Контент патне куҫ

Ливерморий

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Унунгекси ҫинчен куҫарнӑ)
Lv 116
'[293]
Rn 5f146d107s27p4
Ливермори

Ливермори (лат. Livermorium), Lv, е эка-полони - 116-мĕш хими элеменчĕ. Унунгекси— питĕ радиохастар искуствелла синтезланă элемент. CAS=54100-71-9 Электрон конфигурацийĕ)

Пахалăхĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Радиохастар/ 298 K (25 °C) хытă метал пулас. Тĕсĕ паллă мар.

Ячĕ Калифорнири Ливермор хулине асăна панă [1]. Унта Ливермор наци лабораторийĕ вырнаçнă. Вăхăтлăх ячĕ латинла 116 хисепрен тунă. Дубнăри элемента синтезланă тĕпчевçĕсем Москови ят сĕннĕ [2]. [3], [4]). Ытти вариантсем: Бутлерови (Bu), россии (Ro, Rs). Анчах Америкăри партнерсем Леонардо да Винчи, Галилео Галилей е Ливермор наци лабораторине ячĕсене асăнма сĕннĕ[5].

Раççей тата Америка тĕпчевçисем килĕшӳ процедурисем ирттернĕ хыççăн 1.12.2011 ИЮПАК комиссине ливермори ят пама сĕннĕ[6][7]. Ятне 31/5/2012 çирĕплетнĕ.

116па 118-мĕш элементсене 1999-мĕш çулта Берклири Калифорни университечĕ синтезлани çинчен пĕлтерÿ [8] суя тата фальсификаци пулнă [9]. Палăртнă меслетпе раççей, нимĕç, яппун, каярах америка тĕпчевçисем синтеза тăвайман. Унунгексие 2000-мĕш çулта Дубнари ОИЯИ синтезланă. Çак ĕçе тата Ливермор наци лабораторийĕ (АПШ), Димитровградри НИИАР, Электрохимприбор (Лесной, Раççей) хутшăннă. 19.6.2000 116-мĕш элементăн тĕшĕн α-аркануне пĕрремĕш хут сăнанă. Элемента уçни çинчен 2000-мĕш çулхи раштавра пĕлтернĕ[10] . Ку еçре 292Uuh изотопа синтзлани çинчен пĕлтернĕ пулсан та, малалла 293Uuh изотоппа çыхăнтарнă. [11]. Каярах çав институтрах аркану вăчăрин юлашки элементна химилле идентификацилесе çирĕплетнĕ. [12]

Унунгекси изотопĕсене çак реакцисемпе синтезленĕ: [11]

,

,

, Унсăр пуçне 294Uuo изотопĕнчен альфа-арканупа пулать. [13]:

.

Фантастикăра

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ливермори — искусствела синтезланă элемент, çутçанталăкра тĕл пулмасть. Ниçта та усă курмаççĕ.

Изотопĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Изотоп Масса Çурма аркану тапхăрĕ[15] Аркану меслечĕ Çырса хунă событисен шучĕ
290Lv 290 7,1+3,2−1,7 мç[13] α-аркану 286Uuq таран 10[13]
291Lv 291 18+22−6 мç[13] α-аркану 287Uuq таран 3[13]
292Lv 292 18+16−6 мç[15] α-аркану 288Uuq таран ?
293Lv 293 53+62−19 мç[15][16] α-аркану 289Uuq таран 3[16]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. Element 114 is Named Flerovium and Element 116 is Named Livermorium (акăлч.). ИЮПАК (2012-05-31). Тĕрĕсленĕ 31 Ҫу уйӑхӗн 2012.
  2. Российские физики предложат назвать 116 химический элемент московием, РИА Новости (2011-03-26). Тĕрĕсленĕ 26 Пуш уйӑхӗн 2011.
  3. (ĕçлемен каçă)
  4. Новые химические элементы могут назвать в честь да Винчи и Галилея, РИА Новости (2011-10-14). Тĕрĕсленĕ 2 Раштав уйӑхӗн 2011.
  5. Start of the Name Approval Process for the Elements of Atomic Number 114 and 116 (акăлч.). ИЮПАК (2011-12-02). çăлкуçран архивланă 4 Нарӑс уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 2 Раштав уйӑхӗн 2011.
  6. Химическим элементам 114 и 116 предложили названия (выр.), Lenta.ru (2011-12-02). Тĕрĕсленĕ 2 Раштав уйӑхӗн 2011.
  7. V. Ninov et al. Observation of Superheavy Nuclei Produced in the Reaction of 86Kr with 208Pb. — Т. 83. — № 6.
  8. Public Affairs Department Results of element 118 experiment retracted (акăлч.). Berkeley Lab (21 июля 2001). Тĕрĕсленĕ 25 июля 2007.
  9. Yu. Ts. Oganessian et al. Observation of the decay of 292116. — Т. 63. — № 1.
  10. 1 2 Yury Ts. Oganessian Superheavy elements. — Т. 76. — № 9.
  11. R. Eichler et al. Confirmation of the Decay of 283112 and First Indication for Hg-like Behavior of Element 112. — Т. 787. — № 1-4.;
    Михаил Молчанов Открытие подтверждено. — № 7 (июль).
  12. 1 2 3 4 5 Yu. Ts. Oganessian et al. Synthesis of the isotopes of elements 118 and 116 in the 249Cf and 245Cm+48Ca fusion reactions. — Т. 74. — № 4.
  13. Element 116 - Item - World of Warcraft
  14. 1 2 3 Nudat 2.3
  15. 1 2 Yu. Ts. Oganessian et al. Measurements of cross sections and decay properties of the isotopes of elements 112, 114, and 116 produced in the fusion reactions 233,238U, 242Pu, and 248Cm+48Ca. — Т. 70.


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.