Википеди:Кун пулăмĕсем:Чӳк уйăхĕ
Курӑнакан калӑплав
Юпа — Чӳк — Раштав | ||||||
Тн | Ыт | Юн | Кç | Эр | Шм | Вр |
1 | 2 | 3 | 4 | 5 | ||
6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 |
13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 |
20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 |
27 | 28 | 29 | 30 | |||
Эрне кунĕсен ячĕсене 2006 çул валли кăтартнă |
Ку Википеди уйрăма кунпа çыхăннă пулăмсене çутатса кăтармашкăн йĕрекеленĕ.
Чӳк, 1
[кодне тӳрлет]
- 1179 — Рейм соборĕнче Филипп II Августа патша кăшăлне пуç çине хунă.
- 1512 — Микеланджело халăха Сикст капеллин маччинчи çырнине (капăрл.) кăтартать
- 1611 — Уайтхолл керменĕнче пĕрремĕш ăстрăм Шекспирăн «Тăвăл» пьесине лартнă
- 1612 — Иккĕмĕш халăх ополченийĕ поляк-литва интервенчĕсене Китай-хуларан тапса кăларать
- 1727 — Раççей империпе Китай Кяхта килĕшӳ хучне алă пусса çитĕплетнĕ.
- 1755 — Лиссабонри вăйлă çĕр чĕтренĕвĕ, хыççăн цунами сиксе тухнă: 100 000 сахалтан мар çын пĕтнĕ.
- 1790 — Эдмунд Бёрк хăйĕн «Франци революцийĕ пирки шухăшлани» трктатĕнче унăн вĕçлевне каласа парать
- 1914 — Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи: Чили çыранĕсем çумĕнчи Коронел патĕнче пулса иртнĕ Аслă Британин пĕрремĕш тинĕс çапăçӑвĕ.
- 1922 — Мустафа Кемаль пуçарнипе Осман империнче монархие пăрахăçланă.
- 1930 — «Социализм çулĕпе» (халĕ «Çĕнтерӳ çулĕ») хаçатăн пĕрремĕш кăларăмĕ тухнă.
- 1952 — Эниветок атоллĕ çинче водород бомбине пĕрремĕш ăстрăм хăтлавне ирттернĕ
- 1962 — пĕрремĕш совет «Марс-1» ПАС космос вĕçев аппаратне Марс патне яраççĕ
- 1963 — Пуэрто-Рикора пĕр апертурăллă пысăкран та пысăк радиотелескопа хута янă
- 1993 — Европа Пĕрлешĕвне туса хунă.
Чӳк, 2
[кодне тӳрлет]- 1570 — катастрофăлла шыв килнипе темисĕ пин голланда Çурçĕр тинĕсне юхтарса каять
- 1721 — Ништадт лăпкăлăхне уявланă чухнеСенат I Петĕре император титулĕпе тивĕçтереççĕ
- 1917 — Британ империйĕ Палестинăра еврейсен патшалăхне çĕнĕрен чĕртес ĕмĕчĕ майлă пулса официаллă йышăнать
- 1947 — Говард Хьюз миллионер историре чи пысăк вĕçев киммипе вĕçет
- 1955 — «Биллборд» журнал пĕрремĕш ăстрăм АПШ чи лайăх çĕр юрăсен ят-йышне — Billboard Hot 100 — пичетлет
- 1988 — американ Тетелĕн ĕçлевне пĕрремĕш эреш хурчĕ — Моррис хурчĕ — чараклать
- 1992 — Çурçĕр Осетипе Ингушетире ятарлă ларă-тăрава кĕртет
- 2000 — пĕрремĕш космонавтсем (капăрл.) Тĕнче космос станцийĕ борчĕ çинче.
Чӳк, 3
[кодне тӳрлет]- 1656 — Вилен лăпкăланăвĕ: Раççейпе Речь Посполитая шведсене хирĕçле пĕрлĕ кĕрешме калаçса татăлнă
- 1812 — Тăван Çĕршывăн вăрçи: францисене Вязьма патĕнче çапса аркатаççĕ (капăрл.)
- 1905 —Раççей империн йышĕнче Финляндин автономине çĕнĕрен туса хунă
- 1906 — SOS сигналĕ тинĕсре инкеке лекнисен пĕрлĕ радиоçыхăну сигналĕ пулса тăрать
- 1928 — Турци арап алфавитĕнчен латин алфавитне куçать
- 1957 — космоса Лайка йытăна хăпартса яраççĕ
- 1963 — Андриян Николаевпа Валентина Терешкова туй туса пĕрлешеççĕ
- 1986 — ливан журналĕнче АПШ Ирана вăрттăн япала турттарнă пирки хыпарлать
Чӳк, 4
[кодне тӳрлет]Халăх пĕрлелĕхĕн кунĕ Раççейре. Православисен — Турă амăшĕн Хусан турăшĕ кунĕ (капăрл.).
- 1612 — Иккĕмĕш халăх ополченийĕ Мускава ирĕке кăларать. Поляк-литва гарнизонĕ капиталицие йышăнса, Мининпа Пожарскин çарĕсем Мускав Кремльне кĕреççĕ.
- 1660 — Василий Шереметев çарĕн Украинăри Чудново патĕнчи капитуляцийĕ
- 1737 — тĕнчери чи ватă опера театрĕ, «Сан-Карло», уçăлнă
- 1794 — Александр Суворов революциллĕ Варшавăна штурмлама тытăнать
- 1890 — Лондон метровĕнчетĕнчере пĕрремĕш пĕр йĕрне электрика туртăмне куçарнă
- 1922 — Говард Картер Икĕпатра Тутанхамон фараонăн тупăкне тупать
- 1956 — Совет Союзĕн Маршалĕ Георгий Жуков революциллĕ Будапешта штурмлама тытăнать
- 1979 — техран студенчĕсем АПШ элчелĕхне кĕрсе кайса 53 американа салука илнĕ
- 2008 — Барак Обама АПШ-ра президент суйлавĕнче çĕнтернĕ.
Чӳк, 5
[кодне тӳрлет]- 1605 — Гай Фокс каçĕ (капăрл.): Англири тар каварĕ
- 1813 — Раççейпе Перси Гюлистан лапăлăх килĕшĕвĕ çине алă пуснă
- 1838 — Вăта Америка Федерацийĕ арканма тытăнать
- 1892 — Çĕнĕ Пăва ялĕнче шкул уçнă.
- 1914 — Аслă Британи Кипр утравне аннексиленĕ
- 1952 — Çурçĕр Курилри 1952 çулхи цунами, Раççей кун-çулĕнче чи хăватли пулнă
- 1961 — Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракасси шкулĕ çунса кайнă. Çулăмра 106 ачан тата 4 вĕрентекенĕн пурнăçĕ татăлнă.
- 1990 — РСФСР халăх депутачĕсен съезчĕ Михаил Глинкăн «Патриотика юррине» патшалăх гимнĕ пулма ырланă
- 1996 — Борис Ельцинăн чĕрине операци тунă; патшалăх пуçлăхĕн ĕçĕсене Виктор Черномырдин туса пынă.
Чӳк, 6
[кодне тӳрлет]- 1736 — Михаил Ломоносова Марбург университетне вĕренме илеççĕ
- 1860 — Авраам Линкольн (капăрл.) Республика партинчен пĕрремĕш АПШ президенчĕ пулса тăрать
- 1913 — Кăнтăр Африкăра Махатма Гандине аресленĕ
- 1918 — Польшăра совет республикине туса хунине пĕлтернĕ
- 1924 — тĕнчери пĕрремĕш магистраль тепловусĕсем (Щэл тата Ээл) тĕрĕслев çулçӳревне тухнă
- 1941 — вăрçă вăхăтĕнче Иосиф Сталин иккĕмĕш ăстрăм совет халăхне чĕнсе калани
- 1943 — Тăнăвар çапăçăвĕ: Хĕрлĕ Çар Кейӳне кĕрет
- 1975 — мароккансем пинĕпе Хасан II йыхравĕпе Анăç Сахарăпа Симĕс маршне тухаççĕ
Чӳк, 7
[кодне тӳрлет]- 1659 — Пирене лăпкăлăхĕпе «испан кун-çулĕн ылтăн ĕмĕрĕ тапранать
- 1890 — Николай патша кăнар ывăлĕ Евразие Триестран 300 кун çулçӳревне тухать
- 1912 — Берлинра нимĕç опери пуçланать
- 1917 — Раççейри Октябрь революцийĕ (капăрл.)
- 1918 — Баварире 700 çул ытла тытăнса тăнă Виттельсбах ăрăвне сирпĕтнĕ
- 1920 — Чăваш облаçĕн пĕрремĕш Канашлав съезчĕ пуçланнă (чӳкĕн 11-мĕшчен пынă).
- 1929 — Çĕнĕ Йоркра Хальхи ӳнер музейне уçнă
- 1931 — Мао Цзэдун Китайра совет республикине туса хунине пĕлтерет
- 1941 — нимĕç авиацийĕ «Эрмени» теплохута шыва путарать, 5 000 пассажир пĕтет
Чӳк, 8
[кодне тӳрлет]- 1519 — Эрнан Кортес Теночтитлана кĕнĕ
- 1520 — Стокгольмри юнлă мунчалану (капăрл.)
- 1602 — Оксфордра Англин ватăран та ватă — Бодлеан — вулавăшне йĕркеленĕ
- 1793 — Лувр патша керменĕнчен халăх музейĕ пулса тăрать
- 1923 — Мюнхенри «Сăра пăтăрмахĕ»
- 1961 — «Хаваслисемпе тавçăруллисен клубĕ» программăн пĕрремĕш кăларăмĕ
- 1971 — Led Zeppelin рок-ушкăнăн «Led Zeppelin IV» альбомĕ
Чӳк, 9
[кодне тӳрлет]- 1799 — 18 брюмер пăтăрмахĕпе Франци революцийĕ вĕçленет.
- 1907 — хайĕн çуралнă кунне Эдуард VII тĕнчери чи пысăк алмаза тивĕçнĕ.
- 1918 — Ноябрь революцийĕ: Вильгельм II кайзер хăйне астулран хăтарма ыйтнă.
- 1938 — наци Германинчи «Хрусталь каçĕ».
- 1941 — Севастополе типçĕр енчен нимĕç çарĕсем хупăрланă.
- 1967 — лавкасене Rolling Stone мусăк журналĕн пĕрремĕш кăларăмĕ тухнă.
- 1989 — Берлин хӳмине çĕмĕрме тытăннă.
- 1993 — Босни вăрçи: Хорвати хӳтĕлев канашĕн çарĕсем Мостарти Кивĕ кĕпере (капăрл.) аркатнă
Чӳк, 10
[кодне тӳрлет]Уявсем
[кодне тӳрлет]Пулса иртнĕ
[кодне тӳрлет]- 1862 — Петербургра Д. Вердин (капăрл.) «Араскал вӑйӗ» опера премьери пулса иртнӗ.
- 1910 — Л. Н. Толстой Ясная Полянаран хӑйӗн юлашки ҫулҫӳревне вӑрттӑн тухнӑ.
- 1917 — «Сословисемпе граждан чинĕсене пĕтерни» ВЦИК декретне кăларса тĕрлĕ граждан чинĕсене тата сословисене пĕтернĕ.
- 2005 — Гонконгран чӳк уйăхĕн 9 вĕçсе тухнă Boeing 777-200 LR пассажир самолёчĕ Хитроу аэропорчĕнче (Лондон) ăнăçлă ларнă. Ку вĕçев граждан авиациĕнче пăр лармасăр вĕçнисен хушшинчен чи аякки шутланать. Вĕçев 23 сехет тăсăлнă, пĕтĕмпе 12 650 пин милĕ вĕçнĕ.
Чӳк, 11
[кодне тӳрлет]Лăпкăлану кунĕ в Бельгире тата Францире, Ирĕклĕх кунĕ Польшăра
- 1480 — Угра çинче тăни вĕсленни, падение Тутар-монгол пусмăрне пĕтерни
- 1485 — Веттинсен килĕн харпăрлăхĕсене валеçни
- 1502 — Таса Мартин кунĕнче Колумб Мартиника утрава уçнă
- 1630 — Мария Медичи партийĕ Ришелье кардинала влаçран хăтарас планĕсем пăчланнă
- 1673 — Хотина çапăçăвĕнче (капăрл.) Ян Собеский Семенович ракетăсемпе ăнăçлă усă курнă
- 1864 — генерал Шерман Атлантăна вут-кăварлама хушнă
- 1918 — Антантăпа Германи хушшинчи лăпкăланавĕпе Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи вĕçленнĕ
- 1930 — Лео Силард тата Альберт Эйнштейн Эйнштейн холодильникĕ çине патент туяннă
Чӳк, 12
[кодне тӳрлет]- 930 — тĕнчери чи ватă парламента — исланд альтингне — йĕркеленĕ
- 1868 — Висконсин çынни Кристофер Лэтем Шоулз пичетлекен машинкăна патентленĕ.
- 1888 — пичетлекенсен уявĕнче франци Лилль хулинче ĕçтешсен хорĕ пĕрремĕш ăстрăм «Интернационала» янратарнă
- 1927 — Лев Троцкие ВКП(б) йышĕнчен кăларнă
- 1941 — Мускавра температура −10 °C сивĕрех аннă. Хĕрлĕ Çарăн пĕрремĕш хут йĕлтĕрçисем шăнса хытакан нимĕç çарĕсене атакăланă
- 1942 — Гуадалканал патĕнчи çапăçу (капăрл) пуçланнă
- 1944 — британ СÇВ, ятарлă «Толбой» бомбăсемпе нимĕçсен «Тирпиц» линкорне путарнă
- 1982 — ССКП ТК Теп секретарĕ Леонид Брежнев вилсен Юрий Андропов унăн ĕç вырăнне йышăннă
Чӳк, 13
[кодне тӳрлет]- 1002 — Кӑнтӑр Англире Этельред II хушнипе дансене вӗлернĕ.
- 1851 — Мускавпа Петербург хушшинче Николай чукун ҫулӗ ӗҫлеме пуҫланӑ.
- 1907 — Поль Корню пӗрремӗш вертолётпа ҫӗр ҫинчен 2 метра ҫӳлӗш вӗҫсе хӑпарнӑ.
- 1927 — Нью-Йоркра Гудзон туннелӗ уҫӑлнӑ, ку автомобилсем валли пӗрремӗшӗ пулнӑ.
- 1970 — Хӗвелтухӑҫ Пакистанта «Бхола» тайфуна «Бхола»тан ҫур миллиона яхӑн халӑх пӗтнӗ.
- 1971 — Марс орбитине ҫын тунӑ «Маринер-9», пӗрремӗш спутника кӑларнӑ.
- 1985 — Невадо-дель-Руис вулкан (капăрл.) пӗрхӗнсе тухнӑ, Колумби хули Армеро пӗтнӗ.
- 2002 — Галиси ҫыранӗсем патӗнче «Престиж» танкер путнипе экологи катастрофи пулнӑ.
- 2005 — Китайра вырнаçнă Цзилинь нефтьпе хими савучĕ сирпĕнсе кайнă. Пушара икĕ кун иртсен кăна сӳнтерме пултарнă. 70 ытла çын аманнă, Сунгари юханшыва вараланчăк япалалалăхсем лекнĕ.
Чӳк, 14
[кодне тӳрлет]- 1890 — Витаутас Кайрюкштис, Литва ӳкерçи, çуралнă.
- 1906 — Пайраш Кузьма Ильич, прозăçи, драматургĕ, хирургĕ, çуралнă.
- 1940 — Нимĕç авиацийĕ Англин Ковентри хулине бомбăланă хыççăн унта 568 çын ĕмĕрĕ татăлнă.
- 1954 — Кондолиза Райс, 2001 çултанпа АПШ президенчĕн наци хӳтлĕхĕн ыйтăвĕсемпе пулăшаканĕ, политик, çуралнă.
- 1969 — Американсен «Аполлон-12» космос карапĕ Уйăх çине анса ларать.
- 2001 — Афганистанри вăрçă: Çурçĕр альянс çăрĕсем Кабул çине пенĕ.
- 2001 — Медведев Алексей Фомич, чăваш çыравçи вилнĕ.
- 2002 — Аргентинăра дофолт пулса иртнĕ.
Чӳк, 15
[кодне тӳрлет]- 1672 — Франциск Сильвий, нимĕç тухтăрĕ, физиолог, анатом, химик, йĕтре химин шкулне никĕслекен вилнĕ.
- 1875 — Русанов Владимир Александрович, Арктика тĕпчевçи çуралнă.
- 1889 — Бразилире Деодору да Фонсека ертсе пынипе Педру II императора астул çинчен кăларса сирпĕтеççĕ. Бразилирен республика туса хураççĕ.
- 1899 — Уинстон Черчилль (капăрл.) бурсем патне тыткӑна лекнӗ.
- 1912 — Мамин-Сибиряк Дмитрий Наркисович, вырăс çыравçи вилнĕ.
- 1953 — Ливанов Игорь Евгеньевич, вырăс театр тата кино актёрĕ çуралнă.
- 1976 — Жан Габен, пултаруллă француз актёрĕ вилнĕ.
- 1988 — «Энерги» ятлă пур енлĕ ракетăллă космос транспорт системи космоса хăпарса каять. Ку «Буранăн» пĕрремĕш та юлашки вĕçевĕ пулать.
- 1993 — Казахстанра тенке валютипе усă курма пуçланă.
Чӳк, 16
[кодне тӳрлет]- 1532 — Кахамарк патĕнчи çăпăçу: конкистадорсем, Писарро ертсе пынипе, инксен Атауальпа çарне атакăланă
- 1632 — Вăтăр çуллă вăрçă: Лютцен çапăçавĕнче (капарл.) шведсен патши Густав II Адольф пĕтнĕ
- 1849 — Фёдор Достоевский ҫыравҫӑна вилӗм приговорне панӑ.
- 1933 — АПШ тата СССР пĕр пĕринпе дипломати хутшăнăвĕсене пуçарса янă.
- 1965 — СССР «Венера-3» космос аппаратне космоса хăпартса янă. Тепĕртакран вăл Венера планета çине кайран ăнăçлă анса ларнă.
- 1988 — Эстони ССР Аслă Канашĕ ирĕклĕх пирки пĕлтернĕ, анчах пăхăнманлăх çинчен каламан.
- 1996 — Каспийск (Дагестан) хулинче тăххăр хутлă çурта сирпĕтнĕ, çуртăн иккĕ подъезчĕ ишĕлсе аннă.
Чӳк, 17
[кодне тӳрлет]- 1757 — Санкт-Петербургра Императорăн Ӳнер Академийĕ уçăлнă
- 1800 — Вашингтонра пĕрремĕш ăстрăм АПШ Конгресĕ пуçтарăннă
- 1855 — Дэвид Ливингстон европейсенчен пĕрремĕш Виктория шарлакĕ (капăрл.) патне çитнĕ
- 1869 — Хĕрлĕ тата Вăтаçĕр тинĕсĕсене Суэц каналĕ çыхăнтарнă
- 1950 — тибет астулне Далай-лама XIV йышăннă
- 1970 — Уйăх çине «Луноход-1» хăпартса янă
- 1989 — Прагăра «бархат революцийĕ» тапраннă
- 1997 — Дейр эль-Бахрири Хатшепсут храмĕ патĕнче ютçĕр çулçӳревçисене вĕлерни
Чӳк, 18
[кодне тӳрлет]Латви Республикин ирĕклĕх кунĕ (1918)
- 763 — тибетсем китай тĕп хулинчен Дайцзун императора хăваласа янă
- 1421 — Зёйдерзе дамбăна татса 10 000 яхăн голланда (капарл.) тинĕсе юхтарса кайнă
- 1626 — папа Урбан VIII Римра Таса Петĕр базиликине тасалăха кĕртнĕ
- 1723 — Исеть юханшывĕ çинчи Екатеринбург савут-карманĕ
- 1812 —францисен Ней маршалăн арьергардне Тăван Çĕршывăн 1812 çулхи вăрçи: вырăс çарĕсем çĕмĕрнĕ
- 1917 — Патриарх Тихона икçĕр çул хушшинче пĕрремĕш Мускав тата пĕтĕм Раççей патриархĕ тесе пĕлтернĕ
- 1918 — Александр Колчак адмирала Раççейĕн Аслă тăрăмĕ тесе пĕлтернĕ
- 1978 — Гайанăра «Халăхсен храмĕ» сектин 918 пайташĕ хăйсем çине алă хунă
Чӳк, 19
[кодне тӳрлет]Ракета çарĕсен тата артиллери кунĕ (Раççей)
- 1493 — Христофор Колумб Пуэрто-Рико утравне уçнă.
- 1824 — Санкт-Петербург кун-çулĕнчи чи пысăк шыв илĕвĕ (Александр Пушкин «Пăхăр юланутра» çырса кăтартнă).
- 1863 — Авраам Линкольнăн Геттисбергри калаçăвĕ.
- 1917 — Корнилов, Деникин тата Лукомский генералсем Быхово тĕрминчен тухса тарнă.
- 1942 — Сталинград патĕнчи çапăçура совет çарĕсем нимĕç çарĕсене хĕсме пуçланă.
- 1969 — Уйăх çине американсен космос карапĕ «Аполлон-12» (капарл.) анса ларнă
- 1985 — Женевăра Горбачев Михаил Сергеевичпа АПШ президенчĕ Рональд Рейганпа тĕл пулнă.
- 1986 — СССР «Харпăр ĕçлĕх пирки» саккуна йышăннă.
- 1998 — АПШ Конгресĕнче Клинтон президент импичменчĕ пирки калаçусем тапраннă.
Чӳк, 20
[кодне тӳрлет]- 1818 — Симон Боливар Венесуэла ирĕклĕхе тухнине пĕлтерет
- 1873 — Будăпа Пешт Будапешта (фото çинче) пĕрлешнĕ
- 1941 — нимĕç çарĕсем Ростов-Тан-çинчи хулана кĕреççĕ
- 1945 — Нюрнберг процесĕ — Виççĕмĕш райхра вăрçăра киревсĕр ĕç тунăскерсене айăплав сучĕ — пуçланать
- 1947 — Виндзор Лисавечĕпе Филипп Маунтбаттен венчете тăнă
- 1979 — пĕрремĕш хут искусствăллă юна ăнăçлă янă
- 1985 — Microsoft Windows 1.0 операци системине ĕçе кĕртнĕ
- 1990 — Чикатило маньяка аресленĕ
- 1998 — Тĕнчери космос станцин (ТКС) пĕрремĕш модульне хăпартнă
Чӳк, 21
[кодне тӳрлет]Пĕтĕм тĕнчери телекурав кунĕ, Раççей Федерацин налук органĕсен ĕçтĕшĕсен кунĕ
- 1620 — Плимут колонине йĕркелени: пилигрим-аттесем Мэйфлауэр килĕшĕвĕ çине алă пуснă
- 1783 — Пилатр де Розье историре пĕрремĕш хăй тĕллĕ куçакан сывлăш чăмăрĕ çинче вĕçнĕ
- 1877 — Томас Эдисон фонографа ăслайланă пирки пĕлтернĕ
- 1920 — Дублинри «юнлă вырсарникун»
- 1942 — автомобиль Аляска трассине уçнă
- 1953 — Лондонри Çутçанталăк пĕлĕвĕн музейĕ пилтдаун çыннин пуç шăмми (капăрл.) ултав япали тесе пĕлтернĕ
- 1955 — «Дьяволицы» франци психологи триллерĕн премьери
- 1980 — Пенёр кӳлли пĕтсе ларать
Чӳк, 22
[кодне тӳрлет]- Азербайджанра — юстици ĕçченĕн кунĕ.
- Раççейре — психолог кунĕ.
- Украинăра Ирĕклĕх кунĕ
- Чăваш Википедин çуралнă кунĕ (2004).
- 1699 — Аслă Петĕрпе Вăйлă Август Швецие хирĕçле пĕрле кĕрешме килĕшсе татăлнă
- 1869 — Дамбартонра «Катти Сарк» чей клипĕрне (капăрл.) шыва антарнă
- 1906 — Петр Столыпинăн аграри реформи пуçланать
- 1928 — Гранд-Оперăра пĕрремĕш ăстрăм Равелĕн «Болеро» оперине янраттарнă
- 1963 — Далласра Джон Кеннедине вĕлерни
- 1986 — Майк Тайсон историре йывăрăш шайĕнче чи çамрăк чемпион пулса тăрать.
- 1995 — экран çине компьютерпа тунă пĕрремĕш тулли фильм тухать
- 2005 — Ангела Меркель пĕрремĕш нимĕç хĕрарăмĕ Германин канцлерĕ пулса тăрать
Чӳк, 23
[кодне тӳрлет]- 1708 — Вырăс православи чиркĕвĕ украинсен Иван Мазепа гетманне анафемăна янă.
- 1793 — Гродно сеймĕ хăйĕн ĕçне вĕçленĕ.
- 1831 — Санкт-Петербургра Румянцев керменĕ (капăрл.) уçăлнă.
- 1943 — тăмăрсен (Черчилль, Рузвельт тата Чан Кайши) Каир конференцийĕ.
- 1946 — францисем Хайфона пенĕ хыççăн Индокитай вăрçи тапранать.
- 1957 — Миланра Борис Пастернакăн «Доктор Живаго» романне пичетленĕ.
- 1959 — Шарль де Голль хăй «Европăна, Атлантикăран Урала» çити епле курнине ăнлантарса панă.
- 2003 — Кĕлчечексен революцийĕ: грузин президенчĕ Эдуард Шеварднадзе ĕç вырăнне хăварать.
Чӳк, 24
[кодне тӳрлет]- 1642 — Абель Тасман унăн ятне панă утрав
- 1817 — Истомина балеринăна савакансен (А. С. Грибоедов та хутшăннă) ыралĕ
- 1849 — революциллĕ хумханусене пула IX Пий папăн Римран Гаэтăна тарма тивет
- 1859 — пĕрремĕш кунах «Тĕссем пулса тухни» трактатăн пĕрремĕш кăларăмĕн пĕтĕм тиражне сутса янă.
- 1870 — «Жизнь за царя» пьесăпа Пермьри опера театрĕ ('ӳкерч.) уçăлнă
- 1960 — парис литература кĕтесĕн УЛИПО пĕрремĕш пухăвĕ
- 1969 — АПШ тата СССР Йĕтре хĕçпăшалне сарма юраман килĕшӳне ратифициленĕ
- 1974 — Люси — этем эволюцийĕн «çитмен сыпăкне» — скелетне тупнă
Чӳк, 25
[кодне тӳрлет]- 1120 — Ла-Маншра англи астул нĕселĕ Шурă карап çинче (ӳкерч.) путнă
- 1177 — Салах ад-Динпа Иерусалим патшалăхĕ хушшинчи Монжизар çумĕнчи çапăçу
- 1867 — Альфред Нобель динамита патентланă
- 1939 — Василий Петров, чăваш çыравçи çуралнă.
- 1947 — «Хĕрлĕ хăрушлăх»: вуннă холливуд сценаристне «хура ят-йыша» кĕртнĕ
- 1952 — Агата Кристăн «Мышеловка» пьесин лондон премьери
- 1970 — япун çыравçи Юкио Мисима халăх умĕнче сеппуку тунă
- 1976 — The Band ушкăнăн сывпулу концерчĕ (ăна Скорсезе Мартин «Юлашки вальс» фильмра кăтартнă) иртнĕ
- 1986 — Бахрейна Фахд патшан кĕперĕпе материкпа çыхăнтарнă
Чӳк, 26
[кодне тӳрлет]- 1394 - Ханян Корей патшалăхĕн тĕп хули пулса тăнă (халĕ Сеул).
- 1715 — Август Вăйлăскерне кăмăлламан поляк шляхти Тарногрод конфедерацине туса хунă
- 1741 — Пĕрремĕш Силез вăрçи: Мориц Саксонский кĕтмен çĕртен маневрпа Прагăна илнĕ
- 1894 — Николай II тата Гессен Алиси пĕрлешнĕ (капăрл.)
- 1924 - Монголи Халăх Республикине йĕркеленĕ.
- 1939 — Майнил хирĕçĕвĕ хыççăн СССР Финлянди çине тапăннă
- 1965 — Францин пĕрремĕш «Astérix» спутника хăпартнă
- 1994 — Д. Дудаева хирĕçлисем Грозныя штурмланă
- 2005 — Китайри Цзянси провинцинче çĕр чĕтренĕвĕ пулса иртнĕ. Рихтер шкалипе унăн хăвачĕ 5,7 балл таран пулнă; 14 çын вилнĕ, 377 çын аманнă. Çĕр кисренĕвĕн эпицентрĕ Цзюцзянпа Жуйчан хулисем хушшине килнĕ.
Чӳк, 27
[кодне тӳрлет]- 1095 — Урбан II Клермон соборĕнче Пĕрремĕш хĕрес харçине тухма йыхравлать
- 1671 — Стенька Разин ертсе пынă пăлхав: правительство çарĕсем пăлхавçăсен тĕп хулине ярса илнĕ
- 1895 — А. Нобель хăйĕн пурлăхне Нобель парни фондне халалланă
- 1896 — Рихард Штраус нимĕç халăхне «Саратуштра çапла каланă» симфони поэмине кăтартнă.
- 1919 — Нёй килĕшĕвĕпе Болгари хăйĕн территорин вуннăмĕш пайне çухатать
- 1913 — Алга Александр Егорович, чăваш сăвăçи, çыравçи, драматургĕ, тăлмачĕ, критикĕ çуралнă.
- 1943 — Малышев Юрий Александрович, чăваш сăвăçи çуралнă.
- 1944 — Буйницкий Теодор, поляксен сăвăçи, сатирикĕ, журналисчĕ вилнĕ.
- 2001 — «Хаббл» телескоппа Осирис планета çинче водород атмосферине асăрханă
- 2004 — Иоанн Павел II православи тĕнне тыткансене Иоанн Златоустăн (ӳкерч.) тата Григорий Богословăн тип ӳчĕсене тавăрса панă
- 2005 — Амьенре пите улăштарас пĕрремĕш операциие тунă
Чӳк, 28
[кодне тӳрлет]- Албани патшалăхĕн пăхăнманлăх кунĕ
- Мавритани патшалăхĕн пăхăнманлăх кунĕ
- 1660 — Кристофер Рен, Роберт Бойль тата 10 ăсчах Лондонри патшалăх пĕрлĕхĕ туса хунă
- 1789 — Гильотен тухтăр Йĕркелевçĕсен пухăвĕнче гильотина механизмĕн ĕçне кăтартнă
- 1811 — Лейпцигре пĕрремĕш ăстрăм Бетховенăн «Император» фортепиано концертне кăтартнă
- 1812 — Березина урлă каçнă чухне чакакан францисене çапса аркатнă
- 1919 — Нэнси Астора, хĕрарăмсен пĕрремĕшне, Британ парламенчĕн депутаче пулма суйланă
- 1935 — Моссовет Пукраври Турă Амăшĕ вилнин Асăну чиркĕвне (капăрл.) ишĕлтерме йышăннă
- 1943 — Гитлере хирĕçле коалицин ертӳçисен Тегеран конференцийӗ уçăлнă.
Чӳк, 29
[кодне тӳрлет]- 1284 — Бове хулинчи (Пикарди) туса пĕтермен готика соборĕ ишĕлнĕ, (капăрл.)
- 1314 — Филипп IV Илемлĕскер (фр. Philippe IV le Bel), вилнĕ.
- 1783 — Раççей Академин ларăвĕнче Дашкова арăм кнеç алфавита «Ё» сасă паллине хушма сĕннĕ
- 1830 — Чӳкри пăлхав: Константин Павлович çарсене Варшавăран илсе тухнă
- 1852 — Ада Лавлейс, Байрон хĕрĕ, пĕрремĕш хĕрарăм-программист, вилнĕ.
- 1890 — Япони парламенчĕн пĕрремĕш ларăвне пуçтарăннă
- 1903 — Тихăн Петĕркки, чăваш çыравçи, драматургĕ çуралнă
- 1929 — Р. Бэрд авиатор пĕрремĕш Кăнтăр полюсĕ урлă вĕçсе каçнă
- 1932 — Жак Ширак (фр. Jacques Chirac), Франци президенчĕ (1995 — 2007 çç.) çуралнă.
- 1932 — Совет-франци тапăнманлăх пакчĕ çине алă пуснă
- 1947 — ПНЙ Тĕп Ассамблейи Палестинăна еврей тата арап патшалăхĕсене пайлас плана йышăннă
- 1972 — пĕрремĕш видеовăйăна — Pong — сутма пуçланă
Чӳк, 30
[кодне тӳрлет]- 1700 — Шарль де Круа фельдмаршалăн «Нарвăри конфузи»
- 1717 — джунгар-тибет вăрçисем: Цэван Рабдан Лхасăна тустарнă
- 1786 — тоскан херцăкĕ Пьетро Леопольдо I европа монархĕсенчен пĕрремĕшĕ хăйĕн çĕр-шывĕнче айăпласа вĕлернине пăрахăçланă
- 1807 — франци çарĕсем Жюно ертсе пынипе Лиссабона кĕнĕ
- 1853 — Крым вăрçи тапраннă: Синоп гаванĕнче вырăс флочĕ турккă эскадрине атакăланă капăрл.)
- 1918 — Чĕмпĕрти РКП(б) кĕпкомĕнче чăваш уйрăмне йеркеленĕ.
- 1939 — Совет-финн 1939—1940 çç. вăрçи тапраннă
- 1979 — Pink Floyd иккĕллĕ «The Wall» альбом кăларнă
- 2002 — Александр Дюман вилтăприне Пантеона куçарнă