Европи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Элементсен тапхăр системи
H He
Li Be B C N O F Ne
Na Mg Al Si P S Cl Ar
K Ca Sc Ti V Cr Mn Fe Co Ni Cu Zn Ga Ge As Se Br Kr
Rb Sr Y Zr Nb Mo Tc Ru Rh Pd Ag Cd In Sn Sb Te I Xe
Cs Ba * Hf Ta W Re Os Ir Pt Au Hg Tl Pb Bi Po At Rn
Fr Ra ** Rf Db Sg Bh Hs Mt Ds Rg Cn Uut Fl Uup Lv Uus Uuo
* La Ce Pr Nd Pm Sm Eu Gd Tb Dy Ho Er Tm Yb Lu
** Ac Th Pa U Np Pu Am Cm Bk Cf Es Fm Md No Lr
Сĕлтĕ металлĕсем Сĕлтĕ çĕр металлĕсем Куçăмлă металсем
Çăмăл металсем Çурма металсем Сипетлĕ газсем
Металмаррисем Галогенсем Лантаноидсем Актиноидсем
Европи / Europium (Eu)
Атом номерĕ 63
Ахаль япалалăхăн тĕсĕ
Сублимациленĕ Eu (~300 г; тасалăхĕ 99,998%)
çемçе шурă-кĕмĕл тĕслĕ металл
Атом пахалăхĕсем
Атом масси
(моль масси)
151,965 а. е. м. (г/моль)
Атом радиусĕ 199 пм
Ионизаци хăвачĕ
(пĕрремĕш электрон)
546,9 (5,67) кДж/моль (эВ)
Электрон конфигурацийĕ [Xe] 4f7 6s2
Хими пахалăхĕсем
Ковалент радиусĕ 185 пм
Ион радиусĕ (+3e) 95 (+2e) 109 пм
Электроçуклăх
(Полинг шучĕпе)
1,2
Электрод потенциалĕ Eu←Eu3+ -1,99 В
Eu←Eu2+ -2,80 В
Йӳçĕклев степенĕсем 3, 2
Ахаль япалалăх термодинамика пахалăхĕсем
Тачăлăхĕ 5,243 г/см³
Ăшă удель калăпăшĕ 27,656[1] Дж/(K·моль)
Теплопроводность 13,9 Вт/(м·K)
Ирĕлӳ температури 1 095 K
Ирĕлӳ ăшăлăхĕ n/a кДж/моль
Вĕрев температури 1 870 K
Пăслав ăшăлăхĕ 176 кДж/моль
Моль калăпăшĕ 28,9 см³/моль
Ахаль япалалăх кристалл чĕнтĕрĕ
Чĕнтĕр тытăмĕ кубла калăпăшĕпĕ центăрланă
Чĕнтĕр тапхăрĕ 4,610 Å
c/a танлашăнни n/a
Дебай температури n/a K
Eu 63
151,965
4f76s2
Европи


Истори[тӳрлет]

1886-мĕш çулта француи химикĕ Э. А. Демарсе сайра çĕр элеменчĕсен хутăшăнчен уйăрнă. Спектр анализĕпе тепĕр 15 çултан çеç уйрăм элемент пулнине çирĕплетнĕ.

Хакĕ[тӳрлет]

2008-мĕш çулта АПШ-ра 99,9 % тасалăхлă европин оксичĕн хакĕ $400-$600 доллар килограммшăн [2]. 2008-мĕш çулта АПШ-ра 99,99 % тасалăхлă европи металĕн хакĕ $1600-$2500 доллар килограммшăн [2]

Физика пахалăхĕсем[тӳрлет]

Таса чухне - çемçе шурă-кĕмĕл тĕслĕ металл, механикăлла сӳрĕк газ атмосферинче çăмăллăн тирпейлеме пулать.

1,8 К температурăра тата 80 ГПа пусăмра Сверхпроводимость пахалăхĕсене кăтартать[3].

Хими пахалăхĕсем[тӳрлет]

Сайра çĕр элеменчĕсем хушшинче европи чи химилле хастарри. Сывлшра хăверт çунать [4]). Шывапа кальци евĕр реакцине кĕрет. Металла минераллă çу е парафин айĕнче упраççĕ. Сывлăшра 150 °C-ран 180 °C-таран хыпса кайса европи (III) оксичĕ пулать.:

4 Eu + 3 O2 → 2 Eu2O3

Сивĕ шывпа майĕпен, вĕри шывпа хăвăрт хутшăнса европи гидрооксичĕ пулать:

2 Eu (s) + 6 H2O (l) → 2 Eu(OH)3 (aq) + 3 H2 (g)

Европи пĕтĕм галогенсемпе реакцине кĕрет:

2 Eu (s) + 3 F2 (g) → 2 EuF3 (s) [шурă]
2 Eu (s) + 3 Cl2 (g) → 2 EuCl3 (s) [сарă]
2 Eu (s) + 3 Br2 (g) → 2 EuBr3 (s) [сăрă]
2 Eu (s) + 3 I2 (g) → 2 EuI3 (s)

Европи кӳкĕрт йӳçĕкĕпе хутшăнсан çутă шупка тĕслĕ Eu(III) ионĕсем пулаççĕ, вĕсем [Eu(OH2)9]3+ комплекс евĕр тĕл пулаççĕ:[5]

2 Eu (s) + 3 H2SO4 (aq) → 2 Eu3+ (aq) + 3 Шаблон:Chem (aq) + 3 H2 (g)

Изотопĕсем[тӳрлет]

Усă курни[тӳрлет]

Ядерла энергетика[тӳрлет]

Атом реакторĕсенче европи (европи оксичĕ, гексаборичĕ, борачĕ) нейтронсене çăтма усă кураççĕ. Окиçĕ майĕпен "çунса каять", борчĕнчен 1,5 хут сахалтарах вăхăт усă курма май пур. Анчах оксичĕ нейтронсен хăватлă юхăмĕнче газ кăларманпа пĕрех тата калăпăшне ӳстермест (сăмахран, БН-600 реакторта). Европин çутçанталăкри хутăшĕн нейтронсене çăтас лаптăкĕ 4500 барн, европи-151 изотопĕн 9200 барн таран.

Атомла-водородла энергетика[тӳрлет]

Европи оксидне шыва термохимилле аркантарнă чухне усă кураççĕ (европи-стронци-йод циклĕ).

Лазер материалĕсем[тӳрлет]

Европи ионĕсем 0,61 мк тăршĕллĕ (сарă-хĕрлĕ) лазер шевлисене тума усă кураççĕ. Çавăнпа европи оксидне хытă тата сахалрах паллă шĕвек лазерсем тума усă кураççĕ.

Электроника[тӳрлет]

Термоэлектрогенератор валли усă куракан самари монооксичĕ çине тата алиаз евĕрлĕ питĕ хытă кăмрăк нитричĕ синтезлама европи кăштах хушаççĕ. Европи силицидне интеграллă микросхемăсем тунă çĕрте усă кураççĕ. Çӳхе пленка евĕр Европи монооксичĕ тата европи монооксичĕпе самари монооксичĕн хутăшĕ магнитла полупроводнисем пек усă кураççĕ.

Люминофорсем[тӳрлет]

  • Европи вольфраматне микроэлектроникăра питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ люминофор.
  • Хурă çутăллă лампăсенче европипе пуянлатнă строни борачĕ усă кураççĕ.

Европи медицинăра[тӳрлет]

Европи катионĕсене медицинăра флуоресцентла зондсем пек усă кураççĕ. Радиохастар изотопĕсене хăшпĕр рак чирĕсене сыватма усă кураççĕ.


Асăрхавсем[тӳрлет]

  1. ^ Редкол.:Кнунянц И. Л. (гл. ред.) {{{пуçелĕк}}}. — Мускав: Советская энциклопедия, 1990. — Т. 2. — С. 126. — 100 000 экз.
  2. ^ 1 тата 2 [1]
  3. ^ [2] Компьюлента, 2009çул, çу, 14.
  4. ^ Rare-Earth Metal Long Term Air Exposure Test. Тĕрĕсленĕ 8 çурла уйăхĕн 2009.
  5. ^ Chemical reactions of Europium. Webelements. Тĕрĕсленĕ 6 çĕртме уйăхĕн 2009.

Каçăсем[тӳрлет]


Лантаноидсем
Лантан | Цери | Празеодим | Неодим | Промети | Самари | Европи | Гадолини | Терби | Диспрози | Гольми | Эрби | Тули | Иттерби | Лютеци