшĕ 8,9 см³/моль
Ансат япалалăхăн кристалл решетки
Решетке тытăмĕ кубла
гранецеĕпе центăрланă
Решетке периочĕ 3.900 Å
c/a танлашăнни n/a
Дебай температури 274 K
Pd 46
106,42
[Kr] 4d10
Паллади

Паллади —Элементсен периодикăллă системин 46-мĕш хими элеменчĕ, символĕ Pd(лат. Palladium), платина ушкăнне кĕрекен тĕслĕ çемçĕ çыхланакан металл. CAS регистрации номĕрĕ: 7440-05-3.

  • 99,99 % тасалăхлă паллади
  • Паллади витнĕ пиçихин тимĕрĕ

Хими пахалăхĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Паллади шывпа,сахаллатнă йӳçĕксемпе, сĕлтĕсемпе реакцине кĕмест. Концентратлă кӳкĕрт, азот йӳçĕкĕсемпе, патша эрехĕпе, галогенсемпе, кӳкĕртпе хутшăнать. Пĕрле ирĕлтернĕ чухне кали гидросульфчĕпе реакцине кĕрет.

Pd + 2HCl(к)+ 2Cl2= H2[PdCl6]
Pd + 2KCl + Cl2 = K2[PdCl4];
Pd + 4HNO3(к)= Pd(NO3)2+ 2NO2↑ + 2H2O

Изотопĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Туса илни тата усă курни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Паллади кăларакан тĕп районсем

Палладин пысăк çĕруправĕсем Уралта, Аляскăра, Австралинче, Колумбинче, Трансваальте, Канадăра вырнаçнă. [2] Тĕнчипе 2007-мĕш çулта 267 тонна палладий сутнă, çав шутра Раççей 141-тонна, ЮАР - 86 тонна, АПШпа Канада - 31 тонна ыттисем - 9 тонна. 2007-мĕш çулта автомобиль промăçлăхĕ 107 тонна, электроника тума 40 тонна, хими промăçлăхĕ - 12 тонна пĕтĕрнĕ. [3]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Редкол.:Кнунянц И. Л. (гл. ред.) . — Советская энциклопедия. — Т. 3. — 50 000 экз. — ISBN 5-85270-039-8
  2. ^ [http://community.livejournal.com/norilsk_metal/141204.html Норильский металл — А что мы знаем про палладий?
  3. ^ Бюллетень иностранной коммерческой информации, № 95, 23.08.08г., с.12.