Хĕрлĕ эрех
Çак статьяна е уйрăма çĕнĕрен çырмалла, чăваш чĕлхин йĕркисене пăхăнмалла, ытти кăлтăксенчен те хăтăлмалла. Статьяна тата унăн уйрăмне статьясене çырмалли йĕркепе хатĕрлемелле, ăнланманлăха пĕтермелле.
|
Ку статьяна е çĕнĕрен çырмалла, е ун вырăнне урăх статья лартмалла. Пач кăларса пăрахни тĕрĕсех мар пулĕччĕ, мĕншĕн тесен ун пек пулăшу материалĕсем (сÿтсеяву, тÿрлетÿсен историйĕ) тухса ÿкеççĕ.
Эрех (лат. vinum) — алкоголь ĕçми (хаярлăхĕ: натураллисен — 9-16 % çав., çирĕплетнисен — 16-22 % çав.), иçĕм е çимĕç-çырла сĕтекĕ туллин е пайĕпе спирта çити йӳçни (хăш чухне спирт е урăх япалалахсене хутăштарнипе — «çирĕплетнĕ эрех» ятлисем).
Эрехе тĕпчекен ăслăха энологи теççĕ.
Эрехсен классификацийĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Эрехе иçĕмрен (этемлĕх кун-çулĕнче эрех тумалли пĕрремĕш çими) те, тĕрлĕ çимĕçрен тата çырларан (эрехĕн йӳнĕрех сорчĕсем) тăваççĕ.
Пахалăхĕпе тĕсĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Эрех тунă чухне çав тери нумай тĕрлĕ иçĕм тĕсĕпе усă кураççĕ. Чи анлăрах вĕсене хура (тăтăшах вĕсене хĕрлĕ теççĕ) тата шурă иçĕмрен туни енĕпе уйăраççĕ. Сăрĕпе вĕсем шурă, кĕрен тата хĕрлĕ сорчĕсем пулаççĕ.
Пахалăхĕпе тата хатĕрлӳ вăхăчĕн виçипе эрехе çапла пайлаççĕ:
- çамрăккисем;
- вăхăт тытманнисем;
- вăхăтпа тытнисем;
- марккăллисем
- коллекцирисем
Спиртпа пылак шучĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Раççей стандарчĕпе килĕшӳллĕ, этил спирчĕпе пылак шучĕпе эрехсене çапла уйăраççĕ:
- Натуральлисем:
- Пылаксăр эрехсем — ăслана пĕтĕмпех йӳçтерсе тунă эрехсем, юлнă пылакĕ 1 % ытла мар. (спирт — 9-13 % çав., пылак — 3 г/л çити)
- Пылаксăррисем ятарлисем (спирт — 14-16 % çав., пылак — 3 г/л çити)
- Çурма пылаксăррисем (спирт — 9-13 % çав., пылак — 5-30 г/л)
- Çурма пылаклисем (спирт — 9-12 % çав., пылак — 30-80 г/л)
- Ятарлисем (тепĕр майлă хаярлатнисем):
- Пылаксăррисем (спирт — 14-20 % çав., пылак — 15 г/л çити)
- Хаяррисем (спирт — 17-20 % çав., пылак — 30-120 г/л)
- Çурма десертлисем (спирт — 14-16 % çав., пылак — 50-120 г/л)
- Десертлисем (спирт — 15-17 % çав., сахар — 140—200 г/л)
- Ликёрсем (спирт — 12-16 % çав., пылак — 210—300 г/л)
- Ароматлисем (спирт — 16-18 % çав., пылак — 6-16 % çити)
Пыл эрехĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ятарлă эрехсем шутне çавăн пекех хăй тĕллĕн йӳçнĕ натуральлĕ пыл эрехĕсене те кĕртме пулать. Кусем — пыл тата чечек тутиллĕ вăтам пылак эрехсем. Этил спирчĕн шайĕ 13,3 — 15,5 % çав. Пыл эрехĕ — пăтранчăксăр çутă шĕвек, унта шупка сарă е ылтăн тĕс те çук. Эрех аромачĕн пуххинче натуральлĕ компонентсем: тĕхемсем, сиплев курăкĕсем, çырласем…
Европăри, Францири эрехсен классификацийĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Эрех категорине пахалăх палли вырăнне хураççĕ. Фанцузи классификацинче эрехĕн тăватă категори: AOC, VDQS, апатлану эрехĕсем тата вырăнти эрехсем. Пĕрлĕ европа классификацинче икĕ категори — паллă регионта тунă паха эрехсем — VDPRD (AOC тата VDQS) тата апатлану эрехĕ (франци классификаципе апатлану эрехĕсене вырăнти эрехсемпе пĕрлештереççĕ).
Эрех тăваслăх тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Иçĕм çырли нумай çер-шывра ӳсет, çавăнпа та, мĕнпур Евразире (уйрăмах Францире, Италире тата Испанире); Çурçĕрпе Кăнтăр Америкăра; Африкăра (уйрăмах КАР-та); Австралире тата Çĕнĕ Зеландире, эрех туса кăлараççĕ.Эрех тăвас ĕç-пуç эталонĕ тесе историлле Францие хисеплеççĕ.
Вырăн | Патшалăх (эрех тăваслăх статья каçи) |
Туса кăларни (тоннă) |
---|---|---|
1 | Франци | 5,329,449 |
2 | Итали | 5,056,648 |
3 | Испани | 3,934,140 |
4 | АПШ | 2,232,000 |
5 | Аргентина | 1,564,000 |
6 | Китай | 1,300,000 |
7 | Австрали | 1,274,000 |
8 | КАР | 1,157,895 |
9 | Германи | 1,014,700 |
10 | Чили | 788,551 |
11 | Португали | 576,500 |
мĕнпур патшалăхсен ят-йышĕ |
Греци эрехĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Грек этеплĕхĕнче эрех çав тери тĕп вырăн йышăннă пулнă, классика тапхăрĕнче Дионис сăнарне эрехĕн ясар туррин — çам ураллă Бахусăн (Вакхăн) — санарне куçарнă.
Эрех тăвакан грек ăстисем хаяр эрех хатĕрленĕ чухне пылпа питĕ ăнăçлă усă курнă, мĕншĕн тесен çак пахалатнă çутçанталăк пылаклăхĕ çеç эрехе кирлĕ хаярлăха çитерерт. Эрехе сăмалапа (resin) хутăштарса «рецина» хатĕрлес рецепта авалхи тапхăртан сыхласа çитернĕ, ун чухне тĕрлĕ ӳсентăран, хăмла, белладонна е дурман, пулас, эрехе кĕнĕ.Лемнос утравра Мускат Александрийски иçĕм сортран пылак эрех тăваççĕ.
- Bordeaux ( Бордо )- Францире чи пысăк эрехтăваслăх ен. Бордо элекрен чи чаплă, чи хаклă эрехсем тума тытăнă. 1855 çулта Бордо енри эрехсен классификаци пулнă : хĕрлĕ пылаксăр эрехсем пиллĕк класа пайланă. Чи çÿлти класĕ - Premiers grand crus classes. Паян Bordeaux эрехĕ тĕрлĕ майлă пулать: хĕрлĕ пылаксăр, хĕрлĕ çур-пылаксăр, шурă пылаксăр, шурă çур-пылаксăр, шупка хĕрлĕ тата шурă е шупка хĕрлĕ игристое. Бордори Сăтерн тата Барсак енре (Sauternes,Barsac) чи пылак шурă эрехсем тăваççĕ. Бордори иçĕм çырла сорчĕсем : хĕрлĕ Каберне совиньон, Каберне фран, Мерло, Пти (пĕчĕк) вердо, Мальбек е Кот, Карменер; шурă Совиньон Блан, Совиньон Гри, Семийон, Мюскадель ( Мускат мар ), Мозак, Коломбар, Юни блан тата Онденк.
- Bourgogne ( Бургунди )- Франци хĕвелтухăçĕн эрехтăваслăх енĕ. Тĕрлĕ эрехсем 10 иçĕм çырли сорчĕсенчен кăна тăваççĕ: хĕрлĕ - Пинă Нуар, Гамэ,Сезар тата Трессо; шурă - Шардоне, Алиготе, Пино Блан, Пино Гри, Мелон де Бургонь тата Совиньон Блан (2002 çултанпа). Бургунди енре чи хаклă хĕрлĕ пылаксăр эрех тăваççĕ: Romanee-Conti.
- Chablis (Шабли) шурă пылаксăр эрех Шардоне иçĕмран тăваççĕ.
- Alsace (Эльзас эрехсем) - Франци чи çурçĕрти эрехтăвакан енĕ.Чилайах шурă эрехсем тăваççĕ.
- Champagne ( Шампанское ) -чашкăракан Шампань тăрăхра туни эрехĕ.
Итали эрехĕсем тĕнчипех сарăлнă.Чи паллă иçĕм сорчĕсем : Санджиовезе, Неббиоло,Треббьяно, Пинă Гри, Мальвазия тата Верментино
- Сан-Джиминьяно, Тосканăри авалхи пĕчĕк хули Верначча (Vernaccia di San Gimignano) шурă эрехпе паллă пулса тăрать. Пĕрремĕш шурă эрехсен DOCG категори илнĕ.
- Мĕнпур Тосканăра DOCG (Denominazione di Origini Controllata e Garantina — «пулса тухнине тĕрĕслеççĕ те шанăç параççĕ») категориллĕ хĕрлĕ Кьянти (Chianti) эрех — Греве ди Кьянти хула таврашĕнче чи паллă эрехе — тăваççĕ.
- Orvietto Classico Campogrande — Умбрири пылаксăр шурă эрех
- Бароло — Пьемонт провинцинчи эрех. Неббиоло иçĕм çырлинчен тунă хĕрлĕ пылаксăр эрех.
- Барбареско — Пьемонт провинцинчи эрех. Неббиоло иçĕмран хĕрлĕ пылаксăр эрех.
- Монтепульчиано Д'Абруццо — Абруццо провинцинчи эрех. Монтепульчано иçĕм çырлинче хĕрлĕ пылаксăр вăтам йӳçĕклĕ, танинпа ăнтăхтаруллă тутăллă эрех.
Раççей эрехĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Краснодар Ен - чи пысăк эрех тăваслăх ен. Паян Краснодар Енĕнче 60 % раççейри иçĕм çырлине ӳстереççĕ, 45 % эрех, 1/5 коньяк, 2/3 шампань тăваççĕ. Чи паллă эрех хуçалăхĕсем: Фанагори (Хăнакур), АПК Южный, Chateau Grand Vostok,Русская Лоза,Кубань-вино, Мысхако, Абрау-Дюрсо.
- Ростов Ен. Паллă эрех хуçалăхĕсем: Цимлянь эрехĕ,Миллеровский винзавод, Винодельня "Ведерниковъ" ( Шурă эрех Ркацители иçĕмрен тунă "2009 Донская чаша" эрех MundusVini Ылтăн Паллăна (Нимĕç Патшалăхĕнче) тивĕçнĕ).
- Дагестан -"Раççей коньякĕн Аслă Енĕ". Кунта ытларах Ркацители иçĕм çырлине ӳстереççĕ. Паллă коньяк тата эрех завочĕсем :
"Кизляр коньяк завочĕ", "Дербент коньяк завочĕ","Избербаш коньякĕ"," Дербентский комбинат игристых вин","Махачкалинский комбинат шампанских вин"
- Rioja (Риоха)- чи паллă испани эрехтăваслăх ен. Кунта ытларах хĕрлĕ типĕ эрех Темпранильо ( Tempranillo/Tinto Pais/Cencibel) иçĕмран тăваççĕ.Шурă типĕ е çур-пылак Виура (урăхла Макабео теççĕ) иçĕмран тăваççĕ.
- La Mancha (Ла-Манча) - тĕнчере чи пысăк эрехтăваслăх лаптăкĕ.Вăтам Испанире сăртлă ен.Ытларах кунта йÿнĕ "сĕтелри эрех" тăваççĕ.Иçĕм сортсем : хĕрлĕ - Темпранильо (ытларах) тата Гарнача Тинто; шурă - Айрен (Airen) тата Виура.
Германире чилайăш шурă эрехсем тăваççĕ.Анлă сарăлнă иçĕм сорчĕсем : Рислинг, Мюллер-Тургау тата Сильванер.Германире паха пылак "пăрлă эрех" - айсвайн тăваççĕ.
Эрех тумалли технологи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Эрехе ĕçес этеплĕх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Эрех нисепĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Эрех нисепĕ — сетел çине эрех лартмалли йĕрке, çаплах хăш эрехпе епле çимĕçпе апатланланас сĕнӳсем.
- Апатланас умĕн, апат лайăх антăр тесе, яланхилле аперитив: мадера, херес, вермут… ĕçеççĕ;
- Сĕтел шурă эрехне какай тата пулă апат патне лартаççĕ;
- Натуральлĕ пылаксăр, çурма пылаксăр тата çурма пылаклă эрехе пахча çимĕçĕпе пĕрле ;
- Сĕтел хĕрлĕ эрех така, пăру ашĕпе, сунар кайăкпа, килти кайăкпа, шашлыкпа, пловпа, буженинăпа пĕрле параççĕ;
Черккесене суйласа илни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кĕленче пăккине кăларни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ватăрах эрехе упраса тытмалла. Эрех кĕленчине штопорпа уçаççĕ. Пăра евĕрлипе уçма меллĕрех. Тĕрĕс йĕркепе, пăкăна витĕрех шăтарма юрамасть. Шурă эрехăн пăккине черккесене яриччен кăна кăлараççĕ. Хĕрлĕ эрехе ĕçес умĕн 30-40 минут маларах уçса эрехе сывлăшпа «сывлаттармалла».
6 çул ларнă хĕрлĕ эрехĕн тĕпĕ юлать.
Эрех тата сывлăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Эрехĕн хĕрлĕ сорчĕсенче, тухтăрсем каланипе, антиоксидант чылай , çавна пула вĕсем сывлăхшăн питĕ юрăхлă. Иçĕмрен юхтарнă эрехе тăтăшах Хĕвел ĕçми теççĕ, мĕншĕн тесен вĕсене иçĕм çырлине пуçтарăннă Хĕвел хăвачĕ пархатарлăхĕ сыхланса куçать. Натуральлĕ эрехсенче тĕрлĕ ферментсем, микроэлементсем, витаминсем тата урăх усăллă биологи енчен хастар япалалăхсем упранаççĕ.
Библи эрех пирки
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кивĕ Заветра "эрех" сăмахĕ 207 хут çырнă, "иçĕм чĕрĕ хула" - 62 хут.
Коран эрех пирки
[тӳрлет | кодне тӳрлет]"Çăтмахра пурăнакансем" ӳсĕлтермен çăтмах эрехне ĕçĕç (Коран, 56:19).
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Мишель Монтиньяк, "Чудесные свойства вин", Мускав, Оникс, 1999, ISBN 5-249-00163-7.
- Род Филлипс. История вина.
- Г. А. Шаповалов «Научно-обоснованные технологии промышленной переработки продуктов пчеловодства». Коломна,2003.
- ГОСТ 7208-93. Вина виноградные и виноматериалы виноградные обработанные.
- Вино. Иллюстрированная энциклопедия. Кристиан Каллем.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]эрех Викисăмахсарта? | |
Эрех Викивулавăшра? | |
Wine Викиампарта? |
- Грозди.ру. Эрех пирки — эрех тăвассипе алкоголь пасарĕ пирки отраçлĕ сайчĕ.
- О вине. 2008 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ. Краткие характеристики видов вин с иллюстрациями. Франци, нимĕç, испан, вырăс тата урăх эрехсен классификацийĕ.
- Урал эрехĕ 2009 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ. Эрех, дегустаци пирки, эрех коллекцисем, эрех сĕтел-пуканĕ, эрех пӳлĕмĕсем, эрех çул-çӳревĕ.
- Эрех черккисем 2010 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче архивланӑ. — Мĕнле черккесене килте тытмалла тата мĕншĕн.
- Итал эрехĕсем. Этикеткăсене вуласа. Провинцисем тăрăх
- Италири эрех тăваслăх кун-çулĕ, эрех регионĕсем 2008 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ.
- Итали эрехĕсем, классификаци тата эрех тăвакан регионсем 2010 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ.
- Simple Wine News журналăн блогĕ. 2015 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ. Статьи о вине и виноделии, дегустации, рейтинги вин Франции, Италии, Испании и Нового Света.
- Таблица винтажей — по годам оценка качества урожая в различных регионах и странах 2010 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ. на май 2008
- Пять сортов вин, о которых следует знать 2010 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ.
- Улма-çимĕç эрехĕсем, хатĕрлемелли рецептсем 2010 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
- Раççейри иçĕм 2010 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче архивланӑ.
- Килте эрех тумалли рецептсем 2010 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ.
- Эрехе фальсификацилени 2011 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ.
- «Франци скаучĕ» — франци эрехĕ пирки сайт (акăлч.)
- Serve wine at the best temperature. (акăлч.)
Алкоголлĕ ĕçмесем |
|
---|---|
Питĕ хаяррисем, 66—96 % | |
Хаяррисем, 31—65 % |
Авамори • Аквавит • Арак • Арманьяк • Бальзам • Бехеровка • Боровичка • Бренди • Бумбо • Бурбон • Буха • Виски • Водка • Граппа • Джин • Дивин • Егермайстер • Зубровка • Кальвадос • Киршвассер • Коньяк • Маотай • Мескаль • Метакса • Настойка • Палинка • Писко • Полугар • Раки • Ром • Самбука • Аншарли • Сливовица • Текила • Узо • Чача • Шнапс |
Вăтаммисем, 9—30 % | |
Хаярмаррисем, 1,5—8 % |