Контент патне куҫ

Патăрьел районĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Чкалов районĕ ҫинчен куҫарнӑ)
Патăрьел районĕ
Герб
Герб
Ялав
Ялав
Патшалăх РФ
Статус муниципаллă район
Кĕрет Чăваш Ен
Администраци центрĕ Патăрьел чиркӳ ялĕ
Йĕркеленĕ вăхăт 1927
Район администрацин пуçлăхĕ Селиванов Рудольф Васильевич
Официаллă чĕлхе чăваш
Пурăнан халăх (2010)
34 496[3] (2,79 %, 4-мĕш вырăн)
Йышлăх 36,56 çын/çм²
Наци йышĕ чăвашсем - 70%, тутарсем - 27%
Конфесси йышĕ православсем, мăсăльмансем
Лаптăк 943,66[4] çм² (8-мĕш вырăн)
Патăрьел районĕ карттă çинче
Вăхăт тăрăхĕ

MSK (UTC+3)

Телефон кочĕ +7 83532
Сайчĕ
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Патăрьел районĕ

Патăрьел районĕ, — Чăваш Енĕн кăнтăр-хĕвелтухăç енче вырнаçнă. Пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 944 км2 танлашать. Район администрациĕ.

Патăрьел районĕн вырăнĕ сăртлă тӳремлĕхсенчен тăрать. Шупашкартан 138 çухрăмра ларакан Патăрьел ялĕнче вырнаçнă.

Патӑрьел районӗ 1927 ҫулта Авӑнӑн 5-мӗшӗнче никӗсленӗ. 1939-1958 ҫулсем хушшинче Чкалов районӗ ятлӑ пулнӑ. 2023 ҫулта район вырӑнне муниципаллӑ округ йӗркеленӗ.

Çутçанталăк

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чĕрчунсенчен кунта тыркас, арлан, çĕр мулкачĕ, мулкач, тилĕ, кашкăр, сăвăр тупăнать. Çавăн пекех вăрмансенче пакша, çӳлевĕç, хăнтăр, пурăш, сăсар, шашкă тата ытти тĕрлĕ чĕрчунсем пур. Пăла хĕрринче, Тутар Тимешĕ ялĕ çумĕнче сăвăрсене сыхлакан Сăрçум çутçанталăк усравĕн пайçĕрĕ вырнаçнă.

Вăрмансенче çак тĕрлĕ йывăçсем ӳсеççĕ: хурăнсемпе, ăвăссемпе, чăрăшсемпе тата çăкасемпе хутăш хырлăхсем; юманлăхсем; юмансемпе вĕренесемпе хутăш çăкалăхсем, хурăнсемпе хутăш ăвăслăхсем. Чи пахалăххисем — хырлăхсем. Республика шутĕнчи Ятарлă сыхлакан çутçанталăк лаптăкĕсен хушшине çаксем кĕреççĕ: Каенсар, 1883 çулхи хырăн культури, Ульяновка хыр вăрманĕсем.[5].

Шыв ресурсĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чи пысăк юханшыв — Пăла. Ун юпписем - Ыхра Çырми, Хир Çырми, Шлипшур, Тимĕрлĕ тата ытти те. Хырла Патăръел районĕнче пуçланать. Ун юпписем: Шăнкăртам, Пӳле. Люля тата Упамса юханшывĕсем районăн хĕвеланăç пайĕнчи вăрмансенче пуçланаççĕ.

Ятарлă сыхлакан çутçанталăк лаптăкĕсен йышне Çирĕклĕ тата Участка кӳллисем кĕреççĕ. Çĕр айĕнчи шывсем нумайрах чухне тăварлă пирки ĕçме юрăхсăр [6].

Халăх йышĕ, район тытăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1999 çул пуçламăшĕнче ку районта 40,3 пин çын пурăннă, вĕсенчен 6,6 пин çын Патăрьелте пурăннă. Районта халăх питĕ йышлă пурăнать. Пер тăваткал çухрăм çине 47 çын килет. Ытларахăшĕ(75%) — чăвашсем. Çавăн пекех тутарсем йышлă (22%), вырăссем, ирçесем, украинсем пурăнаççĕ.

Районта пĕтĕмпе 57 ял. Вĕсенче вăтамран 800 çын пурăнать.

Патăрьел районĕнче 13 чиркӳ, 11 часавай тата 16 мечĕт пур[7].

Ял тăрăхĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2004 çулта район шутне 19 ял тăрăхĕ кĕнĕ. Вĕсем шутĕнче:

  1. Алманчă ял тăрăхĕАлманчă ялĕ;
  2. Пăлапуç Пашъел ял тăрăхĕПăлапуç Пашъел ялĕ;
  3. Патăрьел ял тăрăхĕПатăрьел ялĕ;
  4. Ишлĕ-Шетмĕ ял тăрăхĕИшлĕ-Шетмĕ ялĕ;
  5. Хирти Пикшик ял тăрăхĕХирти Пикшик ялĕ;
  6. Чемен ял тăрăхĕАслă Чемен ялĕ;
  7. Ыхра Çырми ял тăрăхĕЫхра Çырми ялĕ;
  8. Ксыл-Чишма ял тăрăхĕКсыл-Чишма ялĕ;
  9. Çĕнĕ Ахпӳрт ял тăрăхĕÇĕнĕ Ахпӳрт ялĕ;
  10. Нăрваш-Шăхаль ял тăрăхĕНăрваш Шăхаль ялĕ;
  11. Первомайски ял тăрăхĕПервомайски;
  12. Шăхач ял тăрăхĕШăхач;
  13. Сăкăт ял тăрăхĕСăкăт ялĕ;
  14. Турхан ял тăрăхĕТурхан ялĕ;
  15. Тутар-Сăкăт ял тăрăхĕТутар Сăкăчĕ ялĕ;
  16. Тури Туçа ял тăрăхĕТури Туçа ялĕ;
  17. Тăрăн ял тăрăхĕТăрăн ялĕ;
  18. Шăнкăртам ял тăрăхĕШăнкăртам ялĕ;
  19. Çĕнъял ял тăрăхĕÇĕнъял ялĕ.

Паллă ентешсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • И. М. Матросов, С. Я. Карягин, А. И. Мефодьев. Батыревская энциклопедия. — Шуп.: 2005. — 376 с.