Контент патне куҫ

Кюрий

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Кюри ҫинчен куҫарнӑ)
Cm 96
247,0703
[Rn] 5f7 6d1 7s2
Кюри

Кюри — 96 атом номерлĕ хими элеменчĕ. Атом масси 247,0703; Cm тесе паллă тăваççĕ(лат. Curium), актиноидсен шутне кĕрет.

Плутонипе çыхăннă ĕçсем вĕçленсен Чикаго университечĕн металлурги лабораторири тĕпчевçĕсем ытти трансурансене синтезлес тата уйăрас еçĕ пикеннĕ.

Çак ĕçе Г. Сиборг, А. Гиорсо, Л. О. Морган тата Р. А. Джеймс хутшăннă.

Нумай вăхăт хушши № 95 и № 96 элементсене синтезлес тата уйăрас ĕç анса пыман, мĕншĕн тесен çак элементсенчен плутони евĕрлĕ химилле пахалăхсем кĕтнĕ.

1944-мĕш çулта ку элементсем , лантаноидсен аналогĕсен пулнине тата актиноидсен ушкăнне кĕнине пĕлсен, ĕç ăнса кайнă.


Ӳкерчĕк:Polu4enie Cm.PNG

Хими пахалăхĕсем перешкел пулнăран америципе кюрине уйăрасси питĕ кансĕр ĕç пулнă. Вĕсене малтан «пандемониум» тата «делириум» ят панă пулнă. Латин чăлхинчен куçарсан "тамăк" тата "аташни" тенине пĕлтерет. Вĕсене дауэкс-50 ион ылмаштаракан смолапа аммоний α-оксиизобутирачĕ усă курса уйăрнă.

Л. В. Вернерпа И. Перлман 1947-мĕш çулта амери гидооксдне нейтронсемпе персе кюри гидрооксидне туса илнĕ.


Пьер тата Марии Кюри тĕпчĕвçĕсен ятне панă.

Кюрин хăшпĕр изотопĕсене ядерла реактăрта туса илеççĕ. Реактор ĕçленĕ май унта уран-238 изотопĕнчен нейтронсем çăтса пулнă элементсем татах нейтронсем çăтса тĕрлĕ элементсем пулаççĕ. Çав элементсем хушшинче кюри изотопĕсем те пур. Кюри çителĕклĕ таран пухăнсан ăнă хими майĕсемпе кюри оксичĕ тĕслĕ уйăраççĕ. Халлĕхе кюри питĕ хаклă металл шутланать, çавăнпа ăна чи кирлĕ технологисенче кăна усă кураççĕ. АПШпа Раççейре кюри программисем пур. Ку программăсен тĕп тĕллевĕсем:

  • топливăра кюри шайне устересси;
  • кюри пуçтарăнас тапхăра пĕчĕклетесси;
  • ядерла топливăна нейтронсемпе перес технологине лайăхлатасси;
  • кюри хакне чакарасси.

Изотопĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Тĕп статья: Кюри изотопĕсем


Кюри-242 окиçĕ (плотноçĕ 11,75 яхăн тата çурма аркану тапхăрĕ 162 кун) пĕчĕк тата питĕ хăватлă радиоизотоплă хăват çăлкуçĕ тума усă кураççĕ ((энерговыделение около 1169 Вт/см³)). применяется для производства компактных и чрезвычайно мощных радиоизотопных источников энергии (хăвачĕ 1169 Вт/см 3 яхăн), кюри металлăн 1 грамĕ 120 Вт таран ăшă кăларать. Кюри альфа-аркунупа пайланнă май гамма-шевлесене пачах кăлармасть. Çавăнпа вăл хăрушсăрлăх енчен питĕ меллĕ. Çулталăк хушшинчи 1 г кюрин хăвачĕ 480 кВт·ч яхăн. Кюрин хăшпĕр изотопĕсене ятарлă атом реакторĕсен чĕртме питĕ хăватлă нейтрон çăлкуçĕсем пек усă кураççĕ. Кюри-244 (çурма аркану тапхăрĕ 18,1 çул) тата пысăкрах хăват пама пултарать (2,83 Вт/г). Кюри-245 (çурма аркану тапхăрĕ 3320 çул) пĕчĕк тата питĕ хăватлă атăм реакторĕсем валли усă курма перспективлă. Халĕ ăна тупăшдă туса илме меслетсем шыраççĕ.

Хальхи вăхăтра кюри кирлинчен миллионшар хут сахалрах тăваççĕ. Çителĕклĕ тусан космос аппарăчĕсем валли ядерла ректорсем тата самолтсем валии дерла двигательсем тума май пулать тесе шутлаççĕ.

Кюри-247 изотопăн çурма аркану тапхăрĕ 16 миллион çул яхăн.


Актиноидсем
Актини | Тори | Протактини | Уран | Нептуни | Плутони | Америци | Кюри | Беркли | Калифорни | Эйнштейни | Ферми | Менделеви | Нобели | Лоуренси


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.