Алтай Республики
Алтай Республики | |||||
| |||||
Тĕп хули | Горно-Алтайск | ||||
---|---|---|---|---|---|
Лаптăкĕ - Пĕтĕмпе |
35 92 903 км² | ||||
Халăх йышĕ - Пĕтĕмпе |
81 | ||||
Федераци тăрăхĕ | Çĕпĕр федераци тăрăхĕ | ||||
Экономика регионĕ | Анăç-Çĕпĕр экономика районĕ | ||||
Регион номерĕ | 04 | ||||
Патшалăх чĕлхисем | вырăс, алтай тата казах(темĕнле районсенче)[2] [3] | ||||
Пуçлăхĕ | Андрей Турчак | ||||
Эл Курултайăн Ертӳҫи | Артур Кохоев | ||||
Гимн | Алтай Республикин гимнĕ | ||||
Вăхăт тăрăхĕ | ГВ MSK+4, UTC+7 |
Алтай Республики (алт. Алтай Республика, каз. Алтай Республикасы, выр. Республика Алтай) — Раççей Федерацийĕн субъекчĕ, унӑн йышне кӗрекен республика (патшалăх)[4][5].
Çĕпĕр федераци тăрăхне, Анăç-Çĕпĕр экономика районне кĕрĕт. Тĕп хули — Горно-Алтайск.
Республика çурçĕрте Алтай Енĕпе, çурçĕр-тухăçра — Кемĕр облаçĕпе, тухăçра — Хакасипе Тыва чикĕленет. Алтай Республики кăнтăрта Монголипе, Китай Халӑх Республикипе тата кăнтăр-анăçра Казахстанпа юнашар вырнаçнă та.
1922 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче Ойрат автономиллĕ облаçĕ пек йĕркеленĕ. Ойрот автономиллĕ облаçĕ — 1932 çултан, Туçи-Алтай автономиллĕ облаçĕ — 1948 çултан, Туçи-Алтай Автономиллĕ Совет Социализмлă Республики — 1990 çулхи юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнчен. 1992 çулхи нарăсăн çу 7-ччен Туçи Алтай Республики пек[6].
Патшалăх чĕлхисем: алтайла та вырăсла. Казах чĕлхипе калаçакан вырӑнсенче ӑна официаллă сферӑсенче усă кураҫҫӗ[7].
Географи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Алтай Республики МСК+4 сехет зонинче вырнаçнă. Тĕнчери ку UTC+7 сехет зони[8][9].
Климат
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Климат питĕ континенталлă, кĕске те ăшă çулкуннепе тата çӳллĕ сивĕ хĕлпе[10].
Вар-çул тӳремлĕхсенче сывлăш температури 0-ран +5-ччен °C (чи ăшă çанталăк Чемал ялĕнче фиксациленĕ), тата ку Çĕпĕрте чи ăшă температура.
Ту сенче вар-çул сывлăш температури —6 °C ӳктерет (Кош-Агач ялĕнче фиксациленĕ)[11][12].
Кош-Агач районĕ те Улаган районĕ Аякри Çурçĕрти районсем шутне кĕрĕт.
Рельеф
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Республикăн территориĕнче çӳллĕ тусем пайлакан ансăр та тарăн юханшывсен тӳремлĕхĕсенче. Чи çӳллĕ ту — Белуха (урăхлă ятсем: Кадын-Бажы, Уч-Сумер) (4509 метр) чи çӳллĕ вырăн Çĕпĕрте.
Вăрман
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вăрман фончĕ 5,045 млн га 50,4 пин. км2, вăрмансемпе хупланă 4,125 млн га[13].
Юханшывсемпе кӳлĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Юханшывсемпе кӳлĕсем йышĕ республикара — 20 пин, пĕтĕм вăрăмăшпа ытла 60 пин. км. та 7 пин кулĕ патнелле, пĕтĕм лаптăкпа ытла 600 км². Чи пысăк юханшывсем: Катунь та Бия, вĕсем пĕрле Обьра юхаççĕ, чи пысăккисенчен Çĕпĕрте юханшывĕ. Чи пысăк кӳлĕ Ылтăн (алт. Алтын-Кёль) лаптăкпа 230,8 км² та тарăнпа 325 метр.
Плато
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Укок — лаптак ту-сăртлăх аякри кăнтăр енче Алтай Республикин вырнаçнă, малалла патшалăхсемпе чикĕленет: Казахстан, Китай, Монголи те Раççей. Ку реликт çӳллĕ тӳремлĕх, чи çӳллĕ абсолютлă çӳллĕшпе 2200—2500 м, 500—600 м ту хырçисемпе.
Куйтэн-Уул (4374,0 м) Белуха хыççăн иккĕмĕш Алтай тăвĕсен çӳллĕшĕ.
Укон лаптак ту-сăртлăхĕн кăнтăр енче малалла шыв чиккисенче лартать: Сайлюгем, Табын-Богдо-Ола, Кăнтăр Алтай. Çурçĕр енче Укон Кăнтăр-Чуй ту хырçипе, тальвегпе Джазатор юханшывĕнчен Коксу юханшывĕн тӳремлĕхĕн кăкĕччен (Самаха лапамĕ).
Укок çанталăк паркĕ лаптак ту-сăртлăхăн кăнтăр енче вырнаçнă.
Çут çанталăк инкек-синкерĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]2003 çулхи авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче Алтай Республикин кăнтăр районĕсенче юлашки вуннă çулсенчен чи пысăк çĕр чĕтрени пулнă. Эпицентрте 8—9 балл пулнă, тĕп чĕтренин вăйĕ 7,3 балл. Вăл хыççăн Республикара пĕчĕк çĕр чĕтреннисем фиксациленĕ (пĕчĕкрех вăйпа). Тапăсем Çĕнĕ Çĕпĕр облаçĕнче, Алтай Енĕнче, Красноярск Енĕнче те хĕвелтухăç Казахстанта фиксациленĕ те.
Чи пысăк синкерсем Кош-Агач, Улаган, Шебалино та Онгудай районĕсенче пулнă. Никам та вилнĕ, пĕр-ик çын çемçе сурансене илнĕ. Анчах çĕр чĕтрени ытла 1,8 пин (урăхлă даннăĕсемпе пиллĕк çĕр патнелле) çуртсем арканнă. Пĕтĕмпе инкеклĕх, ытла 1 миллиард тĕнке пулнă.
Чикĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Алтай Республики малалла регионсемпе чикĕленет:
- Çурçĕрте Кемĕр облаçĕ (РФ)
- Çурçĕр-хĕвелтухăçра Хакаси (РФ)
- Хĕвелтухăçра Тыва (РФ)
- Кăнтăр-хĕвелтухăçра Баян-Улгий (Монголи)
- Кăнтăрта Синьцзян-Уйгур автономи районĕ (Китай)
- Кăнтăр-хĕвеланăçра Хĕвелтухăç-Казахстан облаçĕ (Казахстан)
- Хĕвеланăçра Алтай Ен (РФ)
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хальхи Алтай Республикин çĕрĕ авалхи çулçенче малалла патшалăхсен тытăмĕнче пулнă: Пĕрремĕш Тĕрĕк каганачĕ, Уйгур империйĕ тата Енисей Кăркăс патшалăхĕ. Çак вăхăтра вырăнти халăх тĕрĕклетнĕ (чĕлхеллĕ те культураллă).[14]
Алтай Республикин кăнтăр пайĕ Найман каганачĕнче пулнă. Унтан Алтай çĕрĕ Монгол Сяньбэй патшалăхĕнче (93-232), Жужань каганачĕнче (330-555), Монгол империйĕнче (1240-1368), Ылтăн Уртинче (1240-1502), Джунгар каначĕнче (1634-1758), Цин империйĕнче (1757-1864), Раççей империйĕнче (1864-1918), Каракорум Автномийĕнче (Граждан вăрçи) (1918-1922), ССРП-нче (1922-1991) тата Раççей Федерацийĕнче (1991-хальхи) кĕнĕ.[15]
Халăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Росстат даннăĕсемпе 210 769[1] çын. Халăх йышлăхĕ 2,27 çын/çм2 (2023). Хула халăхĕ: 31,01[16]
Халăх та хула халăхĕ (унăн %) Пĕтĕм Пĕрлĕшӳ те Пĕтĕм Раççей çырăвĕсемпе[17][18]:
- Наци халăх йышĕ, Пĕтĕм Пĕрлĕшӳ те Пĕтĕм Раççей çырăвĕсемпе (1926—2010)
Халăх | 1926[19] | 1939[20] | 1959[21] | 1970[22] | 1979[23] | 2002[24] | 2010[25] |
---|---|---|---|---|---|---|---|
вырăссем | 51 812 (52,0 %) | ▲114 209 (70,4 %) | ▼109 661 (69,8 %) | ▲110 442 (65,6 %) | ▼108 785 (63,2 %) | ▲116 510 (57,4 %) | ▼114 802 (56,6 %) |
алтайсем | 35 601 (35,7 %) | ▲39 285 (24,2 %) | ▼38 019 (24,2 %) | ▲46 750 (27,8 %) | ▲50 203 (29,2 %) | ▲62 192 (30,6 %) | ▲68 814 (33,9 %) |
казахсем | … | ▲4 280 (2,6 %) | ▲4 745 (3,0 %) | ▲7 170 (4,3 %) | ▲8 677 (5,0 %) | ▲12 108 (6,0 %) | ▲12 524 (6,2 %) |
теленгитсем | 3 414 (3,4 %) | … | … | … | … | 2 368 (1,2 %) | ▲3 648 (алтайсемпе) |
кумандинсем | 1 384 (1,4 %) | … | … | … | … | 931 (0,5 %) | ▲1 062 (0,5 %) |
украинсем | … | ▲1 682 (1,0 %) | ▼1 462 (0,9 %) | ▼1 309 (0,8 %) | 1 305 (0,8 %) | ▲1 437 (0,7 %) | ▼1 010 (0,5 %) |
нимĕçсем | … | … | ▲1 113 (0,7 %) | ▼637 (0,4 %) | ▲720 (0,4 %) | ▲903 (0,4 %) | ▼700 (0,3 %) |
Администрациллĕ-территориллĕ пайлану
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Алтай Республикин конституципе ун шутне 1 хула, 10 район (аймак) кĕрет[26]. Алтай Республикин Саккунĕпе «Об административно-территориальном устройстве Республики Алтай» РФ субъекчĕнче 1 хула, 10 район (аймак) тата 91 ялсем пур.[27].
Муниципаллă тытăмпа, Алтайра 102 муниципаллă йĕркеленӳ пур: 1 хула тăрăхĕ, 10 муниципаллă район, вĕсенче 91 ял тăрăхĕ.
- Хула республика пĕлтерĕшпе:
- Горно-Алтайск хули;
- Районсем (аймаксем):
- Кош-Агач районĕ (аймакĕ);
- Майма районĕ (аймакĕ);
- Онгудай районĕ (аймакĕ);
- Турочак районĕ (аймакĕ);
- Улаган районĕ (аймакĕ);
- Усть-Кан районĕ (аймакĕ);
- Усть-Кокса районĕ (аймакĕ);
- Шебалино районĕ (аймакĕ);
- Чемаль районĕ (аймакĕ);
- Чой районĕ (аймакĕ).
Экономика
[тӳрлет | кодне тӳрлет]2021 çулхи раштавăн 1-мĕшĕнче Алтай Республикинчи ялти халăх йышĕ 156 450 (71%) пурăннă.
2020 çулхи ял хуçалăх продукцийĕ 10,2 млдр тĕнке (-4,1 %)[28]
Тĕп ял-хуçалăх экономика отраслĕ ку выльăх-черлĕх ĕрчетни, марал ĕрчетни тата вĕсен панты продукцийĕн усă курни, вăрманти йывăçсемпе усă курни, хурт-хăмăр ĕрчетни, имçам курăкĕсем хатĕрлени, туризм, апат культура çитĕнтересси, сад ĕрчетни тата ытти.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Республика Алтай: крат. энцикл. / НИИ алтаистики им. С. С. Суразакова и др. ; гл. ред. А. С. Суразаков. — Новосибирск: АРТА, 2010. — 365 с.: ил., карты, портр.
- Молчанова О. Т. . — Горно-Алтайское отделение Алтайского книжного издательства. — 5000 экз.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ 1 тата 2 Численность постоянного населения Российской Федерации по муниципальным образованиям на 1 января 2023 года (с учётом итогов Всероссийской переписи населения 2020 г.)
- ^ Алтай Республикин конституцийĕ, 13-мĕш ст.
- ^ Алтай Республикин Саккунĕ Халăхсен чĕлхисем çинчен пурăнакан Алтай Республикинче Архиври копи, 9 Кӑрлач уйӑхӗн 2021 Wayback Machine çинче. I Пуç, 4-мĕш статья.
- ^ Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗ. 1 сыпӑк 5 статья 1 тата 2 пункт:
1. Раҫҫей Федерацийӗ республикӑсенчен, крайсенчен, облаҫсенчен, федераци пӗлтерӗшлӗ хуласенчен, автономиллӗ облаҫран, автономиллӗ округсенчен — Раҫҫей Федерацийӗн пӗр тан правӑллӑ субъекчӗсенчен — тӑрать.
2. Республикӑн (патшалӑх) хӑйӗн конституцийӗпе саккунлӑхӗ пур. Край, облаҫ, федераци пӗлтерӗшлӗ хула, автономиллӗ облаҫ, автономиллӗ округ хӑйӗн уставӗпе саккунлӑхӗ пур - ^ Локтева Ж.В., Мереминский С.Г., Кызласов И.Л., Нечаев В.С., Якименко А.Е., Селевёрстов В.В., Цендина А.Д., Зинченко С.А Респу́блика Алта́й. — Мускав: Научное издательство «Большая российская энциклопедия», 2004. — 1005 с. — 65000 экз. — ISBN 5-85270-326-5
- ^ Конституционное право. Учебное пособие для семинарских занятий и … — Шарнина Л. А. — Google Books.
- ^ Закон «О языках народов, проживающих на территории Республики Алтай»
- ^ Федеральный закон от 03.06.2011 № 107-ФЗ «Об исчислении времени», статья 5
- ^ Новости — Федеральное агентство по техническому регулированию и метрологии (РОССТАНДАРТ). çăлкуçран архивланă 10 Раштав уйӑхӗн 2017. Тĕрĕсленĕ 27 Пуш уйӑхӗн 2016.
- ^ Ледяные красоты Байкала.
- ^ Архив климатических данных.
- ^ Погода и климат.
- ^ Лесопользование и охрана лесов.
- ^ Encyclopedia of the World's Minorities - Routledge, 2005. ISBN 1-57958-468-3, New York
- ^ Znamenski, Andrei (2005). «Power of Myth: Popular ethnonationalism and Nationality Building in Mountain Altai, 1904–1922». Acta Slavica Iaponica 22: 44–47.
- ^ https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/chisl_RF_01-01-2022_VPN-2020.xls 2023 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче архивланӑ. Численность населения по полу по субъектам Российской Федерации на 1 января 2022 года (с учётом итогов Всероссийской переписи населения 2020 г.)
- ^ Переписи населения Российской империи, СССР, 15 новых независимых государств.
- ^ Тома официальной публикации итогов Всероссийской переписи населения 2010 года.
- ^ Демоскоп Weekly — Приложение. Справочник статистических показателей.
- ^ Демоскоп Weekly — Приложение. Справочник статистических показателей.
- ^ Демоскоп Weekly — Приложение. Справочник статистических показателей.
- ^ Демоскоп Weekly — Приложение. Справочник статистических показателей.
- ^ Демоскоп Weekly — Приложение. Справочник статистических показателей.
- ^ Демоскоп Weekly — Приложение. Справочник статистических показателей.
- ^ Информационные материалы об окончательных итогах Всероссийской переписи населения 2010 года.
- ^ Алтай Республикин Конституцийĕ (Тĕп Саккунĕ.
- ^ Алтай Республики Саккунĕ «Об административно-территориальном устройстве Республики Алтай».
- ^ Rosstat 2021 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Алтай Республикин официаллă сайчĕ 2014 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ.
- Постоянное представительство Республики Алтай в Москве. çăлкуçран архивланă 8 Чӳк уйӑхӗн 2018.
- Лихенофлора Республики Алтай
Алтай Республики |
|||
---|---|---|---|
Раççей Федерацин Çĕпĕр федераци тăрăхĕ | ||
---|---|---|
Раççейĕн федераци тытăмлăхĕ |
||
---|---|---|
Республикăсем | ||
Енсем |
Алтай • Байкал Лешьен • Камчатка • Краснодар • Красноярск • Перĕм • Ставрополь • Тинĕсçум • Хабаровск | |
Облаçсем |
Амур • Архангельск • Аçтăрхан • Ăренпур • Белгород • Брянск • Владимир • Волгоград • Вологда • Воронеж • Иваново • Иркутск • Запорожье1 • Калининград • Калуга • Кемĕр • Киров • Кострома • Курган • Курск • Ленинград • Липецк • Магадан • Мурманск • Мускав • Новгород • Омск • Орёл • Пенза • Псков • Ростов • Рязань • Самар • Сарăту • Сахалин • Свердловск • Çĕн Çĕпĕр • Смулен • Тамбов • Тĕвер • Томск • Тула • Тĕмен • Херсон1 • Челепи • Чĕмпĕр • Чулхула • Ярославль | |
Федераци шайĕнчи хуласем | ||
Автономиллĕ облаç | ||
Автономиллĕ тăрăхсем | ||
1 Тĕнчери йышăннă Украинăн территорисенчи • 2 Архангельск облаçне кĕрет • 3 Тĕмен облаçне кĕрет |