Контент патне куҫ

Празеодим

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Празеоди́м/Praseodymium (Pr)
Атом номерĕ59
Ансат япалалăхăн курăмĕШурă кĕмĕл тĕслĕ, çемçе, туптанакан металл
Атом палăрăмĕсем
Атом масси
(моль масси)
140,90765 а. е. м. (г/моль)
Атом радиусĕ182 пм
Ионизаци энергийĕ
(пĕрремĕш электрон)
526,6 (5,46) кДж/моль (эВ)
Электронсен конфигурацийĕ[Xe] 4f3 6s2
Химилле палăрăмсем
Ковалентла радиус165 пм
Ион радиусĕ(+4e) 90 101.(+3e) 3 пм
Электронегативлăх
(Полинг шучĕпе)
1,13
Электрод потенциалĕPr←Pr3+ −2,35 В
Оксидлав капашĕсем4, 3
Ансат япалалăхăн термодинамикăлла палăрăмĕсем
Тачăлăх6,773 г/см³
Пайлавла ăшăшăнăçтарăш27,44 Дж/(K·моль)
Ăшăяраслăх27,5 Вт/(м·K)
Шăрану температури1204 K
Шăраннин пайлавла ăшши11,3 кДж/моль
Вĕрев температури3785 K
Пăспулăмăн ăшăлăхĕ331 кДж/моль
Моль калăпăшĕ20,8 см³/моль
Ансат япалалăхăн кристалл решетки
Решетке тытăмĕгексагоналлă
Решетке периочĕ3,670 Å
c/a танлашăнни1,614
Дебай температуриn/a K
Pr 59
140,90765'
4f36s2
Празеодим

ПразеодимЭлементсен периодикăллă системин 59-мĕш элеменчĕ, лантаноидсен ушкăнне кĕрет.

Празеодима 1885-мĕш çулта австри химикĕ К. Ауэр фон Вельсбах уçнă.Вăл швед химикĕ Мосандер Карл Густав уçнă дидим элемент икĕ çывăх физика-хими пахалăхлă элемент хутăшĕ пулнине палăртнă. Вĕсене вĕл неодим тат празеодим ят панă.

Грек чĕлхинчи грек πράσιος — «çутă-симĕс» тата грек δίδυμος — «йĕкĕреш» сăмахсенчен.

Ытти сайра çĕр металлĕсемпе пĕрле туса илеççĕ. Экстракципе е хромотографипе тата майлă кристаллизицеленĕ чухне празеодим ытти çăмăл лантаноидсемпе пĕрле пухăнать, кайран неодимпа пĕрле уйрăлать. Малала празеодима неодимран 850oC металлотермла е электролизпа уйăраççĕ.

Хими пахалăхĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Празеодим металĕ сивĕ сывлăшра майĕпен, 150oC хăвăрт çунса празеодим (III,IV) оксичĕ пулать

12 Pr + 11 O2 → 2 Pr6O11

Празеодим сивĕ шывпа майĕпен, вĕри шывпа хăвăрт хутшăнăва кĕрет:

2 Pr (s) + 6 H2O (l) → 2 Pr(OH)3 (aq) + 3 H2 (g)

Празеодим металлĕ пĕтĕм галогенсемпе хутшăнăве кĕрет:

2 Pr (s) + 3 F2 (g) → 2 PrF3 (s) [симĕс]
2 Pr (s) + 3 Cl2 (g) → 2 PrCl3 (s) [симĕс]
2 Pr (s) + 3 Br2 (g) → 2 PrBr3 (s) [симĕс]
2 Pr (s) + 3 I2 (g) → 2 PrI3 (s)

Празеодим кӳкĕрт йӳçĕкĕпе хутшăнса симĕс тĕслĕ комплекс пулать:[1]

2 Pr (s) + 3 H2SO4 → 2 Pr3+ + 3 SO42 + 3 H2 (g)

Изотопĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • R.J. Callow, "The Industrial Chemistry of the Lanthanons, Yttrium, Thorium and Uranium", Pergamon Press, 1967.

Празеодим хакĕ неодим хакĕ пекрех. Хальхи вăхăтра 1 кг 40 доллар яхăн.

Празеоди ионĕсем 1,05 мкм тăршĕллĕ лазер шевлисене пуçарма усă кураççĕ. Празеодим фторичĕ лазер материалĕсен шутне кĕрет. Празеоди оксичĕ кантăк тунă çĕрте çутă симăс тĕс пама усă кураççĕ. Празеодим монотеллурдне хăшпĕр сайра çĕр элеменчĕсенчен тунă термоэлектрика материалĕсен пахалăхне ылмаштарма усă кураççĕ. ТермоЭДС коэффичиенчĕ: 52-55 мкВ/К

  1. Chemical reactions of Praseodymium. Webelements. Тĕрĕсленĕ 6 Ҫӗртме уйӑхӗн 2009.


Лантаноидсем
Лантан | Цери | Празеодим | Неодим | Промети | Самари | Европи | Гадолини | Терби | Диспрози | Гольми | Эрби | Тули | Иттерби | Лютеци