Молибден

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Молибден / Molybdenum (Mo)

Атом номерĕ

42

Ансат япалалăхăн курăмĕ

Атом палăрăмĕсем
Атом масси
(моль масси)

95,94 а. е. м. (г/моль)

Атом радиусĕ

139 пм

Ионизаци энергийĕ
(пĕрремĕш электрон)

684,8 (7,10) кДж/моль (эВ)

Электронсен конфигурацийĕ

[Kr] 4d5 5s1

Химилле палăрăмсем
Ковалентла радиус

130 пм

Ион радиусĕ

(+6e) 62 (+4e) 70 пм

Электронегативлăх
(Полинг шучĕпе)

2,16

Электрод потенциалĕ

-0,2

Оксидлав капашĕсем

6, 5, 4, 3, 2

Ансат япалалăхăн термодинамикăлла палăрăмĕсем
Тачăлăх

10,22 г/см³

Пайлавла ăшăшăнăçтарăш

23,93[1] Дж/(K·моль)

Ăшăяраслăх

138 Вт/(м·K)

Шăрану температури

2890 K

Шăраннин пайлавла ăшши

28 кДж/моль

Вĕрев температури

4885 K

Пăспулăмăн ăшăлăхĕ

~590 кДж/моль

Моль калăпăшĕ

9.4 см³/моль

Ансат япалалăхăн кристалл решетки
Решетке тытăмĕ

кубла калăпăшĕпе центăрланă

Решетке периочĕ

3,147 Å

c/a танлашăнни
Дебай температури

450 K

МолибденЭлементсен периодикăллă системинчи 42 номерлĕ хими элеменчĕ, символĕ Mo (лат. Molybdenum), тупталлă шурă кĕмĕл тĕслĕ куçу металл. Металлургире усă кураççĕ.

Ячĕ пулса тухни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1778 çулта швед химикĕ Карл Шееле уçать, вăл молибден кислоттине хĕртсе, МоО3 оксидне тупăшлать. Металл тытăмĕнче пĕрремĕш хут ăна П. Гьельм 1782 çулта кăмрăк оксидне чĕртсе туса кăларать: вăл углеродлă молибдена тата молибденăн карбидне кăларать. Таса молибдена 1817 çулта Й. Берцелиус туртса кăларать.

Ячĕ грек μολυβδος «хура тăхланран» пулса тухать. Ĕлкипе хура тăхлан молибденитпа (MoS2) пĕр пекрех, çак минералтан пĕрремĕш хут хура тăхлан ялкăшиллĕ (PbS) молибден оксидне кăларнă, XVIII ĕмĕрченех молибденита графитпа хура тăхлан ялкăшинчен уйрăлса тăнă, çак минералсен пĕрлехи ячĕ «молибден» пулнă.

Çутçанталăкра упранни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çĕрĕн витĕмĕнче молибден 3•10-4% йывăрăшĕпе. Ирĕклĕ молибден тĕл пулмасть. Çутçанталăкра металлăн 20 яхăн минерал. Чи паллисем: молибденит МоS2, повеллит СаМоО4, молибдит Fe(MoO4)3•nH2O и вульфенит PbMoO4.

Физикă пахалăхĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Молибден — çутă сăрă металл кубăллă калăпăш тĕпĕллĕ α-Fe, а=0,314 нм тĕсĕллĕ чĕнтĕрлĕ, парамагнитлă. Механика пахалăхĕсем, чылай металсен пекех, металлăн тасалăхĕпе тата унченхи механикăллă тата термăллă ĕç тунинчен (çемçерех металл тасарах) килеççĕ. Ăшăпа сарăлу коэффициенчĕ пĕчĕк.

Хими пахалăхĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пӳлĕмри температурăра сывлăшра Mo тăнăç. 400 °C чух йӳçĕкленме тытăнать. 600 °C вĕри чух хăвăрт виçоксида МоО3 тухать. Çак оксида çаплах молибденăн дисульфидне МоS2 йӳçĕклесе тата термолизпа аммони молибдатĕнчен (NH4)6Mo7O24•4H2O тăваççĕ.

Изотопĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Тупăçлани[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Промăçлă молибдена тăприне флотациллĕ меслетпе тачăлатнинчен пуçланать. Хыççăн çак концентрата молибденăн оксичĕ МоО3 пуличчен пĕçертеççĕ:

2МоS2 + 7O2 → 2MoO3 + 4SO2,

Кайран ăна татах тасатаççĕ. Вара МоО3 водородпа çĕнелетеççĕ. Туса илнĕ хатĕр лаптаксене пусăмпа туптаççĕ, туртаççĕ.

Биологиллĕ ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Микроэлемент[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Мо микровиçисем органисăма тивĕçлĕ аталанма кирлĕ, çырласемшĕн микроэлементлă тăрантарăвĕ пулать.

Токсикологи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Молибден тусанĕпе унăн çыхăнăвĕсем сывламалли çулсене йĕкĕлтеççĕ.

Асăрхатарусем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Редкол.:Кнунянц И. Л. (гл. ред.) . — Советская энциклопедия. — Т. 3. — 50 000 экз. — ISBN 5—85270—039—8

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]