Калифорний

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Калифорни (элемент) ҫинчен куҫарнӑ)
Cf 98
251,0796
[Rn] 5f10 7s2
Калифорни

Калифорни — 98 атом номерлĕ хими элеменчĕ. Атом масси 251,0796; Cf тесе паллă тăваççĕ(лат. Californium), актиноидсен шутне кĕрет.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1950-мĕш çулта Калифорни университетĕнче Сиборг ушкăнĕ туса илнĕ. Калифорнин пĕрремĕш хытă çыхăнăвĕсене: 249Cf2O3 тата 249CfOCl 1958-мĕш çулта уйăрнă.

Ячĕ пулни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Калифорни университечĕ яте панă. Авторсем каланă тăрăх вĕсем Америка пионерĕсен ĕмĕр каялла Калифорнине çитме мĕнле йывăр пулнă, çавăн пекех çĕнĕ элемент тупма вăй хумалла пулнă.

Уйăрни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Уйăрни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Калифорние е CfF3 литипе хутшăнтарса уйăраççĕ:

CfF3 + 3Li = Cf + 3LiF,

е калифорни оксидне Cf2O3 кальципе:

Cf2O3 + 3Са = 2Cf + 3СаО.

Ытти актиноидсенчен калифорние экстракци е хроматографи майĕсемпе уйăраççĕ.

Физика тата хими пахалăхĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Калифорни питĕ çăмăл вĕçекен металл. Икĕ модификаци пур. 600 °C сахалрах пулсан a-модификаци гексагоналлă решёткăпа (параметрĕсем: а = 0,339 нм, с = 1,101 нм), 600 °C çӳллĕрех пулсан — b-модификаци кубла гранецентрланă решёткăпа. Металл 900 °C ирĕлĕт, 1227 °C вĕрет.

Хими пахалăхĕсемпе лантаноидсем евĕрлĕ. Калифорнин галогенидсемпе (CfHal3) оксигалогенидĕсене (CfOHal) синтезланă. Калифорнин диоксидне (CfO2) туса илме калифорни оксидне (Cf2O3)10 МПА пусăмра кислородпа хĕртсе çунтараççĕ. Cf3+ çыхăнăвĕсене вăйлă окислительсемпе хутшăнтарса Cf4+ ионĕсене растворсене тăваççĕ. Калифорнин хытă йодидне (CfI2) ситнезланă. Шыв растворĕсенче Cf3+ электрохимикăлла Cf2+ туса илеççĕ.

Изотопĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.


Актиноидсем
Актини | Тори | Протактини | Уран | Нептуни | Плутони | Америци | Кюри | Беркли | Калифорни | Эйнштейни | Ферми | Менделеви | Нобели | Лоуренси