Контент патне куҫ

Химилле элемент

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Хими элеменчĕсем ҫинчен куҫарнӑ)

Химилле элеме́нт — атомсен уйрăм палăрăмпа (атомсен нуклонсарĕсен электро капламĕ тĕлĕшпе) палăрса тăракан йышĕ-пĕрлĕхĕ[1][2][3][4], Çапла вара, химилле элементăн ăнлантарăвĕ ăна пĕр пек капламлă атомсен йышĕ пек кăтартать[5].


Хими элеменчĕсематомĕ миçе-тĕр протонпа нейтронран тăракан тĕрлĕ элементсем, ансат тата кăткăс япаласен тытăмлă пайĕсем. Кашни элемент пĕр пек зарядлă атомсенчен тăрать. Элеменчĕсем протонĕпе кăна улăшăнса тăраççĕ, изотопĕсем нейтронĕпе.

Паллă хими элеменчĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2006 çул валли пурĕ 117 хими элементне тупса палартнă (1-116 тата 118 номĕрлисем). Вĕсенчен 92-шне çутçанталăкра тупма пулать, ыттисене ядерлă реакцисенче тупса палăртнă. 1-112-мĕш элементсен ячĕсен çирĕпленнĕ, ыттисен ячĕсене халлĕхе вăхăтлăха çеç панă.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]