Контент патне куҫ

Карачай-Черкес Республики

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Карачай-Черкес ҫинчен куҫарнӑ)

Карачай-Черкес Республики

Карачаево-Черкесская Республика

Карачай-Черкес Республикин ялавĕ Карачай-Черкес Республикин гербĕ
Тĕп хули Черкесск
Лаптăкĕ

- Пĕтĕмпе
- шыв пайĕн %.

78

14 277 км²
кăштах кăна

Халăх йышĕ

- Пĕтĕмпе
- Йышлăх

77

464 218[1] çын патнелле (2022)
32,52 çын/км² патнелле

Федераци тăрăхĕ Çурçĕр-Кавказ федераци тăрăхĕ
Экономика регионĕ Çурçĕр-Кавказ экономика районĕ
Регион номерĕ 09
Патшалăх чĕлхисем вырăс, нухай, карачай-балкар, кабарда-черкес, абаза
Пуçлăхĕ Темрезов Рашид
Премьер-министр Мурат Аргунов
Патшалăх Канашĕн Председателĕ Иванов Александр
Гимн Карачай-Черкеси гимнĕ
Вăхăт тăрăхĕ ГВ МСК, UTC+3

Карачай-Черкеси е Карачай-Черкес Республики, кĕске КЧР (карач.-балк. Къарачай-Черкес Республика, каб.-черк. Къэрэшей-Адыгэ Республикэ, абаз. Къарча-Черкес Республика, нух. Карашай-Шеркеш Республика, выр. Карачаево-Черкесская Республика), — Раççей Федерацин субъекчĕ, ун шутне республика (патшалăх)[2]. Çурçĕр-Кавказ федераци тăрăхне кĕрет, Çурçĕр-Кавказ экономика районĕн пайĕ[3].

Тĕп хули — Черкесск.

Вăл хĕвеланăç енче — Краснодар крайĕ, çурçĕр енче — Ставрополь крайĕ, хĕвелтухăç енче — Кабарда-Балкари, кăнтăр енче — Тĕп Кавказ ту-сăрт хырçи хĕррипе — Грузи (унăн тĕнчери йышăннă территорисен пайĕнче — çурма йышăннă Абхаз Республикипе) чикĕленет.

1922 çулхи кăрлачăн 12-мĕшĕнче Карачай-Черкесс автономиллĕ облаçĕ пекех йышăннă, 1992 çулта республика пекех[4][5].

Патшалăх чĕлхисем: абазинле, карачай-балкарла, нухайла, кабарда-черкесле те вырăсла. КЧР конституципе, вырăсла та нацисен хушшинчи хутшăну тата официаллă ĕç туни валли чĕлхе[6].

Физика-географиллĕ карттă

Карачай-Черкеси кавказăн çурçĕр-хĕвеланăç енчи сăрчĕсенче вырнаçнă.

Климат виçеллĕ ăшă, хĕл кĕске, çулла ăшă, нумайччен нӳрлĕ. Кăрлачăн вăтам температури −10,2 °С, утăн +22,6 °С, чи çӳллĕ температура +48 °С, аялти −32 °С.

Карачай-Черкес Республикин 86% яхăн пайĕ ту тăрăхĕнче вырнаçнă. Республика чиккисенче 3 зона: сăрт-ту таврашĕнчи тӳремлĕх, ту хысакĕ тата Кавказ тăвĕсем палăраççĕ. Çурçĕрте Пысăк Кавказăн малти ту хырçисем тăсăлаççĕ.

Республикăра шыв ресурсĕсем нумай: 132 яхăн çӳллĕ ту кӳллисем, ту шывсиккисем. 174 юханшыв юхса иртет, вĕсенчен чи пысăккисем — Кубань, Пысăккипе Кĕçĕн Зеленчук, Уруп, Лаба; Кубань водохранилищи пур. Республикăра ĕçлекен Пысăк Ставрополь каналĕн тытăмĕ Ставрополь Еншĕн шывпа тивĕçтермелли çăлкуçĕ пулса тăрать.

Çĕр айĕнче çутçанталăк чавнă çĕрсем пуян: чул кăмрăк, гранит, мрамор, тĕрлĕ рудасемпе тăм. Нумай сиплĕ минерал шывĕсем, термаллă çăлкуçсем пур.

Карачай-Черкеси ту çеçенхирĕсемпе сарлака çулçăллă вăрмансен зонине вырнаçнă. Республика территорийĕнче Тербердин заповедникĕ тата Кавказ заповедникĕн пĕр пайĕ пур.

Карачай-Черкеси Мускав сехет зонинче вырнаçнă (UTC+3:00).

КЧР виççĕ РФ субъекчĕсемпе тата пĕр патшалăхпа чикĕленет.

Почта блокĕ - Карачай-Черкес Республикине 100 çул

Карачай-Черкессин ту-сăртлă пайĕ пирĕн эрăри пĕрремĕш пин çул вĕçĕнче алан патшалăхне кĕнĕ. XIX ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринчен (1828 çулта вырăс-турккă Адрианополь килĕшпе) Карачай-Черкес территорийĕ Кубань облаçĕнчи Раççей йышне кĕрет.

Граждан варçи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1918 çултан кунта Совет влаçĕ йĕркеленет. 1918 çулта Акăн, 1 çак территори Кубань Совет Республикин пайĕ, Пуш 28 1918 çултан — Кубань-Хуратинĕс Республикин пайĕ, Утă 5-рен - раштавччен 1918 çулта — Çурçĕр Кавказ Совет Республикин пайĕ пулнă. 1918 çулта раштавран 1920 çулта акаччен шуррисен контролĕнче пулнă. 1921 çулта Кăрлач 20-рен Тури Автономи Совет Социализм Республикин[7] пайĕ пулнă.

Совет периочĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1922 çулта Кăрлач 12 Кăнтăр-Хĕвелтухăç облаçĕнчи (1924 çултан - Çурçĕр Кавказ Ен) Карачай-Черкес автономи облаçĕ, Баталпашинская станицире тĕп хулипе йĕркеленĕ (ăна кайран Сулимов, Ежово-Черкесск, Черкесск ятсене илнĕ).

Ака 26, 1926 çулта, КЧАО[8] ВЦИК йышăнăвĕпе Карачай Автономи облаçне, Черкес Наци тăрăхне (Ака 30, 1928 — Автономи облаçĕ), Баталпашин тата Зеленчук районĕсене пайланă.

ССРП Аслă Совечĕн Президиумĕн указĕпе 1943 çулта Юпа 12, Карачай автономи облаçĕ пĕтернĕ, карачайсене Кавказ Çапăçĕ чухне нимĕç çарĕсене пулăшнăшăн айăпланă тата 1943 çулта Чӳк 2-мĕшĕнче Вăтам Азипе Казахстана депортланă. КАО ликвидаци хыççăн Карачайăн кăнтăр пайне Грузи ССРинче (Клухор районĕ пек), Пысăк Лаба бассейнĕнчи хăш пĕр халăх пурăнакан вырăнсене Краснодар Енче, чылай пайне Ставрополь Енче панă.

Карачайсен реабилитаци хыççăн, вĕсем тăван çĕршыва 1957 çултан, Кăрлачăн 12, Черкес Автономи облаçĕ (Карачай-Черкес Автономи облаçĕ), Ставрополь Ен тытăмĕнче кайса кайнă.

Раççей Федерацийĕнче

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Раççей Банкĕн манети — Карачай-Черкес Республикин йĕркеленĕвне 100 çул

1990, Чӳкĕн 30, Карачай-Черкес Автономи облаçĕнчи халăх депутачĕсем Ставрополь Енчен тухăм çинчен йышăну тунă. Хальхи территорипе Карачай-Черкес Республики 25 раштав 1993 çулта Раççей конституцийĕпе йышăнă.

Нарăс 26, 2011 çултан Карачай-Черкесин Пуçлăхĕ — Рашид Темрезов[9].

Карачай-Черкеси ку нумай наци республики: унăн территорийĕнче 80 ытла халăхсем пурăнаççĕ. Республика халăх йышĕ Росстат пĕлтернĕпе 468 444 çын (2023)[1]. Халăх çирĕплĕхĕ - 32,81 çын/км2 (2023). Хула халăхĕ - 41,4 % (2022)[10].

Халăх йышĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Халăх Çынсем 2010 çулта (*) Çынсем 2002 çулта (* 2011 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче архивланӑ.)
Карачайсем 194 324 (41,0 %) 169 198 (38,5 %)
Вырăссем 150 025 (31,6 %) 147 878 (33,6 %)
Черкессем 56 466 (11,9 %) 49 591 (11,3 %)
Абазинсем 36 919 (7,8 %) 32 346 (7,4 %)
Нухайсем 15 654 (3,3 %) 14 873 (3,4 %)
Осетинсем 3142 3333
Эрменсем 2737 3197
Украинсем 1990 3331
Тутарсем 1696 2021
Грексем 1276 1349
3499 88
Çынсем 1000 ытла йышĕпе кăтартнă

2020 çулхи Халăх çырăвĕпе юлашкинчен КЧР малалла хăлăхсем пурăнаççĕ (1% каярах нацилĕхсем урăхсем патне сноскăра пăхăр)[11]

Халăх Йыш, çын %
Карачайсем 205 608 43,76 %
Вырăссем 127 643 27,17 %
Черкессем 58 867 12,53 %
Абазинсем 37 695 8,02 %
Нухайсем 17 379 3,70 %
Ыттисем[12] 27 175 5,78 %
Юлашкинчен 469 865 100,00 %

Пурăнан вырăнсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Пурăнан вырăнсем 5 пин ытлă халăх йышĕпе
Черкесск 112 789[13]
Усть-Джегута 31 357[13]
Карачаевск 23 728[13]
Зеленчукская 20 009[14]
Учкекен 15 702[13]
Сторожевая 10 315[14]
Псыж 8968[13]
Теберда 8978[13]
Преградная 7553[14]
Терезе 6516[13]
Кардоникская 7594[13]
Хабез 6632[13]
Курджиново 6013[14]
Первомайское 6444[13]
Чапаевское 5483[13]
Али-Бердуковский 5418[13]
Кумыш 5127[13]
Медногорский 5549[13]


Администрациллĕ пайлану

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Карачай-Черкесин районĕсен картти

Карачай-Черкесире 10 муниципаллă район пур тата 2 республика пĕлтерĕшпе хула пур[15].

Карачай-Черкеси — промышленоç та ял-хуçалăх республики. Унăн территорие 2 енсенче пайлама пултарма. Çурçĕрте хими промышленоçĕ, машина туни, çемçе промышленоç пур. Кăнтăрта йывăç ĕçлени те выльăх-чĕрлĕх ĕçлени.

Регионшăн пысăк пĕлтерӳ ку туризм, альпинизм (республикăн кăнтăрĕ) те курорт ĕçлени (курортсем Домбай, Архыз, Теберда та ыттисем).

Персик
Груша
Черешня

Карачай-Черкесире икĕ аслă вĕренӳ заведенийĕ пур: Карачай-Черкес патшалăх университечĕ Карачаевскре те Çурçĕр-Кавказ патшалăх академийĕ Черкесскре. Татах та, ытти Раççей регионĕсен АВЗ-н филиалĕсем пур[16].

Политика тытăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Саккун тăвакан влаçĕн органĕ — Халăх пухăвĕ (Парламент), вăл пĕтĕм тивĕç-ирĕкпе суйланă. Кашни 5 çул 50 çынсем суйлаççĕ.

Ĕç тăвакан влаçĕн органĕ — Правительство. Ун тытăмĕнче Правительство Председателĕ, унăн 1-мĕш çумĕ, министрсем. Правительство Председателне Республика Пуçлăхĕ лартать Халăх Пухăвĕпе[17].

Ĕç тăвакан влаçĕн пĕр çынлă органĕ — Карачай-Черкес Республикин Пуçлăхĕ.

Çăвăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ 1 тата 2 Численность постоянного населения Российской Федерации по муниципальным образованиям на 1 января 2023 года (с учётом итогов Всероссийской переписи населения 2020 г.) 2024 ҫулхи Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ.
  2. ^ Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗ. 1 сыпӑк 5 статья 1 тата 2 пункт:
    1. Раҫҫей Федерацийӗ республикасенчен, крайсенчен, облаҫсенчен, федераци пӗлтерӗшлӗ хуласенчен, автономиллӗ облаҫран, автономиллӗ округсенчен — Раҫҫей Федерацийӗн пӗр тан правӑллӑ субъекчӗсенчен тӑрать.
    2. Республика (патшалӑх) хӑйӗн конституцийӗпе саккунлӑхӗ пур. Край, облаҫ, федераци пӗлтерӗшлӗ хула, автономиллӗ облаҫ, автономиллӗ округ хӑйӗн уставӗпе саккунлӑхӗ пур
  3. ^ Шаблон:Кĕнĕке
  4. ^ В Карачаево-Черкесии отметили 25-летие образования республики.
  5. ^ Указ Главы Карачаево-Черкесской Республики от 23 июня 2017 года №156.
  6. ^ Конституция Карачаево-Черкесской Республики от 5 марта 1996 г. (с изменениями и дополнениями), ст. 11.
  7. ^ вырăсла Горская АССР
  8. ^ Карачай-Черкес автономи облаçĕ
  9. ^ «Независимая газета»: «Пост главы Карачаево-Черкесии занял Рашид Темрезов» 2013 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ.. 2 Пуш 2011
  10. ^ Численность населения по полу по субъектам Российской Федерации на 1 января 2022 года (с учётом итогов Всероссийской переписи населения 2020 г.) 2023 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче архивланӑ.
  11. ^ Итоги Всероссийской переписи населения 2020 года. Том 5. Национальный состав и владение языками. Таблица 1. Национальный состав населения по городским и муниципальным округам КЧР
  12. ^ Абхазсем (196), Аварсем (227), Агулсем (13), Адыгейсем (120), Азербайджансем (733), Арапсем (19), Эрменсем (1735), Ассириецсем (8), Афганецсем (5), Балкарсем (985), Пушкăртсем (69), Беларуссем (172), Пăлхарсем (34), Бурятсем (8), Хункăрсем (1), Вьетнамсем (2), Гагаузсем (1), Грексем (710), Грузинсем (276), Даргинсем (329), Долгансем (1), Дунгансем (6), Еврейсем (30), Езидсем (3), Ингушсем (93), Кабардинсем (526), Казахсем (134), Калмăксем (54), Каракалпаксем (10), Карелсем (1), Кăркăссем (17), Китайсем (1), Комисем (2), Коми-пермяксем (11), Корейсем (12), Крым тутарĕсем (4), Кубасем (1), Кумыксем (314), Курдсем (35), Лаксем (110), Латышсем (7), Лезгинсем (307), Литвасем (10), Марисем (15), Молдавансем (40), Мăртвăсем (11), Нимĕçсем (85), Осетинсем (2519), Памирсем (2), Перссем (24), Поляксем (16), Румынсем (2), Русинсем (1), Рутулсем (15), Сербсем (4), Сойотсем (1), Табасаранецсем (177), Таджиксем (188), Талышсем (10), Тутарсем (931), Тывасем (3), Турккăсем (780), Туркменсем (699), Удмуртсем (16), Узбексем (428), Уйгурсем (1), Украинсем (798), Финнсем (1), Хакассем (2), Цахурсем (1), Чикансем (572), Чеченсем (423), Чăвашсем (27), Эстонсем (10), Сахасем (1), Урăхлă хуравсем наци тăнисемпе çыранакан çынсем (317), Наци тани çук (857)
  13. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13 тата 14 Численность постоянного населения Российской Федерации по муниципальным образованиям на 1 января 2023 года (с учётом итогов Всероссийской переписи населения 2020 г.) 2024 ҫулхи Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ.
  14. ^ 1, 2, 3 тата 4 Таблица 5. Численность населения России, федеральных округов, субъектов Российской Федерации, городских округов, муниципальных районов, муниципальных округов, городских и сельских поселений, городских населенных пунктов, сельских населенных пунктов с населением 3000 человек и более
  15. ^ Саккун «Об административно-территориальном устройстве Карачаево-Черкесской Республики».
  16. ^ Официальный сайт Главы и Правительства Карачаево-Черкесской Республики. Высшее профессиональное образование.
  17. ^ Закон Карачаево-Черкесской Республики от 06.01.1998 № 371-XXII (ред. от 16.03.2018) «О Правительстве Карачаево-Черкесской Республики».