Контент патне куҫ

Плутоний

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Плутони ҫинчен куҫарнӑ)
Плутони (Pu)
Атом номерĕ94
Ансат япалалăхăн курăмĕ244,0642
Атом палăрăмĕсем
Атом масси
(моль масси)
151 а. е. м. (г/моль)
Атом радиусĕ491,9(5,10) пм
Ионизаци энергийĕ
(пĕрремĕш электрон)
[Rn] 5f6 7s2 кДж/моль (эВ)
Электронсен конфигурацийĕn/a
Химилле палăрăмсем
Ковалентла радиус(+4e) 93 (+3e) 108 пм
Ион радиусĕ1,28 пм
Электронегативлăх
(Полинг шучĕпе)
Pu←Pu4+ -1,25В
Pu←Pu3+ -2,0В
Pu←Pu2+ -1,2В
Электрод потенциалĕ6, 5, 4, 3
Оксидлав капашĕсем19,84
Ансат япалалăхăн термодинамикăлла палăрăмĕсем
Тачăлăх32,77[1] г/см³
Пайлавла ăшăшăнăçтарăш(6,7) Дж/(K·моль)
Ăшăяраслăх914 Вт/(м·K)
Шăрану температури2,8 K
Шăраннин пайлавла ăшши3505 кДж/моль
Вĕрев температури343,5 K
Пăспулăмăн ăшăлăхĕ12,12 кДж/моль
Моль калăпăшĕмоноклинная см³/моль
Ансат япалалăхăн кристалл решетки
Решетке тытăмĕ
Решетке периочĕÅ
c/a танлашăнни162
Дебай температури{{{24}}} K


Pu 94
244,0642
[Rn] 5f6 7s2
Плутони

Плутониактиноидсен шутне кĕрекен радиохастар хими элеменчĕ. Ăна ядерла хĕçпăшал тунă çĕрте анлă усă курнă. Эксперимент енлĕ плутоние ядерла топливо пек усă кураççĕ. Виçме çителĕклĕ тунă пĕрремĕш искусствăлла элемент (1942).

Плутонин 238Pu изотопне 23.02.1941 чи малтан Сиборг ертсе пыракан американецсен ушкăне урана дейтронсемпе персе тунă. Искусствăлла тунă хыççăн кăна плутоние çутçанталăкра тупнă: 239Pu изотоп питĕ сахал шайра уран тăпринче тĕл пулать (унта вăл урантан радиохастар ылмашăнусемпе тăвăнать).

Çутçанталăкра тĕл пулни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Уран тăпринче уран тĕшĕ нейтронсем çăтнипе питĕ сахал шайра нептуни (239Np) тăвăнать. Унтан бета-аркану майĕпе 239Pu изотоп пулать. Анчах уран тăпринче плутоний питĕ сахал (0,4—15 пай Pu 1012 пай U çине), çавăнпа уран тăпринчен кăларасси çинчен шутлама та çук. .

Ячĕ ăçтан пулнă

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1930-мĕш çулта астрономсем çĕнĕ хыпарпа тĕлĕннĕ: Персиваль Ловелл такçанах пуррине калакан планетăна тупнă. Нумай çул хушши Уранпа Нептун планетисем куçнине сăнаса вăл Нептун хыççăн тата 100-мĕш планета пулмаллине шутланă. Çав планета Хĕвелтен, Çĕрпе танлаштарсан, 40 хут аяккарях пулмалла. Ловелл 1915-мĕш çултах çак планета орбитин элеменчĕсене шутланă пулнă. 1930-мĕш çулхи кăрлачăн 21, 23 тата 29-мĕшĕсенче Америкăри Флагстафф обсерваторинче К. Томбо астроном тунă сăнӳкерчĕксем çинче çак планетăна тупнă. Планетăна Плутон ят панă. [2]. Нептунран аякарах вырнаçнă планета ячĕпе 94-мĕш элемента Плутони ят панă.


Физика пахалăхĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Изотопĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Мĕнпурĕ 15 изотоп пур. Нумайрах 238-242 виçеллĕ изотопсем пулаççĕ.


238Pu -> (çурма аркану тапхăрĕ 86 çул, альфа-аркану) ->234U,

Ку изотопа РИТЭГ-сенче кăна усă кураççĕ, сăмахран Марсран инçерех вĕçĕкен космом аппарачĕсенче. 239Pu -> (çурма аркану тапхăрĕ 24 360 çул, альфа-аркану) -> 235U,

Ку изотоп ядерла хĕçпăшал тума тата хăвăрт нăйтронсемпе ĕçлекен реакторсенче усă курма юрăхлă.

240Pu -> (çурма аркану тапхăрĕ 6580 çул, альфа-аркану) -> 236U, 241Pu -> (çурма аркану тапхăрĕ 14.0 çул, ,бета-аркану) -> 241Am, 242Pu -> (çурма аркану тапхăрĕ 370 000 çул, альфа-аркану) -> 238U, 2009 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.

Çак виçĕ изотоп промăçлăх валли кирлĕ мар, анчах вĕсем ядерла реакторта 238U темиçе хут нейтрон çăтсан пулаççĕ. 242Pu пахалăхĕсемпе 238U евĕрлĕ. 241Am тĕтĕм детекторĕсенче усă курнă.

Плутони, ытти элементсемпе танлаштарсан, хытнă температурăран пӳлĕм температуриччен 6 хут фаза ылмаштарать. Юлашкинче плотноçĕ тӳрех 11% ӳсет, çавăнпа плутонран шăратса тунă япаласем çуркаланса пĕтеççĕ.

  • Плутнонирен тунă пĕрремĕш ядрерла бомба 1945-мĕш çулхи утă уйăхĕн 16-мĕшĕнче Аламогордо полигонĕнче сирпĕтнĕ. (кодла ячĕ "Тринити").

Биологи пахалăхĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Плутони питĕ наркăмăшлă: шывпа ĕçлекен пӳлĕмсенчи ПДК 239Pu валли 81,4 тата 3,3*10−5 Бк/л.


  1. Редкол.:Кнунянц И. Л. (гл. ред.) . — Советская энциклопедия. — Т. 3. — 50 000 экз. — ISBN 5—85270—039—8
  2. С 2006-мĕш çулхи çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче Çĕршывсем хушшинчи астрономи союзĕн йышăнăвĕпе Плутона платнетăсен шучĕнчен кăларнă.


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.


Актиноидсем
Актини | Тори | Протактини | Уран | Нептуни | Плутони | Америци | Кюри | Беркли | Калифорни | Эйнштейни | Ферми | Менделеви | Нобели | Лоуренси