Цинк

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Элементсен тапхăр системи
H He
Li Be B C N O F Ne
Na Mg Al Si P S Cl Ar
K Ca Sc Ti V Cr Mn Fe Co Ni Cu Zn Ga Ge As Se Br Kr
Rb Sr Y Zr Nb Mo Tc Ru Rh Pd Ag Cd In Sn Sb Te I Xe
Cs Ba * Hf Ta W Re Os Ir Pt Au Hg Tl Pb Bi Po At Rn
Fr Ra ** Rf Db Sg Bh Hs Mt Ds Rg Cn Uut Fl Uup Lv Uus Uuo
* La Ce Pr Nd Pm Sm Eu Gd Tb Dy Ho Er Tm Yb Lu
** Ac Th Pa U Np Pu Am Cm Bk Cf Es Fm Md No Lr
Сĕлтĕ металлĕсем Сĕлтĕ çĕр металлĕсем Куçăмлă металсем
Çăмăл металсем Çурма металсем Сипетлĕ газсем
Металмаррисем Галогенсем Лантаноидсем Актиноидсем
Цинк / Zincum (Zn)
Атом номерĕ 30
Ахаль япалалăхăн тĕсĕ Цинк татăкĕсем
шурă-кăвак тĕслĕ метал
Атом пахалăхĕсем
Атом масси
(моль масси)
65,39 а. е. м. (г/моль)
Атом радиусĕ 138 пм
Ионизаци хăвачĕ
(пĕрремĕш электрон)
905,8(9,39) кДж/моль (эВ)
Электрон конфигурацийĕ [Ar] 3d10 4s2
Хими пахалăхĕсем
Ковалент радиусĕ 125 пм
Ион радиусĕ (+2e) 74 пм
Электроçуклăх
(Полинг шучĕпе)
1,65
Электрод потенциалĕ -0,763
Йӳçĕклев степенĕсем 2
Ахаль япалалăх термодинамика пахалăхĕсем
Тачăлăхĕ 7,133 г/см³
Ăшă удель калăпăшĕ 25,4[1] Дж/(K·моль)
Теплопроводность 116 Вт/(м·K)
Ирĕлӳ температури 692,73 K
Ирĕлӳ ăшăлăхĕ 7,28 кДж/моль
Вĕрев температури 1180 K
Пăслав ăшăлăхĕ 114,8 кДж/моль
Моль калăпăшĕ 9,2 см³/моль
Ахаль япалалăх кристалл чĕнтĕрĕ
Чĕнтĕр тытăмĕ гексагоналлă
Чĕнтĕр тапхăрĕ a=2,665 c=4,947 Å
c/a танлашăнни 1,856
Дебай температури 234 K


Zn 30
65,39
[Ar]3d104s2
Цинк

Физика уйрăмлăхĕсем[тӳрлет]

Тап-таса тĕсĕнче — тăсăлăвлă кĕмĕл-шурă металл. Пӳлĕмри температурă чух мăртăк, хуçнă чух кристаллитсем сĕрĕннипе çăтăртатать. 100—150 °C цинк тăсăлăвлă. Хутăшăвĕсем цинка хытă патраклантараççĕ.

Изотопĕсем[тӳрлет]

Тĕп статья: Цинк изотопĕсем


Хими пахалăхĕсем[тӳрлет]

Кăтартуллă амфотерлă металл. Çирĕплетнĕ тĕслĕхлĕ электрод потенциалĕ −0,76 В, стандартлă потенциалсен ĕретĕнче тимĕртен маларах вырнаçнă.

Сывлăшра цинк хăйĕн оксичĕн (ZnO) çинçе витĕмĕпе пĕркенет. Питĕ вĕрентерсен çунса каять, шурă амфотерлă оксид ZnO çеç юлать:

2Zn + O2 = 2ZnO.

Цинк оксичĕ кислота шĕвекĕсемпе хутшăнать:

ZnO + 2HNO3 = Zn(NO3)2 + H2O

Çаплах сĕлтĕсемпе те:

ZnO + 2NaOH = Na2ZnO2 + Н2О,

Яланхиллĕ таса цинк хастар кислотасен шĕвекĕсемпе хутшăнать:

Zn + 2HCl = ZnCl2 + H2↑,

Zn + H2SO4 = ZnSO4 + H2

Тата сĕлтĕ шĕвекĕсемпе:

Zn + 2NaOH + 2H2O = Na2[Zn(OH)4] + H2↑,

Гидроксоцинкатсене тăвать. Кислотасемпе сĕлтĕсен шĕвекĕсемпе çав тери таса цинк хутшăнмасть. пăхăрăн сульфачĕн CuSO4 шĕвекĕн темиçе тумламне ярсан тин хутшăнăва кĕрсе каять.

Вĕрилентерсен цинк галогенсемпе галогенидсем ZnHal2 туса хутшăнать. Фосфорпа цинк фосфидсене куçать Zn3P2 и ZnP2. Серăпа тата унăн аналогĕсемпе — селенпа тата теллурпа — тĕрлĕ халькогенидсем, ZnS, ZnSe, ZnSe2 и ZnTe тăвать.

Водородпа, азотпа, углеродпа, кремнипе тата борпа цинк тӳррĕнех хăй хутшăнмасть. Нитрида Zn3N2 цинка аммиакпа хутăштарса 550—600 °C вĕри чухне çитереççĕ.

Шыв шĕвекĕсенче цинк ионĕсем Zn2+ аквакомплекссем туса хураççĕ [Zn(H2O)4]2+ тата [Zn(H2O)6]2+.

Асăрхатарусем[тӳрлет]

  1. ^ Редкол.:Зефиров Н. С. (гл. ред.) Химическая энциклопедия: в 5 т. — Большая Российская энциклопедия. — Т. 5.

Каçăсем[тӳрлет]