Википедири материал
| Am |
95 |
| 243,0614 |
| [Rn] 5f7 7s2 |
| Америци |
Америци — 95 атом номерлĕ хими элеменчĕ. Атом масси 243,0614; Am тесе паллă тăваççĕ(лат. Americium), актиноидсен шутне кĕрет.
Пĕрремĕш синтез тунă америципе туба
Америци синтез тунă 4-мĕш трансуран элемент. 1944-мĕш çулта Чикаго университечĕн металлурги лабораторинче Гленн Сиборг искусствелла тунă.
[[Ӳкерчĕк:Electron shell 095 americium.png|thumb|Америцин электрон оболочки] Çиелти электрон оболочки (5f) европин (4f) пек пулнă. Çавăнпа элемента Америка ятне панă, как европи Европа ятне панă пекех.
[тӳрлет] Туса кăларни
Промăçлăхра 241Am халь 241Pu бета акрканупа тăваççĕ: Pu-241 -> (13.2 çул, бета аркану) -> 241Am.
Америцин чи нумай пурăнакан изотопĕ — 243Am, радиохими тĕпчевĕсенче тата ытти трансурансене (ферми таранах) пухма усă кураççĕ. 241Am изотопне анлăрах усă кураççĕ. Ун çурма аркану тапххăрĕ - 433 çул. Альфа-арканупа саланнă май вăл сахал хăватлă (60 кэВ çеç) гамма-шевлесем кăларать. Çавăнпа унтан сыхланма çăмăл - 1 см яхăн хура тăхлан çителĕклĕ. Промăзлăхра тĕрлĕрен виçекен тата тĕпчекен приборсем анлă усă кураççĕ. Вĕсем хушшинче хурçă (0.5-3 мм) тата алюмини (50 мм таран) лентисен, кантăк листисен хулăмăшне чарăнмасăр виçекен хатĕрсем. Америцие статикăлла электричествона пĕтермелли хатĕрсенче, тĕтĕм детекторсенче (0.26 мкг детекторта) усă кураççĕ.
 |
Ку статьяна çырса пĕтермелле, е анлăрах ăнлантарса памалла.
Эсир тӳрлетсе, хушса ăна çырса пĕтермешкĕн пулăшма пултаратăр |