Контент патне куҫ

Дармштадтий

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Дармштадти / Darmstadtium (Ds)
Атом номерĕ 110
Ансат япалалăхăн курăмĕ Металл. 298 K (25 °C) хытă пулма пултарарть. Тĕсĕ паллă мар, çапах шурă кемĕл е сăрă тĕслĕ.
Атом палăрăмĕсем
Атом масси
(моль масси)
281 а. е. м. (г/моль)
Атом радиусĕ пм
Ионизаци энергийĕ
(пĕрремĕш электрон)
кДж/моль (эВ)
Электронсен конфигурацийĕ [Rn] 5f14 6d9 7s1 пулма пултарать
платинăна пăхса шутланă
Химилле палăрăмсем
Ковалентла радиус пм
Ион радиусĕ пм
Электронегативлăх
(Полинг шучĕпе)
Электрод потенциалĕ
Оксидлав капашĕсем 4
Ансат япалалăхăн термодинамикăлла палăрăмĕсем
Тачăлăх г/см³
Пайлавла ăшăшăнăçтарăш Дж/(K·моль)
Ăшăяраслăх Вт/(м·K)
Шăрану температури K
Шăраннин пайлавла ăшши кДж/моль
Вĕрев температури K
Пăспулăмăн ăшăлăхĕ кДж/моль
Моль калăпăшĕ см³/моль
Ансат япалалăхăн кристалл решетки
Решетке тытăмĕ
Решетке периочĕ Å
c/a танлашăнни n/a
Дебай температури K
Ds 110
281
Rn]5f146d97s1
Дармштадти

Дармштадти (лат. Darmstadtium), Ds, маларах Унуннили, лат. Ununnillium, Uun палăртна— 110-мĕш хими элеменчĕ. Дармштадти — питĕ радиохастар искуствелла синтезланă элемент. Чи арканман 281 изотопĕн çурма аркану тапхăрĕ 10 çеккунт патнелле (281Ds).


Ăна 1994 -мĕш çулхи чӳк уйăхĕн 9-мĕшĕнче Дармштадтри Йывăр ионсене тĕпчекен центрта (ним. Gesellschaft für Schwerionenforschung, GSI) С. Хофманн, В. Нинов, Ф. П. Хессбергер, П. Армбрустер, Х. Фолгер, Г. Мюнценберг, Х. Шотт тата ыттисем 269 йывăрăшла изотоп синтезланă. [1]

Элемента никĕльпе хура тăхлан атомĕсем UNILAC ионсене хăвăртлатаканта пĕрлешнипе пулнă. Дармштати - GSI тупнă тваттăмĕш элемент. 1981 па 1984-мĕш çулсем хушшинче унта 107 (бори), 108 (хасси), 109 (мейтнери) элементсене синтезласа уйăрнă. Дармштадти уçнă хыççăн унтах 111 (рентгени) тата112 (коперници) синтезланă.


Дармштадти изотопĕсене çак реакцисенче тунă:


[1],

[2],

[3],

унсăр пуçне коперницин 283Cn тата 285Cn изотопĕсенчен α-арканупа пулаççĕ .[4]

Дубнăри ОИЯИ тĕпчевçĕсем Анри Беккереля асăнса элемента беккерели (Bl) ят пама сĕннĕ. (Каярах ку ята 113-мĕш элемента (вăхăтлăха унунтри ятлă) сĕнме тытăннă [5]). 2001-мĕш çулта IUPAC ĕç ушкăне çĕнĕ хими элементне уçнине çирĕплетсе GSI приоритетне йышăннă. [6] 2003-мĕш çулхи çурла уйăхĕнче , Оттава хулинче, IUPAC хăйĕн 42-мĕш генераллă конференцинче 110-мĕш элемента дармштадти ятпа элементсен периодикăллă системи официаллă кĕртнĕ. [7]

Пахалăхĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Радиохастар металл 298 K (25 °C) хытă пулма пултарарть. Тĕсĕ паллă мар, çапах шурă кемĕл е сăрă тĕслĕ

Изотопĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Изотоп Масса Çурма аркану тапхăрĕ[8] Аркану меслечĕ
267Ds 267 2,8+13,3−1,2 мкç α-аркану 263Hs таран
269Ds 269 179+245−66 мкç α- аркану 265Hs таран
270Ds 270 0,10+0,14−0,4 мç α- аркану в 266Hs таран
271Ds 271 1,63+0,44−0,29 мс α- аркану 267Hs таран
273Ds 273 0,17+0,17−0,06 мс α- аркану 269Hs таран
279Ds 279 0,18+0,05−0,03 с спонталла пайлану (90 %), α- аркану 275Hs (10 %) таран
281Ds 281 9,6+5,0−2,5 с спонталла пайлану

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ 1 тата 2 S. Hofmann et al. Production and decay of 269110. — Т. 350. — № 4.
  2. ^ S. Hofmann New elements - approaching Z=114. — Т. 61. — № 6.
  3. ^ Yu. A. Lazarev et al. α decay of 273110: Shell closure at N=162. — Т. 54. — № 2.
  4. ^ Yu. Ts. Oganessian Heaviest nuclei from 48Ca-induced reactions. — Т. 34. — № 4.
  5. ^ element114.narod.ru
  6. ^ P. J. Karol et al. On the discovery of the elements 110-112 (IUPAC Technical Report). — Т. 73. — № 6.
  7. ^ J. Corish and G.M. Rosenblatt Name and Symbol of the Element with Atomic Number 110. — Т. 75. — № 10.
  8. ^ Nudat 2.3
«Викисăмахсар» логотипĕ
«Викисăмахсар» логотипĕ
«Викисăмахсарта» статья пур «дармштадтий»



Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.