Шурă тăхлан: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
п робот хушрĕ: yo:Tin
п робот хушрĕ: fiu-vro:Tina
62-мĕш йĕрке: 62-мĕш йĕрке:
[[fa:قلع]]
[[fa:قلع]]
[[fi:Tina]]
[[fi:Tina]]
[[fiu-vro:Tina]]
[[fr:Étain]]
[[fr:Étain]]
[[fur:Stagn]]
[[fur:Stagn]]

13:58, 20 Чӳк уйӑхӗн 2009 вӑхӑтри верси

Sn 50
118,69
5s25p2
Олово

Тăхлан (лат. Stannum) — элементсен периодикăллă системин пилĕккĕмĕш тапхăрĕн IVА ушкăн хими элеменчĕ, атом йывăрăшĕ 118,69; шурă ялтăрккăа металл, йывăр, çăмăл тата пластичный.

Истори

Тăхланпа çын пирĕн эрăччен 4 пинçуллăхрах усă курнă. Вăл сайра тĕл пулакан хаклă металл шутланнă, çавăнпа унтан тунă япаласем римпа грек аваллăхĕсенче сахал пулнă. Тăхлан пирки Библире, Моиçей тăваттăмĕш кĕнекинче çырнă.

Этимологи

stannum латтин ячĕ санскрит чĕлхинчен тухать, вăл çирĕп, хытă тени пулать, малтан çапла хура тăхланпа кĕмĕл хутăшне, каярах 67 % яхăн тăхлан хутăшне палăртнă, IV ĕмĕр тĕлнелле çак сăмахпа тăхлана пĕлтереме тытăнаççĕ.

==Тăхлан чул тăприне тупни==

Тĕнчере касситерит минералне Кăнтăр-Тухăç Азире, уйрăмах Китайра, Индонезире, Малайзире тата Таиландра тупăçлаççĕ. Касситерит янтăлăх вырăнĕсем Кăнтăр Америкăра (Боливи, Перу, Бразили) тата Австралире пур. Раççейре тăхлан чул тăприне Инçет Тухăçра тата Якутире кăлараççĕ.

Тăхлан мурĕ

Температура Цельсипе 13,2 градусран сивĕрех чухне шурă тăхлан кăвакланать, унăн удель калăпăшĕ 25,6 % çити ӳсет, металл темиçе çĕр цикл иртсен кăвак тусана куçса тĕпренет. Çак куçăма «тăхлан мурĕ» теççĕ.

«Тăхлан мурĕ» — Скотт экспедицийĕ 1912 çулта Кăнтăр полюсĕ патне кайнă чух пĕтнин пĕр сăлтавĕ шутланать. Çӳревçĕсен çунăк шĕвекĕ тăхланпа çыпăçтарнă «тăхлан мурĕ» ернĕ баксенчен юхса тухнă пулнă.

Усă курни

Каçăсем