| No |
102 |
| 259,1009 |
| [Rn] 5f14 7s2 |
| Нобели |
Нобели — 102 атом номерлĕ хими элеменчĕ. Атом масси 259,1009; No тесе паллă тăваççĕ(лат. Nobelium]), актиноидсен шутне кĕрет.
Чи малтан 102-мĕш элемента тупни çинчен 1957-мĕш çулта Швецири Нобель институтĕнчи тĕпчевçĕсем пĕлтернĕ. Вĕсем 10 минут яхăн çурма аркану тапхăрĕллĕ 8,5 МзВ хăватлă альфа-пайăркасем кăларакан изотопа 244Cm тĕшĕсене 13C тĕшĕсемпе персе туни çинчен каланă. Çак пайăркасене 251102 е 253102 изотопсемпе çыхăнтарнă, элемент ятне Нобели (No) пама сĕннĕ. Каярах вĕсем ку пулăмсене фон эффекчĕсемпе ăнлантарса элемент уçнине çирĕплетмен. Америка тĕпчевçисем (Гиорсо, Сиборг, Уолтон, Сиккеланд) Беркли хулинче 1958-мĕш çулхи ака уйăхĕнче 102-мĕш элемента ситнтезланă çинчен пĕлтернĕ. Вĕсем çĕнĕ йывăр ион ускорительĕнче кюри тĕшĕсене 244Cm тата 5% 246Cm) 13C тата 12C ионĕсемпе пенĕ. Вĕсем 8,5 МэВ хăватлă альфа-пайăркасене (шведсем пĕлтернине) тупайман, анчах 250Fm (254102-ран альфа арканупа пулать, çурма аркану тапхăрĕ 3 çекунт панелле,) арканнине çирĕплетнĕ. 1959-мĕш çулта ушкăн ĕçĕсене малалла тăснă. Вĕсем 8,5 МзВ хăватлă альфа-пайăркасем кăларакан изотопа тупма пултарнă, çурма аркану тапхăрĕ 3 çекунта яхăн тата 30% хăйне-хăй пайланнине палăртнă. Малтан ку хастарлăха 254No çыхăнтарнă, каярах 252No изотоппа. Ку элемента Нобели ят пама сĕннĕ.

1961-мĕш çулта, 103-мĕш элемента синтезлама хăтланнă май, 8,2 МзВ хăватлă альфа-пайăркасем кăларакан 255No (çурма аркану тапхăрĕ 15 çеккунт) тупнине çирĕплетнĕ. Çурма аркану тапхăрĕ 50 çекунт яхăн, Беркли лабораторипе килĕшмест. Каярах вĕсем sup>254No арканнине те курнă, хăвачĕ 8,1 МэВ, çурма аркану тапхăрĕ ~ 35 çекунт.

Соет тĕпчевçисем элемента Jl (жолиотий) ят, Фредерик Жолио-Кюри асăнса, пама сĕннĕ. Американĕцсем Нобелий (No), Альфред Нобеля ятне пама сĕннĕ. ИЮПАК элемента Нобелий ят пама йышăннă.
[тӳрлет] Изотопĕсем
| Çăлкуçĕ |
No изотопĕсем |
| 262Lr |
262No |
| 269Hs, 265Sg, 261Rf |
257No |
| 267Hs, 263Sg, 259Rf |
255No |
| 254Lr |
254No |
| 261Sg, 257Rf |
253No |
| 264Hs, 260Sg, 256Rf |
252No |
| 255Rf |
251No |
[тӳрлет] Изотопсене уçнин хронологийĕ
| Изотоп |
Уçнă çул |
Уçнă реакци |
| 250Nom |
2001 |
204Pb(48Ca,2n) |
| 250Nog |
2006 |
204Pb(48Ca,2n) |
| 251No |
1967 |
244Cm(12C,5n) |
| 252Nog |
1959 |
244Cm(12C,4n) |
| 252Nom |
~2002 |
206Pb(48Ca,2n) |
| 253Nog |
1967 |
242Pu(16O,5n),239Pu(18O,4n) |
| 253Nom |
1971 |
249Cf(12C,4n)[1] |
| 254Nog |
1966 |
243Am(15N,4n) |
| 254Nom1 |
1967? |
246Cm(13C,5n),246Cm(12C,4n) |
| 254Nom2 |
~2003 |
208Pb(48Ca,2n) |
| 255No |
1967 |
246Cm(13C,4n),248Cm(12C,5n) |
| 256No |
1967 |
248Cm(12C,4n),248Cm(13C,5n) |
| 257No |
1961? , 1967 |
248Cm(13C,4n) |
| 258No |
1967 |
248Cm(13C,3n) |
| 259No |
1973 |
248Cm(18O,α3n) |
| 260No |
? |
254Es + 22Ne,18O,13C - transfer |
| 261No |
unknown |
|
| 262No |
1988 |
254Es + 22Ne - transfer (EC of 262Lr) |