Неодим
|
||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
| Сĕлтĕ металлĕсем | Сĕлтĕ çĕр металлĕсем | Куçăмлă металсем | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
| Çăмăл металсем | Çурма металсем | Сипетлĕ газсем | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
|
||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
| Неоди́м/Neodymium (Nd) | |
|---|---|
| Атом номерĕ | 60 |
| Ахаль япалалăхăн тĕсĕ | ылтăн тĕслĕрех сайра çĕр металĕ Сывлăшра çăмăллăн çунать |
| Атом пахалăхĕсем | |
| Атом масси (моль масси) |
144,24 а. е. м. (г/моль) |
| Атом радиусĕ | 182 пм |
| Ионизаци хăвачĕ (пĕрремĕш электрон) |
531,5(5,51) кДж/моль (эВ) |
| Электрон конфигурацийĕ | [Xe] 4f4 6s2 |
| Хими пахалăхĕсем | |
| Ковалент радиусĕ | 184 пм |
| Ион радиусĕ | 99,(+3e) 5 пм |
| Электроçуклăх (Полинг шучĕпе) |
1,14 |
| Электрод потенциалĕ | Nd←Nd3+ −2,32В Nd←Nd2+ −2,2В |
| Йӳçĕклев степенĕсем | 3 |
| Ахаль япалалăх термодинамика пахалăхĕсем | |
| Тачăлăхĕ | 7,007 г/см³ |
| Ăшă удель калăпăшĕ | 27,42[1] Дж/(K·моль) |
| Теплопроводность | (16,5) Вт/(м·K) |
| Ирĕлӳ температури | 1294 K |
| Ирĕлӳ ăшăлăхĕ | 7,1 кДж/моль |
| Вĕрев температури | 3341 K |
| Пăслав ăшăлăхĕ | 289 кДж/моль |
| Моль калăпăшĕ | 20,6 см³/моль |
| Ахаль япалалăх кристалл чĕнтĕрĕ | |
| Чĕнтĕр тытăмĕ | гексагональная |
| Чĕнтĕр тапхăрĕ | 3,660 Å |
| c/a танлашăнни | 1,614 |
| Дебай температури | n/a K |
| Nd | 60 |
| 144,24 | |
| 4f46s2 | |
| Неодим | |
Неодим — Элементсен периодикăллă системин 60-мĕш элеменчĕ, лантаноидсен ушкăнне кĕрет.
Тупмалли |
Истори [тӳрлет]
Празеодима 1885-мĕш çулта австри химикĕ К. Ауэр фон Вельсбах уçнă.Вăл швед химикĕ Мосандер Карл Густав уçнă дидим элемент икĕ çывăх физика-хими пахалăхлă элемент хутăшĕ пулнине палăртнă. Вĕсене вĕл неодим тат празеодим ят панă. Анчах неодима 1925-мĕш çулта кăна уйăрнă.
Ячĕ [тӳрлет]
Ячĕ икĕ грек сăмахне: νέος «çĕнĕ» тата δίδυμος «йĕкĕреш» пĕрлештернипе пулнă.
Туса илни [тӳрлет]
Ытти сайра çĕр металлĕсемпе пĕрле туса илеççĕ. Экстракципе е хромотографипе тата майлă кристаллизицеленĕ чухне празеодим ытти çăмăл лантаноидсемпе пĕрле пухăнать, кайран неодимпа пĕрле уйрăлать. Неодим металне ирĕлтернĕ фторид е хлорид тăварĕсенчен (NdF3, NdCl3 Li, К, Са, Ва галегоничĕсене хушса) электролизпа туса илеççĕ. Электролиза 1000 °С таран хĕртсе 4,7 А/см2 токпа иртереççĕ. Графит электродсем усă кураççĕ.
Хакĕ [тӳрлет]
99-99,9 % тасалăхлă 1 грамм неодимăн хакĕ 2 - 5 доллар. Хакĕ туса илнĕ технгологипе çĕршывран, сутакан формăран тата усă курас тĕллеврен килет. Хальхи вăхăтра, тĕнчери экономика кризисĕ пирки, тĕп пасарсенче (Китай, Япони, США)хакĕсем чакаççĕ.
Усă курни [тӳрлет]
лантаноидсем хушшинче неодим самарипе, церипе, лантанпа пĕрле чи усă куракан элемент. Неодима усă куракан тĕп вырăнсем:
- хурçăпа ытти сплавсене легировать туни. Неодима 1,5 % таран хушсан таса титанăн в çирĕплĕхĕ пĕррĕ çурă хут ӳсет;
- хăватлă магнит:(неодим-иттри-кобальт, неодим-тимĕр-бор);
- тĕслĕ кантăк (хĕрлĕ кăвак неодим кантăкĕ) тата лазер материалĕсем (хум тăршшĕ 1063 нм) тума;
- ял хуçалăхĕнче тупăш ӳстерме, часрах шăтарма вăрлăха сапма усă кураççĕ;
- Висмутпа сурьма теллуричĕсенчен тунă термоэлектрика материалĕсен çирĕплĕхне тата термо_ЭДСне вăйлă ӳстерет.
- Неодим оксичĕ питĕ сахал сарăлакан коэффициентлă диэлектрик;
- Неодим фторичĕ оптоэлектроника валли питĕ пахалăхлă кантăк çипписем тума усă кураççĕ.
- НЕодим теллуричне термоэлектрика материалĕсенче усă кураççĕ. Вăл çирăплĕхне ӳстерет тата электрофизика пахалăхĕсене лайăхлатать. Термо-ЭДМ 170 мкВ/К.
Изотопĕсем [тӳрлет]
Çутçанталçкри неодим çичĕ изотопран: 142Nd (27,2 %), 143Nd (12,2 %), 144Nd (23,8 %), 145Nd (8,3 %), 146Nd (17,2 %), 148Nd (5,7 %), 150Nd (5,6 %) тăрать. Скобкăра çутçантăлăкри хутăшри виçине палăртнă. Вĕсенчен пиллĕкĕшĕ, пĕлнĕ тăрăх, стабиллă, иккĕшĕ радиохастар изотпсен шутне кĕреççĕ. 144Nd альфа-аркану майĕпе çурма аркану тапхăрĕ - 2,38×1015 çул, 150Nd — йĕкĕр бета-аркану çурма аркану тапхăрĕ 7×1018 çул. 2003-мĕш çул тĕлне 124-161 масса числиллĕ 29 искуствăлла изотоп паллă, вĕсем тата 13 метатстабиллĕ тăрăмлă [2].
Хими пахалăхĕсем [тӳрлет]
Неодим металĕ сиве сывлăшра майĕпен, 150oC хăвăрт çунса неоодим (III) оксичĕ пулать:
- 4 Nd + 3 O2 → 2 Nd2O3
Неодим сивĕ шывпа майĕпен, вĕри шывпа хăвăрт хутшăнăве кĕрет:
- 2 Nd (s) + 6 H2O (l) → 2 Nd(OH)3 (aq) + 3 H2 (g)
Неодим металлĕ пĕтĕм галогенсемпе хутшăнăве кĕретs:
- 2 Nd (s) + 3 F2 (g) → 2 NdF3 (s) [хĕрлĕ-кăвак]
- 2 Nd (s) + 3 Cl2 (g) → 2 NdCl3 (s) [кĕрен]
- 2 Nd (s) + 3 Br2 (g) → 2 NdBr3 (s) [хĕрлĕ-кăвак]
- 2 Nd (s) + 3 I2 (g) → 2 NdI3 (s) [симĕс]
Празеодим кӳкĕрт йӳçĕкĕпе хутшăнса шупка кĕрен тĕслĕ [Nd(OH2)9]3+</sup комплекс пулать: [3]
- 2 Nd (s) + 3 H2SO4 (aq) → 2 Nd3+ (aq) + 3 SOШаблон:Su (aq) + 3 H2 (g)
Каçăсем [тӳрлет]
| Неодим Викиампарта? |
- ^ Редкол.:Кнунянц И. Л. (гл. ред.) {{{пуçелĕк}}}. — Советская энциклопедия. — Т. 3. — 50 000 экз. — ISBN 5—85270—039—8
- ^ Audi, Bersillon, Blachot, Wapstra. The Nubase2003 evaluation of nuclear and decay properties, Nuc. Phys. A 729, pp. 3-128 (2003).
- ^ Chemical reactions of Neodymium. Webelements. Тĕрĕсленĕ 6 çĕртме уйăхĕн 2009.
| Лантаноидсем |
|---|
| Лантан | Цери | Празеодим | Неодим | Промети | Самари | Европи | Гадолини | Терби | Диспрози | Гольми | Эрби | Тули | Иттерби | Лютеци |