Контент патне куҫ

Ливерморий

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Lv 116
'[293]
Rn 5f146d107s27p4
Ливермори

Ливермори (лат. Livermorium), Lv, е эка-полони - 116-мĕш хими элеменчĕ. Унунгекси— питĕ радиохастар искуствелла синтезланă элемент. CAS=54100-71-9 Электрон конфигурацийĕ)

Пахалăхĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Радиохастар/ 298 K (25 °C) хытă метал пулас. Тĕсĕ паллă мар.

Ячĕ Калифорнири Ливермор хулине асăна панă [1]. Унта Ливермор наци лабораторийĕ вырнаçнă. Вăхăтлăх ячĕ латинла 116 хисепрен тунă. Дубнăри элемента синтезланă тĕпчевçĕсем Москови ят сĕннĕ [2]. [3], [4]). Ытти вариантсем: Бутлерови (Bu), россии (Ro, Rs). Анчах Америкăри партнерсем Леонардо да Винчи, Галилео Галилей е Ливермор наци лабораторине ячĕсене асăнма сĕннĕ[5].

Раççей тата Америка тĕпчевçисем килĕшӳ процедурисем ирттернĕ хыççăн 1.12.2011 ИЮПАК комиссине ливермори ят пама сĕннĕ[6][7]. Ятне 31/5/2012 çирĕплетнĕ.

116па 118-мĕш элементсене 1999-мĕш çулта Берклири Калифорни университечĕ синтезлани çинчен пĕлтерÿ [8] суя тата фальсификаци пулнă [9]. Палăртнă меслетпе раççей, нимĕç, яппун, каярах америка тĕпчевçисем синтеза тăвайман. Унунгексие 2000-мĕш çулта Дубнари ОИЯИ синтезланă. Çак ĕçе тата Ливермор наци лабораторийĕ (АПШ), Димитровградри НИИАР, Электрохимприбор (Лесной, Раççей) хутшăннă. 19.6.2000 116-мĕш элементăн тĕшĕн α-аркануне пĕрремĕш хут сăнанă. Элемента уçни çинчен 2000-мĕш çулхи раштавра пĕлтернĕ[10] . Ку еçре 292Uuh изотопа синтзлани çинчен пĕлтернĕ пулсан та, малалла 293Uuh изотоппа çыхăнтарнă. [11]. Каярах çав институтрах аркану вăчăрин юлашки элементна химилле идентификацилесе çирĕплетнĕ. [12]

Унунгекси изотопĕсене çак реакцисемпе синтезленĕ: [11]

96248Cm+2048Ca→116293Lv+301n,

96245Cm+2048Ca→116291Lv+201n,

96245Cm+2048Ca→116290Lv+301n, Унсăр пуçне 294Uuo изотопĕнчен альфа-арканупа пулать. [13]:

118294Og→116290Lv+24He.

Фантастикăра

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ливермори — искусствела синтезланă элемент, çутçанталăкра тĕл пулмасть. Ниçта та усă курмаççĕ.

Изотопĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Изотоп Масса Çурма аркану тапхăрĕ[15] Аркану меслечĕ Çырса хунă событисен шучĕ
290Lv 290 7,1+3,2−1,7 мç[13] α-аркану 286Uuq таран 10[13]
291Lv 291 18+22−6 мç[13] α-аркану 287Uuq таран 3[13]
292Lv 292 18+16−6 мç[15] α-аркану 288Uuq таран ?
293Lv 293 53+62−19 мç[15][16] α-аркану 289Uuq таран 3[16]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ↑ Element 114 is Named Flerovium and Element 116 is Named Livermorium (акӑлч.). ИЮПАК (2012-05-31). Тĕрĕсленĕ 31 Ҫу уйӑхӗн 2012.
  2. ↑ Российские физики предложат назвать 116 химический элемент московием, РИА Новости (2011-03-26). Тĕрĕсленĕ 26 Пуш уйӑхӗн 2011.
  3. ↑ (ĕçлемен каçă)
  4. ↑
  5. ↑ Новые химические элементы могут назвать в честь да Винчи и Галилея, РИА Новости (2011-10-14). Тĕрĕсленĕ 2 Раштав уйӑхӗн 2011.
  6. ↑ Start of the Name Approval Process for the Elements of Atomic Number 114 and 116 (акӑлч.). ИЮПАК (2011-12-02). çăлкуçран архивланă 4 Нарӑс уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 2 Раштав уйӑхӗн 2011.
  7. ↑ Химическим элементам 114 и 116 предложили названия (выр.), Lenta.ru (2011-12-02). Тĕрĕсленĕ 2 Раштав уйӑхӗн 2011.
  8. ↑ V. Ninov et al. Observation of Superheavy Nuclei Produced in the Reaction of 86Kr with 208Pb. — Т. 83. — № 6.
  9. ↑ Public Affairs Department Results of element 118 experiment retracted (акӑлч.). Berkeley Lab (21 июля 2001). Тĕрĕсленĕ 25 июля 2007.
  10. ↑ Yu. Ts. Oganessian et al. Observation of the decay of 292116. — Т. 63. — № 1.
  11. 1 2 Yury Ts. Oganessian Superheavy elements. — Т. 76. — № 9.
  12. ↑ R. Eichler et al. Confirmation of the Decay of 283112 and First Indication for Hg-like Behavior of Element 112. — Т. 787. — № 1-4.;
    Михаил Молчанов Открытие подтверждено. — № 7 (июль).
  13. 1 2 3 4 5 Yu. Ts. Oganessian et al. Synthesis of the isotopes of elements 118 and 116 in the 249Cf and 245Cm+48Ca fusion reactions. — Т. 74. — № 4.
  14. ↑ Element 116 - Item - World of Warcraft
  15. 1 2 3 Nudat 2.3
  16. 1 2 Yu. Ts. Oganessian et al. Measurements of cross sections and decay properties of the isotopes of elements 112, 114, and 116 produced in the fusion reactions 233,238U, 242Pu, and 248Cm+48Ca. — Т. 70.


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.