Контент патне куҫ

Германий

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Германи (элемент) ҫинчен куҫарнӑ)
Германи / Germanium (Ge)
Атом номерĕ32
Ансат япалалăхăн курăмĕГермани кристаллĕ
Метал евĕр йăлтăртатакан çутă сăра полупроводник)
Атом палăрăмĕсем
Атом масси
(моль масси)
72,61 а. е. м. (г/моль)
Атом радиусĕ137 пм
Ионизаци энергийĕ
(пĕрремĕш электрон)
760,0 (7,88) кДж/моль (эВ)
Электронсен конфигурацийĕ[Ar] 3d10 4s2 4p2
Химилле палăрăмсем
Ковалентла радиус122 пм
Ион радиусĕ(+4e) 53 (+2e) 73 пм
Электронегативлăх
(Полинг шучĕпе)
2,01
Электрод потенциалĕ0
Оксидлав капашĕсем4, 2
Ансат япалалăхăн термодинамикăлла палăрăмĕсем
Тачăлăх5,323 г/см³
Пайлавла ăшăшăнăçтарăш23,32[1] Дж/(K·моль)
Ăшăяраслăх60,2 Вт/(м·K)
Шăрану температури1210,6 K
Шăраннин пайлавла ăшши36,8 кДж/моль
Вĕрев температури3103 K
Пăспулăмăн ăшăлăхĕ328 кДж/моль
Моль калăпăшĕ13,6 см³/моль
Ансат япалалăхăн кристалл решетки
Решетке тытăмĕкубла
Решетке периочĕ5,660 Å
c/a танлашăнни
Дебай температури360 K
Ge 32
72,61
[Ar] 3d10 4s2 4p2
Германи

Германи (ним. Germanium) — Элементсен периодикăллă системин 32-мĕш хими элеменчĕ. Ge символпа палăртаççĕ.


Д. И. Менделеев элементсен периодикăллă системипе килĕшӳллĕн Германи пулассине, ун химипе физика пахалăхĕсене, каласа хунă (эка-кремний). 1885-мĕш çулта нимĕç химикĕ Клеменс Винклер аргиродит Ag8GeS6 минерала тĕпченĕ чухне уçнă.

Винклер хăйĕн тăван çĕршывне Германие, асăнса ят панă.

Физика пахалăхĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Германин чĕнтĕр тытăмĕ

Германин чĕнтĕр тытăмĕ кĕвер чул евĕр, кубла.

Изотопĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çутçанталăкра германин пилĕк изотоп тĕл пулать: 70Ge (20,55 % масс.), 72Ge (27,37 %), 73Ge (7,67 %), 74Ge (36,74 %), 76Ge (7,67 %). Малтанхи тăваттăшĕ стабиллă, юлашки йĕкĕр бета-арканупа пайланать. Çурма аркану тапхăрĕ 1,58·1021 çул. Унсăр пуçне тата икĕ "нумай пурăнакан" искуствелла изотоп пур: 68Ge (Т1/2 270,8 кун) тата 71Ge (Т1/2 11,26 кун).

ÇулХакĕ
($/кг)[2]
19991,400
20001,250
2001890
2002620
2003380
2004600
2005660
2006880
20071,240


2007-мĕш çулхи вăтам хаксем /[3]

  • Германи металĕ $1200/кг
  • Германи диоксичĕ $840/кг

Биологи ролĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Германие ӳсентăрансемпе чĕрчунсен организăмĕсенче тупнă. Пĕчек шайра физиологи рольне палăртман, пысăк дозăра наркăмăшлă. Икĕ валентлă германин çыхăнăвĕсем самай наркăмăшлăрах[4].


Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. Редкол.:Кнунянц И. Л. (гл. ред.) Химическая энциклопедия: в 5 т.. — Советская энциклопедия. — Т. 1. — 100 000 экз.
  2. R.N. Soar. (January 2003, January 2004, January 2005, January 2006, January 2007). «Germanium» (pdf). U.S. Geological Survey Mineral Commodity Summaries: 1–2. Тĕрĕсленĕ 2008-08-28.
  3. {[http:www.infogeo.ru/metalls Инфогео сайт]
  4. Назаренко В. А. Аналитическая химия германия. М., Наука, 1973. 264 с.