Контент патне куҫ

Пăхăр

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Пăхăр/ Cuprum (Cu)

Атом номерĕ

29

Ансат япалалăхăн курăмĕ Ылтăн-шупка тĕслĕ çемçе металл
Атом палăрăмĕсем
Атом масси
(моль масси)

63,546 а. е. м. (г/моль)

Атом радиусĕ

128 пм

Ионизаци энергийĕ
(пĕрремĕш электрон)

745,0 (7,72) кДж/моль (эВ)

Электронсен конфигурацийĕ

[Ar] 3d10 4s1

Химилле палăрăмсем
Ковалентла радиус

117 пм

Ион радиусĕ

(+2e) 72 (+1e) 96 пм

Электронегативлăх
(Полинг шучĕпе)

1,90

Электрод потенциалĕ

+0,337 В/ +0,521 В

Оксидлав капашĕсем

2, 1

Ансат япалалăхăн термодинамикăлла палăрăмĕсем
Тачăлăх

8,96 г/см³

Пайлавла ăшăшăнăçтарăш

24,44[1] Дж/(K·моль)

Ăшăяраслăх

401 Вт/(м·K)

Шăрану температури

1356,6 K

Шăраннин пайлавла ăшши

13,01 кДж/моль

Вĕрев температури

2840 K

Пăспулăмăн ăшăлăхĕ

304,6 кДж/моль

Моль калăпăшĕ

7,1 см³/моль

Ансат япалалăхăн кристалл решетки
Решетке тытăмĕ

кубла енпе центрланă

Решетке периочĕ

3,615 Å

c/a танлашăнни
Дебай температури

315 K

Cu 29
63,546
3d104s1
Пăхăр

Пăхăрэлементсен периодикăллă системинчи хими элеменчĕ, атом номерĕ — 29, Cu (cuprum) палăртăвĕпе кăтартаççĕ , хĕрлĕ-ылтăн тĕсĕллĕ (кĕлчечек тĕслĕ — йӳçĕк хуплисĕр чухне). Çемçе, куçăмлă металл, ĕлĕк-авалтанпах çын унпа усă курать.

Çутçанталăкра тупăнни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Хăй тĕллĕн шăраннă пăхăр.

Пăхăр çут çанталăкра пĕрлĕ хутăшсенче, çаплах хăй тĕллĕн шăраннă тĕслĕ те тупăнать. Пăхăр çăлкуçĕсем — çак минералсем: азурит Cu3(CO3)2(OH)2, малахит Cu2CO3(OH)2, халькопирит CuFeS2, борнит Cu5FeS4, ковелит CuS, халькоцит Cu2S тата куприт Cu2O. Пăхăра чул тăприн чылайрахăшне уçăллă меслетпе тупăшлаççĕ. Тăпрари пăхăр шучĕ 0,4 — 1,0 % пулать.

Физика пахалăхĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пăхăрăн çак хутăшĕсем пур: йĕс — пăхăрпа цинк хутăшĕ, бронза — пăхăрпа тăхлан хутăшĕ тата хăшпĕр ыттисем те.

Изотопĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Тĕп статья: Пăхăр изотопĕсем


Хими пахалăхĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Пăхăр купоросĕ

Биологири ролĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пӑхӑр çӳлти ӳсентӑрансемпе чӗрчунсемшӗн чи кирлӗ элемент шутланать. Йӗтен ҫинче пӑхӑр, тӗпрен илсен, церулоплазминпа йӑсӑрланать. Пӑхӑр пыршӑлӑхра тирпейленнĕ хыҫҫӑн альбумин пулӑшнипе пӗвер патне ҫитет.

Пӑхӑр питӗ нумай ферментре тӗл пулать, сӑмахран, цитохром-с-оксидазĕнче, пӑхӑрпа цинклă ферменлĕ суперйӳçĕк дисмутазĕнче тата молекулярлӑ йӳçамăша чĕрене çитерекен гемоцианин шурринче. Мĕнпур пуҫ-ураллисен, хырăм-ураллă моллюскăсен тата член-ураллă ытларахăш йышĕнче пӑхӑр юнра гемоцианина пăхăр ионĕн имидазоллă комплексĕ евĕр кĕрет. Çак роль ĕнтĕ порфирин комплексӗн аналогика комплексӗн (ҫурӑм шӑммиллӗ чӗрчунсен юнӗнче гемоглобин белок белок белокӗн) рольне кӗрет.

Пӑхӑрпа цинк этемĕн апат-ҫимӗҫ ирĕлтерес ӗҫре конкуренциллĕ шутланаҫҫӗ, ҫавӑнпа та çимĕçре ҫак элементсенчен пӗри ытлашши пулни тепӗр элеменчĕ ҫитменнине пĕлтерет. Мăн çынна кунне 0,9 миллиграм пӑхӑр кирлĕ.

Хондро- тата остебастсенче пӑхӑр шучĕ чаксан, фермент системисен хастарлӑхӗ ӳкет, шурри ылмашӑвӗ вӑрахланать, ҫавна пула шӑмӑ тӗртӗмӗ ӳснĕ чухне пăсăк пулать[2].

Токсикăлăх

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пӑхӑрӑн хӑш-пӗр пĕрлешнисем апат-ҫимӗҫпе шывра ытларах пулсан, токсикоз сиксе тухать. Ӗҫме шывра пӑхӑр шучĕ 1 мг/л (СанПиН 2.14.1074-01) ытла пулмалла мар, çаплах та ӗҫмелли шывра пӑхӑр ҫитменни те япăх. Тӗнчери сывлӑха сыхлакан организаци (ТСО) 1998 ҫулта ҫак йĕркелӳше ҫапла палăртнă: "Этем сывлӑхӗшĕн организмра пӑхӑр ҫитменни ытлашшинчен темиçе хутчен хăрушлăрах".

2003 ҫулта питĕ çивĕч тĕпченĕ хыççăн, ТСО малтанхи хаклавне ҫӗнӗрен пӑхса тухнӑ. Апата ирĕлтерекен тракта пӑхăр пăсма пултараймасть, тенĕ[3].

Гепатоцеребраллӑ дистрофипе (Вильсон — Коновалов чирӗ) чирлесен организмра пӑхӑр пухăнса пырать тесе хӑранӑ — пӗвер ăна уйăрса вата куçармасть. Ҫак чир пуҫ мимине, пӗвере çĕмĕрет. Анчах та чирсем сиксе тухни пӑхӑра шала йышӑннипе ҫыхӑннă тесе çирĕплетсе калайман-ха. Çак чир апат-ҫимӗҫре тата шывра пӑхӑр шучĕ ӳснипе хăшпĕр çынсене ытлашши сисĕмлĕ пулнине палӑрнӑ.

Орган-лептика пахалăхĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пăхăр ионĕсем шыва вичкĕн "металл тутине" параççĕ. Тĕрлĕ çынсен шыври пăхăра туясси 1-10 мг/л майлă шутланать. Этем ытлашши пăхăра çакнашкал палăртма пултарни пăхăра нумай çăтасран хăтарать.

Тупăшлани, промăçлавĕ тата управĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Мĕнпур тĕнчере пăхăра 2000 çулта 15 млн. яхăн т., 2004 çулта — 14 млн. яхăн т. тупăшланă[4] [5]. Тĕнчери янтă пурлăх 2000 çул тĕлне, экспертсен хаклавĕпе, 954 млн. т., вĕсенчен 687 млн. т. çирĕплетсе пĕлтернисем, шутланнă [4], Раççей шайне 3.2% пĕрлехи тата 3.1% çирĕплетнĕ тĕнче янттисем кĕнĕ [4]. Çапла, хальхи пек усă курсан, пăхăр 60 çулллăха çитет. Рафинăланă пăхăра Раççейре 2006 çулта 1,009 пин тоннă туса кăларнă, 714 пин тоннăна ĕçе кĕртнĕ[6].

Пăхăра тупăшлакан компанисем:

Компани пин тоннă %
Норильск никĕлĕ 425 45%
Уралэлектромедь 351 37%
Вырăс пăхăр компанийĕ 166 18%

2008 ҫулхи кăрлачра, историре пӗрремӗш хут, Лондонри металсен биржинче тоннăшӑн 8000 доллар ытла пулнă. Утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче тонна хакӗ 8940 доллар таран ӳснӗ, ҫакӑ вара 1979 ҫултанпа пӗтӗмĕшле рекорд пулса тӑнӗ — ЛМБ лапамĕнче суту-илӳ тума тытӑннӑранпа. 2011 ҫулхи нарăсра 10,2 пин доллара ҫитнӗ.

2011 ҫулта 1 тонна пӑхӑр хакӗ 8900 доллар пулнӑ. Тӗнчери экономика кризисне пула чӗртаварӗн тӗрлӗ тӗсӗсен хакӗ чакнӑ, вара 1 тонна пӑхӑр 1016 çулхи авăнра 4700 доллартан кая пулман.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Редкол.:Кнунянц И. Л. (гл. ред.) Химическая энциклопедия: в 5 т.. — Мускав: Советская энциклопедия, 1992. — Т. 3. — С. 7. — 50 000 экз. — ISBN 5—85270—039—8
  2. ^ Медь и рост человека // Наука и жизнь. — М.: «Правда», 1990. — № 1.
  3. ^ web|author=|datepublished=|url=http://www.who.int/water_sanitation_health/dwq/chemicals/coppersum.pdf%7Ctitle=CHEMICAL(ĕçлемен каçă) FACT SHEETS|lang=en|publisher=|accessdate=2009-12-29|archiveurl=https://www.webcitation.org/617v1x1ji?url=http://www.who.int/water_sanitation_health/dwq/chemicals/coppersum.pdf%7Carchivedate%3D2011-08-22%7Cdeadlink%3Dno%7D%7D
  4. ^ 1, 2 тата 3 http://www.ecsocman.edu.ru/db/msg/142462.html
  5. ^ http://www.metalinfo.ru/ru/news/12150(ĕçлемен каçă)
  6. ^ Минпромэнерго РФ, "Стратегия развития металлургической промышленности Российской Федерации на период до 2015 года" [1] 2010 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче архивланӑ.